Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Асӑмри Нямань, Михаил Иванович

Иртнӗ ӗмӗрти 1960-1970 ҫулсенче Шупашкара пымассерен эпӗ хамӑн юратакан «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцине кӗрсе курма васкаттӑм. Кунта яланах мана хаҫатӑн ответлӑ секретарӗ Михаил Иванович Юрьев-Нямань (1910-1980) хӑйӗн пӳлӗмӗнче ӑшшӑн кӗтсе илетчӗ. Ӗҫӗ тем пек нумай пулсан та ҫывӑх тӑван евӗрех калаҫма ерӗҫетчӗ вӑл. Ҫав хушӑра чӗлӗмне те ҫӑвартан кӑлармастчӗ, пуҫ ҫӗклемесӗр вулакан материалӗсене ҫине-ҫинех набора ӑсататчӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен литературӑри пурнӑҫӗпе ҫав тери интересленетчӗ, чӑвашла тухакан хаҫатсем ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ.

Мӗн тери ырӑ канашсем паман пулӗ Михаил Иванович! Вӑл тӑван чӗлхене юратма, тарӑн шухӑшлама, ҫырма вӗрентнӗ. Унӑн анлӑ тавракурӑмӗ, пысӑк ӑс-хакӑлӗ, ҫынлӑхӗ ман пата ҫырнӑ ҫырусенче яр уҫҫӑн курӑнать.

--

«1974 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗ.
Шупашкар.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Ҫӗнӗ ҫул саламне те, сӑнӳкерчӗксене те илтӗм. Пысӑк тав. Хӑвӑра ҫак Ҫӗнӗ ҫулта яланхи пекех телейлӗ, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма ырӑ сунатӑп.

Сирӗн ҫырӑвӑртан эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: ман адреспа Эсир ятарласа ҫыру янӑ иккен. Шел, вӑл мана лекмен. Мӗншӗн тесен эпӗ июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа редакцире ӗҫлеместӗп. Пенсионер. Редакцире партпухусем вӑхӑтӗнче ҫеҫ пулатӑп.

Ҫырӑва алла илейменшӗн пӑшӑрханатӑп, анчах нимӗн те тӑваймастӑп. Чӑрмав пулсан та, манӑн килти адреспа тепӗр хут ҫырса ярӑр. Тем пекех кӗтетӗп.

Эсир пысӑк япала ҫырса пӗтерни мана чун-чӗререн савӑнтарать. Халӗ ӗнтӗ ӑна кун ҫути кӑтартас пирки шухӑшламалла пулать. Ку тӗлӗшпе халех Н.С.Дедушкин юлташпа ҫыхӑнма тӑрӑшӑр.

Сире ырӑ сунса – М.Юрьев...»

* * *

«1974 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗ.
Шупашкар.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Ҫырӑвна та, хӑвӑр ҫинчен ҫырса пӗлтернине те илтӗм. Тимленӗшӗн тавтапуҫ. Халӗ ӗнтӗ шикленмелли нимӗн те юлмарӗ. Мӗн кирли пӗтӗмпех алӑ айӗнче.

Ӳкерчӗксем пирки шухӑшласа пӑхӑр эппин. Мана пурте килӗшрӗҫ иртнӗ ҫырура ярса панисем. Хӑвӑра килӗшсех каймаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан — ҫӗнӗрен ӳкерттерни, паллах, тата лайӑхрах пулӗччӗ. Ӳркенместӗн пулсан — хатӗрлесе ярса парӑр. Капла тунине эпӗ саламлама ҫеҫ пултаратӑп.

