Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Первомайски (Патӑрьел районӗ)

Первомайски — Патӑръел районӗнчи ял. 1939 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗччен Аслӑ Арапуҫ ятлӑ пулнӑ.

Ялта шкул, ача-пӑча вулавӑшӗ, ял вулавӑшӗ, культура ҫурчӗ, Н.И. Кузьмин ячӗллӗ Аслӑ Арапуҫ халӑх музейӗ, МТС, аптека пур.

Тавралӑх

Ял кун-ҫулӗ

Яла никӗслекенӗсем халӗ Вӑрмар районне кӗрекен Арапуҫ ялӗнчен пулнӑ. Яла XVI ӗмӗрӗн вӗҫӗнче-XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче никӗсленӗ. Яла никӗсленӗ вӑхӑтра ку тӑрӑхра Именкасси, Тикеш, Нӑрваш Шӑхаль, Тури Чакӑ, Пӑлапуҫ Пашьел, Пӳртлӗ ялӗсем ларнӑ.
Авал ял питӗ пысӑк пулнӑ. Чӗмпӗр кӗпернийӗн астӑвӑм кӗнеки тӑрӑх 1868 ҫулта кунта 111 килте 333 арҫын, 346 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1911 ҫулхи перепись тӑрӑх вара 248 килте 728 арҫын, 709 хӗрарӑм пурӑннӑ. Хут пӗлекенсен кил-йышсен шучӗ 62 пулнӑ.
1920 ҫулхи утӑн 30-мӑшӗччен Пӑва уесне, каярах Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ. 1920 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ уесӗн Йӗпреҫ районне кӗртнӗ. 1921 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1927-мӗш ҫулччен Патӑрьел уесне кӗнӗ. Ку пӗтӗм тапхӑрта ял Турхан вулӑсӗнче шутланнӑ.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче яла Мӑн Патӑрьел районне кӗртнӗ. 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Турхан районне кӗнӗ. 1939 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн, яла Первомайски ят парсан, Первомайски районне кӗнӗ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑт таран Патӑрьел районне кӗрет.

Хуҫалӑх

Аслӑ Арапуҫ райпромкомбиначӗ

Аслӑ Арапуҫ райпромкомбиначӗ — малтан Аслӑ Чеменре вырнаҫнӑ комбинат. Упус завочӗ ҫинче никӗсленӗ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта туртаракан лашасем валли ҫунасемпе урапасем ӑсатнӑ.
Каярахпа 4 цех йӗркеленӗ пулнӑ: упус, йывӑҫ касакан, кирпӗч, рогож тӗрлекен цехсем.
1958 ҫулта пӗтернӗ. Ӗҫ хатӗрӗсене Шӑхач йывӑҫ комбинатне куҫарнӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-09 23:21:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3660 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org