Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑҫталла мар ниҫталла

Хӑй вӑхӑтӗнче Петӗр Хусанкай хӑш-пӗр юррӑн сӑввисем мар — сӑмахӗсем ҫеҫ пулни пирки тарӑхса ҫырнӑччӗ. Унтанпа шыв-шур нумай юхрӗ — ырӑ улшӑнусем сисӗнсех каймарӗҫ, юлашки ҫулсенче сулӑнка вӑйлӑ ҫапни сисӗнет. Пасар тапхӑрӗ культурӑна пырса тапрӗ: кам тӳлет — ҫавӑ музыка итлеттерет тени нихҫанхинчен те тӗрӗсрех халӗ. Хӑех кӗввине те "кӗвӗлекен" тата юррине те "шӑрантаракан" пайтах. Вӗсене композиторсем, музыковедсем хак паччӑр. Сӑмахӗсене "ҫӑракан" йышланчӗ. Ҫакӑн пирки тахҫанах шухӑшӑма пӗлтересшӗнччӗ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи "Кайри-мала" хит-парада" (2009, 01, 11) итленӗ хыҫҫӑн чӑтма тӳсӗм ҫитмерӗ. (Кунта "шӑрантарман" юрӑсем ҫинчен те пӑртак калаҫас кӑмӑлӑм пур сӑмах май).
"Шаккать сехет чӗре пек тук..." тенине илтсен чӑвашла кӑштах чухлакан кирек мӗнле ҫын та тӗлӗнмесӗр чӑтаймӗ: ытла та кӑнттам-ҫке — ӑҫталла мар ниҫталла. Чӑваш сехет сассине «тук» тесе евӗрлемест, ӑна вӑл «шӑк-шак!» илтӗнет.
"Саламлатӑп халь сире Ҫӗн ҫулпа ҫӗн телейпе, Ҫӗн ҫулпа ҫӗн телейпе Пурнӑҫ кайтӑр ҫӗнелсе..." Ку юрӑ сӑвви кӑна мар — тин калаҫма вӗреннӗ ачан салам сӑмахӗсенчен те япӑхрах. Чылай чухне сӑнарлӑх тени пачах та ҫук. Александр Артемьевӑн "Салампи юррине" татӑкӑн-татӑкӑн пайласа мӗн чухлӗ ҫӑрса пӗтермерӗҫ-ши? "Куҫусем, куҫусем..." хывӑх пекех куҫа кӗреҫҫӗ.
"Мӗншӗн, мӗншӗн эпӗ улталантӑм, Мӗншӗн-ши пӗлмерӗм пурӑнма? Мӗншӗн, мӗншӗн телее ҫухатрӑм, Халь ӑҫта ҫӳретӗн-ши, кала?" — тесе юрлать пӗри. Урамра тӗл пулнӑ ҫынна чар та — юрату пирки тӑватӑ йӗрке "сӑвӑлла" калама ыйт — ҫакӑн евӗрлӗ йӗркесем самантрах тупса параять. Ҫак юрӑҫӑн "Лантӑшсем" юрри вара ытла та тӗлӗнтерет: акӑшсене вӑрманта ҫӳретет вӑл.
"Шурӑ юрӗ ҫурӗ-ҫурӗ, Тӗнчене шап-шурӑ турӗ..." Ара, ҫак сӑмахсем тахҫан-тахҫанах эфира тухнӑ-ҫке! Мӗншӗн ӑна авторӑн хӑйӗнни пек кӑтартмалла? "Мӗскер тӑватӑн эс манпа, Ирӗк парсамччӗ юратма...", "Санпа кӑна пулас килет..." Ҫакӑн йышши сӑмахсем хӑлхана ҫӗртеҫҫӗ. Кашни юрӑрах "юрату" хуҫаланать. Ахальтен ҫапла каламаҫҫӗ-тӗр: ним ҫырма пӗлмесен — юрату ҫинчен ҫыр. Ҫамрӑклӑх юратусӑр пулмасть ӗнтӗ. Анчах пысӑк ҫав туйӑма сӑмахне асӑнмасӑрах вӑйлӑн кӑтартма лулать. Ҫӑмӑл ҫулпа ҫеҫ ҫырлахмалла мар.