Эсир хӑвӑр ҫинчен тӗплӗн ҫырса пӗлтерни мана яланах кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗн пурнӑҫӑрпа тата ӗҫӗрпе ҫыхӑннӑ пайӑр ятсене вырӑсла та паллӑ туса хурасшӑн хам валли. Сӑмахран, ҫак ятсене вырӑсла куҫарса ҫырса пӗлтерме вӑхӑт тупас пулсан — тем пекех тав тунӑ пулӑттӑм:

1. Чӑвашкасси (хӑвӑр ҫуралнӑ ял ячӗ);

2. Пухтел (ӗлӗкхи район ячӗ — Богдашкинский мар-и вӑл вырӑсла?);

3. Кивӗ Улхаш (малтан вӗреннӗ шкул ячӗ);

4. Вӑта Тимӗрҫен (вӑтам шкул);

5. «Пӗрлешӳллӗ ӗҫ» (хаҫат ячӗ, «Коллективный труд» мар-и вырӑсла?)

6. «Заря коммунизма» (халӗ ӗҫлекен хаҫатӑн чӑвашла ячӗ мӗнле?)

Кӗскен хам ҫинчен: пурнӑҫ чиперех пырать, кунпа ҫӗр яланах хулари библиотекӑсенче иртет. Нумай пулмасть «Писатели Советской Чувашии» кӗнеке ҫырса пӗтертӗм. Алҫырӑвӗ тахҫанах хатӗрччӗ. Кашни ҫулах «тепӗр ҫула» хӑварса пычӗҫ. Халӗ вара такамӑн пуҫне таҫтан темӗнле шухӑш пырса кӗнӗ: ҫитес ҫулта обязательно кӑлармалла тесе ҫӗнӗрен тӗплӗн пӑхса тухтарчӗҫ. Паллах, ҫӗнетмелли, якатмалли, хушмалли, хӗсмелли питӗ нумай пулчӗ. Пенсие тухнӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑта пӗтӗмпех ҫавӑнпа айкашса ирттертӗм.

Малашнехи плансем: халиччен ҫыркаланисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке пекки хатӗрлесшӗн. Кӑна та юлташсем официаллӑ йӗркепе аса илтерчӗҫ. Кунсӑр пуҫне журналсене хутшӑнма ӗмӗтленетӗп. Хаҫатра ӗҫленӗ чухне журналсем валли ҫырма вӑхӑт ҫукрахчӗ. Хаҫат секретарӗн ӗҫӗ мӗнлине хӑвӑрах лайӑх чухлатӑр.

Сывӑ пулӑр. Кил-йышӑра та пысӑк салам калӑр. Сирӗн ҫырӑвӑра кӗтсех тӑратӑп. Эсир ҫӗнӗ хӑватпа ӗҫлеме тытӑнни мана чун-чӗререн савӑнтарать. Ӗҫӗрсем малашне те ӑнӑҫлӑ пулччӑр.

Сире ырӑ сунса — М.Юрьев».

* * *

«1974 ҫулхи февралӗн 5-мӗшӗ.
Шупашкар.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Паян каҫалапа ҫырӑвӑра та, сӑн ӳкерчӗксене те илтӗм. Тавтапуҫ тимленӗшӗн. Ӳкерчӗксем пурте вырӑнлӑ. Вӗсене, кирлӗ пулсан, пӗчӗклетме те, пысӑклатма та пулать.

Шупашкарта ҫӗнӗ хыпарсем хальлӗхе нимех те ҫук. Писательсем хӗрсех А.Артемьев юбилейне хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 50 ҫул тултарать. Хӑй вара ҫав тери кулянса ҫӳрет: хам 50 ҫула ҫитнине ниепле те ӗненес килмест тет. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫутҫанталӑк законӗ ҫавӑн пек!

Сире чун-чӗререн хисеплесе — М.Юрьев».

Ҫак конверт ӑшӗнчех тепӗр ҫыру:

«Анатолий Федорович!

Ку ҫырӑва тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах ниепле те алӑ ҫитеймерӗм. Халӗ акӑ сирӗн пата ҫырнӑ ҫырӑва конверт ӑшне хурса ҫыпӑҫтарнӑ хыҫҫӑн тин аса илтӗм. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ку хута ҫыпӑҫтарнӑ конверта тепӗр хут уҫса хурса яратӑп.

