Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аваллӑх ҫулӗпе (В. Чернов)

Чӑвашсен музыка инструменчӗсем нумай пулнӑ тесен хӑшӗ-пӗри тӗлӗнет: "Мӗнле вӑйлӑ пулнӑ чӑвашсен музыка культури!" Тепри иккӗленет. Мӗскӗнни халӑхӑн культури пачах пулман тет.
В.Ф.Каховский ӑсчах ҫырнӑ тӑрӑх, сӑварсем Ҫурҫӗр Кавказра чухнех сӑваплӑ йывӑҫсене пуҫ тайнӑ. Вут туррине кӗлӗ туса, хӑйне майлӑ йӗркепе ташласа кӑвайт, вут йӗри-тавра кар тӑрса харӑссӑн ҫаврӑннӑ.
Китай ҫӗршывӗнче те манахсем Джокханг керменӗ тавра вӑрӑм пӑрӑхсене ҫухӑртса, шӑнкӑравсемпе шӑнкӑртаттарса сехет йӗппи ҫаврӑннӑ майӗпе утнӑ. Ҫак пулӑма Баркор кора тенӗ. Приск Панийский ҫырнӑ тӑрӑх, V ӗмӗр варринче пӗр ялта Аттилӑна нумай хӗр кар тӑрса, харӑс юрласа, ҫиччӗншерӗн тата ытларах та юнашар утса кӗтсе илнӗ.
Эпӗ халӗ чӑваш халӑхӗн музыка хатӗрӗсене Болгарири музыка инструменчӗсемпе танлаштарса пӑхасшӑн. Пӗр пеклӗхсене те кӑтартса парасшӑн. Вӗсемпе, паллах, тӗрлӗ йӑлара юрланӑ, ташланӑ чухне усӑ курнӑ.
Корогод — хоровод, хоро — пӑлхар халӑхӗн ташши. Музыка инструменчӗсен кӗввин майӗпе арҫынсем юрласа ташлаҫҫӗ. Хӗрарӑмсем ҫемҫе, илемлӗ, ҫыпӑҫуллӑ хусканусем тӑваҫҫӗ.
Кар, харӑс — чӑваш халӑхӗн пӗр вӑхӑтрах харӑссӑн ташлани. Музыка хатӗрӗсен кӗвви майӗпе юрласа арҫынсем хӑвӑрт, хӗрӳллӗ, харсӑр ташланӑ. Хӗрарӑмсем урине лӑпкӑн, вӗттӗн шутарса пынӑ. Пӑлхар тӗпчевҫи Г.Дончев ҫырнӑ тӑрӑх, V ӗмӗрте Европӑна хӗлӗхлӗ музыка инструменчӗсене хун пӑлхарӗсем илсе килнӗ. Р.Сефтерски шухӑшӗпе, хӗлӗхлӗ музыка хатӗрӗсем (кӗсле, тӑмра, купӑс) Болгари ҫӗрне Ҫурҫӗр Кавказран Аспарух пӑлхарӗсемпе ҫитнӗ.
Паллах, пӑлхар-суварсем Ҫурҫӗр Кавказран Европӑна тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса пынӑ вӑхӑтра музыка хатӗрӗсен ячӗсем, вӗсен капӗ, ӗлки, тытӑмӗ, сасси, чӗвӗ улшӑнма пултарнӑ.
1. Тамбура, булгария — пӑлхар инструменчӗ. Ҫак инструмента вӗсем Испани, Алжир таранах илсе ҫитернӗ. Турцире, араб ҫӗршывӗсенче пӑлхар инструменчӗ пӑлхар тамбурӗ ятпа ҫӳрет. Чӑвашсен — тӑмра.
2. Кавал — пӑлхарсен. Хальхи вӑхӑтра кавал Кавказ халӑхӗсен параппанӗ. Хура тинӗс хӗрринчи халӑхсен вара вӗрсе каламалли шӑхличӗ шутланать. Чӑвашсен кавалӗ — ҫухӑртса сасӑ памалли, йыхрав тумалли музыка хатӗрӗ.
3. Цафару — пӑлхарсен. Чӑвашсен — шӑпӑр.
4. Дюдюк — пӑлхарсен. Чӑвашсем — тӳт, тӳтӳт.
5. Тыпан — пӑлхарсеню Чӑвашсен — тункӑр, тӳнкки.
6. Гусла — пӑлхарсен. Чӑвашсен — кӗсле.
7. Гадулка — пӑлхарсен. Чӑвашсен — купӑс.
Хӑвӑрах куратӑр: гадулка тата купӑс ячӗсем пӗр пек мар. Н.И. Егоров ӑсчах каланӑ тӑрӑх, чӑвашсем ӗлӗк-авал ку инструмента хӑпӑр тенӗ. Ҫапах та ҫак хатӗрӗн сӗркӗч ячӗ упранса юлнӑ.
8. Чергиле — пӑлхарсен, сӗркӗч — чӑвашсен.

Виктор Чернов
«Хыпар», 2008, нарӑс, 16, 32-33№.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-21 22:07:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5577 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org