Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атайкасси

Атайкасси
Пӑртас упӑшка ӗмӗртенпех Энтри тата Атай ятлӑ кӳршисемпе хирӗҫсе пурӑннӑ. Хӑйшӗн пӗр инкеклӗ вӑхӑтра Пӑртас упӑкша хурт-хӑмӑр ӗҫӗпе вӑрмана кайнӑ. .
Ҫивӗтне ывӑтса вӑл юман хӑвӑлӗ патне хӑпарнӑ. Анчах инкек - ҫивӗчӗ ҫӗре ӳкнӗ те йывӑҫӗ ҫӳллӗ пулнӑран анайман, Пӑртасӑн чылай кӑшкӑрма тивнӗ.
Вӑрманпа Энтрипе Атай панӑ. Сасӑ панӑ ҫӗре ҫитнӗ. Хӑйсене кӳрентерекенӗн инкекне курсан вӗсем ҫивӗте илсе парассишӗн хаклӑ ыйтнӑ. Юлашкинчен ҫапла ҫураҫнӑ: Пӑртас хӑйӗн чи лайӑх утарне пама килӗшнӗ. Энтри халӗ Хоруй ялӗн ҫыннисем усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне йышӑннӑ. Атайӑн вара Энтрипе танлаштарсан ҫӗрӗ пысӑкрах, унта халь Ичеснер-Атайкасси ялӗ ларать.

1938 ҫ. ЧР Вӑрмар р-чи Урнарта А.П. Шишкин ҫырса илнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Alexey тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-10 09:16:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1336 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org