Сӑмахӑм акӑ мӗн пирки: сирӗн районти Каша (Кайсарово) ялӗнче литературӑна юратакансем В.Садайпа Ехрем Иванӗ ҫеҫ мар иккен. Тӑван литературӑшӑн хыпса ҫунакансем тахҫанах пулнӑ-мӗн. Ҫавсенчен пӗри — ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ Кузьма Васильевич Репин. Вӑл — 1889–1900 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫын. Чӗмпӗр шкулӗнче вӗреннӗ. Граждан вӑрҫинчен хӑрах урасӑр таврӑннӑ. 1920 ҫулсенче вилнӗ.

К.В.Репин — литература историне кӗме тивӗҫлӗ ҫын. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл хӑй вӑхӑтӗнче сӑвӑсем ҫырни, халӑх хушшинче сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен халап-юмахсемпе сӑвӑ-юрӑсем пухни ҫинчен калакан хыпарсем те пур. Тӑван литература историйӗшӗн чи пахи — К.В.Репин критикӑлла статьясем те ҫырнӑ. Уйрӑмах савӑнтараканни тата ҫакӑ: К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэмине чи малтан вӑл тӗплӗн тишкернӗ, ун ҫинчен статья та ҫырнӑ. Статйи начар мар!

Ун ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесе эпӗ чылай ҫӗре ҫыртӑм. Вӑл хӑҫан, хӑш ҫулта, мӗнле уйӑхра, мӗнле числора ҫурални ҫинчен пӗлес тесе сирӗн область архивӗсенчен те, Чӑнлӑ районӗнчи ЗАГС уйрӑмӗнчен те, Каша ялӗ кӗрекен ял Совет ӗҫтӑвкомӗнчен те (Елхово-Озерский сельсовет — чӑвашла мӗнле-ши вӑл — пӗлместӗп) ыйтса пӗлтӗм. Анчах усси пулмарӗ. 0блаҫри архивсенчен «проверить и подтвердить регистрацию рождения К.В.Репина (1890-1920) нет возможности из-за отсутствия архива на хранении» тесе пӗлтерчӗҫ; сирӗн районти ЗАГС архивӗн заведующийӗ Морозова: «...данные о рождении К.В.Репина не представляется возможности, так как нет актовых записей», — тесе ответлерӗ. Елхово-Озерский сельсовет (вырӑслах калам-ха) ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ те (хушаматне пӗлме ҫук — хут укҫи ҫинчи пек алӑ пуснӑ!) ҫав сӑмахсемпех ответлерӗ (1972 ҫулта).

Ҫав секретарь пӗлтернӗ тӑрӑх, Кашара халӗ К.В.Репина пӗлекен ҫынсем пур иккен. Вӗсем ҫаксем:

1. Репинсен ҫывӑх тӑванӗ Клавдия Егоровна Головина. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Репин 1897 ҫулта ҫуралнӑ имӗш.

2. Репинӑн тепӗр тӑванӗ — Александр Дмитриевич Репин.

3. Репинӑн ача чухнехи тусӗ — Сидор Егорович Горшков.

К.В.Репинӑн сӑнӳкерчӗкне шырани те ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Ҫакӑн пирки эпӗ Кашари шкул директорӗ патне те ҫырнӑччӗ, шкулти ҫамрӑк йӗрлевҫӗсем пулӑшаймӗҫ-ши тесе ыйтнӑччӗ. Сас-хура пулмарӗ.

Ҫак ҫырупа эпӗ сире акӑ мӗн каласшӑн: К.В.Репинӑн кун-ҫулӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен материалсем пухас ӗҫе Каша ачисем мӗн чухлӗ те пулин хутшӑнма май тупма пултармӗҫ-ши? Вӗсем ҫак ӗҫе хӑйсем ҫине илес пулсан — тем пекех ырӑ ӗҫ тунӑ пулӗччӗҫ.

Редакцирен кам та пулин Кашана ӗҫпе кайнӑ чухне — ӑна ҫак хута тыттарса пӑхӑр-ха. Тен, мӗн те пулин ҫӗннине тупса килме пултарӗ! Ырӑ сунса М.Юрьев».

* * *

1976, март 23.
Шупашкар.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Чи малтанах ҫакна калам: ҫурхи илемлӗ кунсем чӗрене савӑнтарнӑ ятпа тата сирӗн пултарулӑх ӗҫӗнче ырӑ самантсем пулнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп. Ӗҫӳсем малашне те ӑнӑҫлӑ пулччӑр!

Халӗ ӗнтӗ ӗҫ ҫинчен: сирӗн земляк — В.Садай паян 50 ҫул тултарчӗ. «Коммунизм ялавӗнче» паян унӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен А.Артемьев ҫырнӑ лайӑх статья пичетленсе тухрӗ, «Советская Чувашия» хаҫатра писателӗн ҫӗнӗ калавне вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Авторӗ ҫинчен калани те пур: 29 йӗрке! (Ӑна калав тӑлмачи хӑй ҫырнӑ пулмалла.)

Хӑвӑр хаҫатра ҫак куна мӗнле паллӑ турӑр? Хаҫатӑн ҫав номерне пӗр экземпляр тупса ярса пама вӑхӑт тупма пултараймӑр-ши? Тем пекех тав тунӑ пулӑттӑм.

Май килнӗ чух ҫакна та калам: К.В.Репин ҫинчен ҫӗнӗ материалсем ярса панӑшӑн сире тем пекех тав тӑватӑп. Ун ҫинчен эпӗ ятарласа статья пекки те хатӗрлерӗм-ха. Чӑвашла куҫарсанах хаҫат варианчӗсене (вырӑслине те, чӑвашлине те!) ярса пама ӗмӗтленетӗп.

Хам ҫинчен каламалли нимех те ҫук: писательсен съездне килсен курнӑччӗ-ха пӗр-пӗрне. Ҫавӑн чухнехи пекех пӗтӗмпех ҫын куҫӗнчен пӑхас пулать. Алла ручка тытма пуҫларӑм, анчах куҫӑхас марччӗ-ха. Ӗмӗтӗмсем малаллах туртӑнаҫҫӗ. Халӗ чӑваш писателӗсем ҫинчен ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе ҫыратӑп. Унта эсир те пур. Начар мар пек туйӑнать.

Сирӗн ҫырӑва тем пекех кӗтетӗп. Хӑвӑра та, кил-йышӑра та — пысӑк салам.

М.Юрьев.

Манӑн адрес малтанхи пекех: Г.Чебоксары, ул.Ленинградская, 16, кв.44.

В.Садай ҫинчен о6ласть хаҫачӗсем мӗн-мӗн ҫырчӗҫ: ҫав статьясен ячӗсене, авторӗсене, хаҫат номерӗсемпе числисене кӑтартса (ҫырса) ярсан питӗ аванччӗ».

Каллех пӗр конверт ӑшӗнче икӗ ҫыру:

«26 января 1977 г.,
г.Че6оксары.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Чӑрмантарнӑшӑн каҫар. Сӑмахӑма тӳрех ӗҫ ҫинчен пуҫлам: нумай пулмасть эпӗ наукӑпа тӗпчев институчӗ ҫулталӑкра пӗрре кӑларса тӑракан «Ученые записки» текен кӗнеке валли сирӗн земляк Н.Ф.Данилов ҫинчен пӗр пӗчӗк заметка ҫырса хутӑм. Ҫавна, тен, сирӗн хаҫатра пичетлеме май ҫук-и? Пирӗн республикӑри хула хаҫачӗсем (пурте) тата район хаҫачӗсем те (халӗ пурте мар-ха!), Аслӑ Октябрь 60 ҫул тултарнине хатӗрленнӗ май, ватӑ коммунистсем ҫинчен эпӗ ҫырнӑ пек япаласем пичетлеме пуҫларӗҫ. Вӗсен рубрикисем тӗрлӗрен: «Аслӑ Октябрь 60 ҫул тултарас умӗн», «Пирӗн мухтавлӑ земляксем», «Ҫынсем тата ҫулсем», «Вӗсене халӑх манмасть» т.ыт.те. Сирӗн, тен, урӑхла рубрикӑсем пулма пултараҫҫӗ.

Паян вырӑсла ҫырнисене ярса парасшӑн, машинкӑпа пичетлесен (через два интервала!) ҫичӗ страницӑна яхӑн пулнӑ. Пирӗн хаҫатра вӑл пӗр подвал, сирӗн хаҫатра 2 подвал пулма пултарать. Машинкӑпа 2 экземпляр пичетлеме ыйтнӑччӗ, машинисткӑсем пӗрре ҫеҫ пичетленӗ. Ҫавӑнпа вара сире тӗп алҫырӑвне ҫеҫ ярса паратӑп.

Кирлӗ пулсан — пичетлеме пултаратӑр.

Юлашкинчен ҫакна тархасласа ыйтатӑп: ку япалана пичетлес тесе хӑвӑр коллектив е редактор умӗнче ӳкӗнсе хӑвна пӑшӑрханмалла ан ту. Редакторӑн пичетлес кӑмӑл ҫук пулсан — ҫунтар та яр. Редакци архивне ан хур.

Статьян чӑвашла текстне ҫывӑх кунсенче ярса паратӑп.

Ҫырса пӗлтер. Килти хыпарсене (арӑму сывлӑхӗ ҫинчен) пӗлтерме ан ман.

Сире яланах ырӑ сунакан - М.Юрьев.

Союз членне Мускав хӑҫан ҫирӗплетрӗ? Союза кӗме панӑ рекомендацисен копийӗсене ӳкерсе илсе мана ярса параймӑн-ши?»

* * *

«17 июня 1977 г.,
г.Чебоксары, 11 часов дня.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Ку ҫырӑва чун-чӗрешӗн ҫав тери йывӑр самантра — А.Е.Алгана юлашки ҫула ӑсатма каяс умӗн ҫыратӑп. Чунӑма мӗнле те пулин лӑплантарма май тупас тесе ҫапла тӑватӑп, мӗншӗн тесен тахҫантан ҫывӑх пӗлнӗ ырӑ ҫыннӑма юлашки хут курма каяс умӗн кашни минут темиҫе кун тӑршшӗ пек туйӑнать... А.Е.Алга кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлни маншӑн уйрӑмах калама ҫук йывӑр, мӗншӗн тесен хамӑрӑн ӗмӗрӗмӗрте эпир ӗҫ кунне пӗр кун, пӗр сехетре, пӗр шкулта пуҫланӑ. 1933 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче хамӑр районти пӗр вӑтам шкулта ачасене вӗрентме тытӑннӑччӗ: вӑл вырӑс чӗлхи вӗрентетчӗ, эпӗ — чӑваш чӗлхи. Ҫавӑнтан вара эпир пӗр-пӗринпе чӑн-чӑн тӑвансем пек пурӑннӑ. Тепӗр темиҫе сехетрен акӑ вӑл нӳрӗ тӑпрапа витӗнет... Хӑрушӑ! Чӑваш литературишӗн тӳсме ҫук пысӑк ҫухату.

Халӗ ӗнтӗ ӗҫ ҫинчен: сирӗн земляк ҫинчен — К.В.Репин ҫинчен сирӗн валли статья ҫырасси ҫинчен темиҫе ҫул хушши ӗмӗтленсе пурӑнаттӑм. Анчах ӗмӗтӗме вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртеймерӗм. Кун пирки эпӗ ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе пайтах пӑшӑрханса шухӑшланӑччӗ. Ҫак ӗмӗте халӗ тин пурнӑҫа кӗртме, чӗреме лӑплан-тарма черет ҫитрӗ. Статьяна малтан чӑвашла ҫырнӑччӗ. Ӑна тепӗр хут тӳрлетсе юсанӑ хыҫҫӑн вырӑсла та ҫырса хутӑм. Ҫак ҫырупа пӗрле иккӗшне те — вырӑслине те, чӑвашлине те ярса паратӑп.

