Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрман Кипек

Вӑрман КипекВӑрнар районӗнчи ял, Уйкас Кипек ял тӑрӑхне кӗрет. Вӑрнартан 25 ҫухрӑмра, Шупашкартан 95 ҫухрӑмра ларать.

Маларах ял ҫавӑн пекех Вӑрманкас Кипек (1927) ятпа та ҫыранса юлнӑ. Кивӗ хутсенче Вӑрманкас ятпа ҫырни тӗл пулать.

Урамсем: Куйбышев урамӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, Шкул урамӗ.

Тавралӑх

Юнашар ялсем:

Ял кун-ҫулӗ

Яла XVIII-XIX ӗмӗрсенче Кӗҫен Кипекрен куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

Районсене туса хуриччен малтан Етӗрне уесӗн Нурӑс вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрнар районне, 1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ хыҫҫӑн Калинин районне кӗнӗ. 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Вӑрнар районне кӗрет.

1930 ҫулта «Вӑрман Кипек» колхоз йӗркеленнӗ.

Халӑх йышӗ

1798 ҫулхи ҫырав хучӗсем тӑрӑх ялта 6 кил пулнӑ. 1858 ҫулта — 163 арҫын, 175 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1906 ҫулхи ҫырав ялта 95 кил пулнине палӑртнӑ, пурӗ 235 арҫын, 239 хӗрарӑм пурӑннӑ.

1926 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн ялта 94 кил пулнӑ, вӗсенче 245 арҫын, 262 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулхи кӑтартусем — 265 арҫын, 298 хӗрарӑм. 1979 ҫулта ялта 177 арҫын, 188 хӗрарӑм пурӑннӑ.

2002 ҫулхи ҫырав ялта 118 кил пулнине палӑртнӑ, пурӗ 168 арҫын, 156 хӗрарӑм пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ҫул-йӗр

Культура

Ялта шкул, клуб, спорт площадки пур.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Дубанов И.С. Географические названия Чувашской Республики: краеведческий словарь. Чебоксары, 2010. 103 с.
  • Чувашская энциклопедия, I том. Шупашкар, 2006. 374 с.


 
Категорисем: Вӑрман Кипек
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-06 21:42:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2237 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org