Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Абрамов Яков Абрамович

Абрамов Яков Абрамович — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ.

Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха. Пӗрремӗш Патшалӑх Думи хӑйне салатса яриччен 72 кун ӗҫленӗ. Дума 1906 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш енрен икӗ депутат — Я.А. Абрамов тата К.В. Лаврский юрист хутшӑннӑ.

Я.А. Абрамов «Хыпар» хаҫатӑн чи активлӑ ҫыравҫи пулнӑ. Н.В. Никольскипе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.

Пӗрремӗш Дума правительствӑн саккунпа килӗшсе тӑман ӗҫӗ-хӗлӗ пирки депутатсем чылай ҫивӗч ыйтусемпе запрос ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ патша ку Пухӑва салатса янӑ та ӗнтӗ.

Я.А. Абрамов яла таврӑннӑ. Ӑна Упи вулӑс старшинине, вулӑс ӗҫ тӑвкомӗн председательне ҫирӗплетнӗ. Яков Абрамович Етӗрне уесӗнчи, каярах Хусан кӗпӗрнин ҫӗр управисен членӗ пулнӑ. 1918 ҫулта Етӗрнери уесри вак кредит кассин пуҫлӑхӗнче, кайран Упи вулӑсӗнче потребительсен обществин ертӳҫин секретарӗнче ӗҫленӗ.

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-30 19:28:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4320 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org