Паллах, кӑшт пысӑкрах пулчӗҫ. Ҫапах та куншӑн питех хӑрама кирлӗ мар. Хӑвӑра килӗшмен вырӑнсене пӗр иккӗленмесӗрех кӗскетме пултаратӑр. Куншӑн пӗр ӳпкев те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен хаҫат вӑл — трамвай мар. Ун ҫине хыҫалтан е малтан ҫакӑнма май килмест. Кӑна эпӗ хамах лайӑх ӑнланатӑп.

Тата тепӗр асӑрхаттару: чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ чухне хӑш-пӗр вырӑнсене, чӑвашла ан янраччӑр тесе, вырӑсларах калама тӑрӑшрӑм. Анчах чӑвашла текстра каланӑ шухӑшсем тӗпрен вырӑслинче те пӗтӗмпех сыхланса юлчӗҫ пек туйӑнать. Кӗскетнӗ хыҫҫӑн та пысӑкрах пек туйӑнсан — петитпа наборласа пӑхсан мӗнле пулӗ-ши? Шухӑшласа пӑхӑр, хӑвӑра мӗнле кирлӗ — ҫавӑн пек тӑвӑр.

Редактор тӑкӑсланать пулсан — ҫине тӑрса ан сӗн. Алҫырӑвӗсене хӑвӑр патӑрта асӑнмалӑх усра. Хам валли эпӗ иккӗшне те пӗрер экземпляр хӑварнӑ. Чӑвашлине К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 90 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ кунсенче пичетлеме шутлатӑп. Унта К.В.Репина пуҫламӑш шкулта вӗрентнӗ А.Г.Григорьева учительница ҫинчен тата К.В.Репин К.В.Иванова курни ҫинчен тӗплӗнрех каласа кӑтартасшӑн. К.В.Репин статйинче шухӑша кӑшт анлӑлатма ӗмӗтленетӗп...

Сире чун-чӗререн хисеплекен М.Юрьев.

Анатолий! Шупашкарта халӗ К.В.Репина пӗлнӗ-палланӑ ҫынсем виҫҫӗн пурӑнаҫҫӗ: пӗри — П.Т.Золотов (Чӑвашгиз директорӗ пулнӑскер), Р.Г.Шумилова — унӑн арӑмӗ, пенсионер-учительница, Чӗмпӗрте Репинпа пӗрле вӗреннӗ; виҫҫӗмӗшӗ — М.А. Волков, вӑл та Репинпа пӗрле вӗреннӗ, кайран нумай ҫул хушши парти обкомӗнче тата облитра ӗҫленӗ, халӗ пенсионер.

Репинӑн пирвайхи учительници А.Г. Григорьева — кайран Чӑвашра пурӑннӑ. Хам та астӑватӑп: пӗр вӑхӑтра вӑл Чӑваш Тӗп ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ, каярахпа Чӑваш АССР ҫутӗҫ комиссарӗн заместителӗ пулнӑччӗ.

Ун пирки ҫывӑх вӑхӑтрах КПСС обкомӗн партархивӗнче чаваланса пӑхасшӑн-ха. Хальхи статьяра ун ҫинчен хушаматне кӑтартнипех иртсе каяс терӗм, мӗншӗн тесен тӗпчесе пӗлмен ӗҫ ҫинчен ыттисене калама йывӑр. Апла тума Турӑ ан хуштӑр!

Тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн хӑвна пӗлтерме тӑрӑшӑп.

Ку япаласем ҫинчен сӑмах май ҫеҫ каларӑм-ха сире.

М.Ю.»

* * *

«16 августа 1978 г.,
г.Че6оксары.