«Тата мӗн кирлӗ пурнӑҫра?..» юрӑра та ҫӗнӗлӗх ҫук. Сӑмах пӗлтерӗшне уяманни те пайтах. "Ӳкӗнместӗп, ӳкӗнместӗп Ӗмӗр иртнӗшӗн пӗртте..." — тахҫантанпах илтӗнет эфирта. Ара, ӗмӗр иртнӗшӗн епле ӳкӗнӗн-ха? Вӑл санран килмест-ҫке. "Кулянмастӑп, кулянмастӑп" тесен вырӑнлӑрах. Юрать-ха, "тула тухрӑм та — анне ҫук... " тесе юрлани чылай хушӑ илтӗнмест. "Тула тухрӑм" урӑхла пӗлтерӗшлӗ те (эвфемизм) пулнине пӗр сӑвӑҫ пачах шута илмен.
Ҫак кӗске тишкерӳре чи япӑх тӗслӗхсене илсе кӑтартрӑмӑр теме ҫук-ха. Тата айванраххи темӗн чухлех. Хамӑр та айӑплӑ. Ик айкки те тӑвайкки пулма пуҫларӗ курӑнать ӑста поэтсемшӗн те, чӗлехҫӗсемшӗн те. Пӗр-пӗрне пулӑшмаллах пирӗн.
Акӑ пӗр тӗслӗх ҫеҫ илсе кӑтартатӑп. "Уҫланкӑри палан" юрра пӗр вӑхӑтра тӑтӑшах радиопа паратчӗҫ. Унта "тӑм тиврӗ" тени пур. Эпӗ, вӑрман варринче ҫуралса ӳснӗскер, аван пӗлнӗ: палана тӑм тивмест. Пӗлнӗ те — алӑ сулнӑ. Сӑнавӑма ҫанталӑк хытӑ тӗрӗслерӗ: темиҫе ҫул каялла ҫӗртме уйӑхӗнче (шӑп та шай палан ҫеҫкене ларсан) юр хӳсе лартрӗ, йывӑҫсене хуҫса пӗтерчӗ, пахча ҫимӗҫе вӑйлӑ сиен кӳчӗ — пахчари кӳршӗмӗн, Иван Егрров ҫыравҫӑн, паланӗсен ҫырлисем вара ним пулман пекех йӑтӑнса пулчӗҫ.
Пӗррехинче Л.Я.Тянговпа (институтра пӗрле ӗҫлетпӗр) калаҫса кайрӑмӑр. Вӑл та юрӑ сӑмахӗнчи йӑнӑша асӑрханӑ иккен. Авторне, хӑйӗн ҫывӑх тусӗсенчен пӗрне, ун ҫинчен куҫран каланӑ. Юрӑ шӑпланчӗ эфирта. Ҫутҫанталӑка сӑнама пӗлекен ҫынсене мӗн халичченех тарӑхтаратчӗ вӑл.
Палан тенӗрен, "яштака пӗвӳ" тесе юрлаҫҫӗ час-часах. Ҫак йывӑҫ пирки ҫапла калама нимӗнле те май ҫук. Вӑл лутра та армак-чӑрмак. Ҫапах та хӑйне евӗрлӗ илемӗ пур унӑн. Ҫавна пач урӑхла сӑнарламалла ҫеҫ.
"Илемлӗ те ҫепӗҫ юрӑ парнелетпӗр", — хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ пире. Шел, сайра-хутра кӑна тӳрре тухаҫҫӗ шантарнисем, кӗввисем чылайӑшӗн пачах чӑвашла мар е таҫтан илнӗ. Ун пирки композиторсем, музыковедсем хӑйсен ҫирӗп сӑмахне калӗҫ.
«Кайри-мала» хит-парад» питӗ кирлӗ. Ятне те ӑнӑҫлӑ тупнӑ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ӳсесси пирки иккӗленместпӗр. Ку вӑл ӑсталӑха аталантарма пӗр-пӗрне, уйрӑмах ҫамрӑксене, пулӑшнинчен те чылай килнине асрах тытасчӗ. Кун пек чухне куҫран калани те питӗ вырӑнлӑ.

Василий Кервен, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
«Хыпар», 2009, кӑрлач, 29.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-02-01 00:11:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5857 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем