Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Вырӑскасси

ВырӑскассиЧӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи ял.

Ял Шурӑ кӳлӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Елчӗкрен 19 ҫухрӑмра ларать.

2004 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 124 кил пулнӑ, 318 ҫын пурӑннӑ. Ялта культура ҫурчӗ, ял вулавӑшӗ, фельдшер пункчӗ, лавкка пур. Юнашар «Заря» предприятийӗн автотрактор паркӗ, фермӑсем вырнаҫнӑ.

Яла 2003 ҫулта газ кӗртнӗ.

Истори

1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшчен Тетӗш уесӗн Курнавӑш вулӑсне, каярах вара 1927-мӗш ҫулчен Патӑръел уесӗн Курнавӑш вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 Кӗҫӗн Елчӗк районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19 хыҫҫӑн Елчӗк районне, 1962 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20 хыҫҫӑн Патӑръел районне, 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑт таран Елчӗк районне кӗрет.

Яла никӗслекенсем халӗ Чӑваш Енӗн Вӑрмар районне кӗрекен Партас тата Уйкас ялӗсен ҫыннисем пулнӑ. 1710 ҫулта кунта 4 хуҫалӑх пулнӑ. 1719 ҫулта — 5. Пӗрремеш куҫса килнӗ ҫынсен Емер, Аюк, тата Калмык ятлӑ пулнӑ. Кашт каярахпа кунта тепӗр чӑваш, тата Муравьев вырӑс хӑйсен кил-йышӗсемпе куҫса килнӗ. 200 ҫул каялла кунта Брюханов, Любимов, тата Цапырин вырӑссем вырнаҫнӑ. Вӗсене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ пулнӑ. Вӗсене куҫса килнӗ вырӑссем тесе калама пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн яла Вырӑскасси теме пуҫланӑ.

Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫине пурӗ 164 ҫын кайнӑ, 61-шӗ унта хӑйсен пуҫне хунӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Вырӑскасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-26 20:07:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4133 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org