Ырӑ кун пултӑр, Анатолий Федорович!

Сирӗн ҫырӑвӑра паян ирхине илтӗм. Ҫийӗнчех, пӗр минут тӑхтамасӑр, ответлетӗп.

Кӗнеке издательствинчи ҫутӑ ҫамкасен черетлӗ мыскари ҫинчен пӗрремӗш хут илтрӗм, мӗншӗн тесен издательствӑна та, писательсем патне те юлашки виҫӗ ҫул хушшинче ура ярса пусман. Мӗншӗн тесен унта манӑн никампа та парса илмелли ҫук. Эпӗ — Писательсен союзӗнче тӑракан ҫын мар. Ҫавӑнпа эпӗ ҫырнисене «Ялав» та, «Тӑван Атӑл» та пичетлемест. Хамӑн та йӑлӑнса-сӗкӗнсе ҫӳрес килмест. (...)

Эпӗ А.Канаш ҫинчен ҫырнине хӑвӑр хаҫатра пичетлени мана савӑнтарать ҫеҫ. Анчах вӑл статьяна эпӗ ларса тата тӗплӗн шухӑшласа ҫырайман. Ыран хаҫат тухмалла тенӗ кун каҫхине, хаҫатӑн черетлӗ номерне калӑпланӑ чухне, икӗ сехет хушшинче ҫыртарчӗҫ редакци ҫыннисем. (Эпӗ хам статья ҫырасси ҫинчен нихҫан та асаилмен!) Анчах ҫырма килӗшекенсем тупӑнман иккен.

Чӑваш писателӗсен йӑли ҫавӑн пек: чӗррисем ҫинчен ҫеҫ ҫырма юратаҫҫӗ, вилнисем ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмаҫҫӗ. Вилнӗ писательтен, паллах, кӗтмелли нимӗн те ҫук! (Шупашкарти чылай писатель-куккасем коммунизма ҫавӑн пек пырса кӗреҫҫӗ!..)

Хам ҫинчен: пурнӑҫ яланхи пекех пӗр майлӑ пырать, ӑшӑ хӗвелӗм те хӑйӗн ҫуттине мана грампа ҫеҫ виҫсе парать. Ҫуттине хӗрхенет. (...) пеккисем те чун ӑшшине питех кӑтартасшӑн мар. Анчах ку мана нимӗн чухлӗ те парӑнтараймасть.

Шупашкарти тӗлӗнмелле хыпарсенчен сана паян ҫакна ҫеҫ хурланса пӗлтерме пултаратӑп: темиҫе кун каялла (августӑн 4-мӗшӗнче) «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакторӗн пӗрремӗш заместителӗ Иван Михайлович Михайлов (чипер ачаччӗ, чылай ҫул хушши пӗрле ӗҫленӗччӗ) сунар пӑшалӗпе перӗнсе вилчӗ. Хаҫатра некролог пулмарӗ. Сӑлтавӗ — ҫӗр тӗрлӗ. Тахӑшӗ тӗрӗс — паллӑ мар.

Нумай ҫырнӑшӑн ан ятла. Ҫырма пуҫларӑм та — чарӑнаймарӑм.

Хӑвӑра та, кил-йышӑра та — пысӑк салам. Пурте таса сывлӑхлӑ пулӑр.

Сире яланах ырӑ сунакан этем — М.Юрьев.

Шупашкара килсен — кӗрсе тухма ан манӑр.

«Ульяновская правда» хаҫатӑн пӗр-пӗр номерне ярса пама май тупма пултарайӑн-ши? Шутсӑр курас килет!»

* * *

«10 апреля 1980 г.,
Шупашкар.

Салам, Анатолий Федорович!

Сире эпӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлтерес терӗм: темиҫе кун каялла Чӑваш АССР кӗнеке издательствинче В.Долгов критик-литературовед ҫырнӑ «Ленин сӑнарӗ — халӑх чӗринче» («Образ Ленина — в сердце народа») кӗнеке иккӗмӗш хут пичетленсе тухрӗ. Малтанхи хут вӑл 1972 ҫулта тухнӑччӗ. Ҫак кӗнекери япаласене автор тепӗр хут тӗпрен ҫӗнетсе юсарӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗ статьясем хушса кӗртрӗ. Кӗнекен ҫӗнӗ кӑларӑмӗнче «Чӗмпӗр чулӗ» статья пичетленчӗ. (Малтанхи кӑларӑмра вӑл пулман). Унта ятарласа сирӗн «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать» кӗнеке ҫинчен ҫырнӑ. Лайӑх каланӑ, шӑртланса калаҫни, ятлани нимӗн те ҫук. Кӗнекере ку статья 104–109 страницӑсенче.

Ҫакӑн ҫинчен сире савӑнса пӗлтеретӗп. Ку кӗнекене сирӗн валли туянас тесе кӗнеке магазинне темиҫе хут та ҫитрӗм. Анчах туянма май килмерӗ. Мӗншӗн тесен... кӗнеке тиражӗ пурӗ те 1500 экземпляр ҫеҫ. Ку тиража кам валли ҫавӑн чухлӗ туни ҫинчен татса калама, шел пулин те, манӑн ӑс ҫитмест. Кӗнекине мана В.А. Долгов хӑй парнелерӗ. Хӑвӑр пата пырса ҫакланас пулсан илсе юлма тӑрӑшӑр.

Манӑн мухтанмалли нимӗн те ҫук. Авалхи пек суккӑр ларатӑп. Ҫакна каласа тӗлӗнтерем: Шупашкарти ҫутӑ ҫамкаллӑ журналистсенчен ман пата пӗр ҫын ҫеҫ килсе ҫӳрет: вӑл — «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗнчи партбюро секретарӗ В.Ф. Степанов (лайӑх ҫын, ырӑ ҫын!); писательсенчен Н.Ф.Евстафьевпа ҫеҫ курнӑҫатпӑр. Вӑл кашни эрнерех кӗрсе тухать. Ҫавӑн пек ҫынсем йышлӑ пулас пулсан — ӗмӗрӗм кичем вӗҫленес ҫукчӗ.

Пурӑнасси нумай юлмарӗ пулмалла. Килте ҫеҫ ларас килет. Урама тухса ҫӳрес килмест. Хам суккӑрланса пынӑшӑн тем пекех кулянатӑп. Анчах нимӗн те тума пултараймастӑп...

Ком.салампа М.Юрьев».

* * *

Ку вӑл журналистикӑра ҫеҫ мар, чӑваш писателӗсен пултарулӑхне пропагандӑлас тӗлӗшпе нумай ҫул ырми-канми ӗҫленӗ, тӳрӗ чунлӑ тӗпчевҫӗн, ҫамрӑк чух сӑвӑ-юрӑ та сахал мар ҫырнӑ (вӗсенчен чылайӑшӗ хрестоматисене те кӗнӗ), «Чӑваш писателӗсем» ятлӑ чӑвашла та, вырӑсла та тухнӑ сумлӑ справочниксен авторӗн, калама ҫук сӑпайлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫыннӑн ман пата ҫырнӑ юлашки ҫырӑвӗ пулчӗ.

Вӑхӑт иртнипе саралма пуҫланӑ хутсем хушшинче ҫаплах унӑн мухтавлӑ ывӑлӗн, чаплӑ художникӑн, Чӑваш Енӗн ку чухнехи символӗсен, гербӗпе ялав авторӗн, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗн, пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Элли Михайлович Юрьевӑн хӑйӗн ӗҫӗсен выставкине пырса курма чӗнсе янӑ йыхрав хучӗ те сиксе тухрӗ.

Ӑста ӳнерҫӗ выставки 1986 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн залӗсенче уҫӑлнӑччӗ.

Анатолий Юман
«Тӑван Атӑл», 2009, 1№.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-30 13:09:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 889 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org