Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗньял (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял)

ҪӗньялШупашкар районӗн ялӗ, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн тӗпӗ. Шупашкартан хх ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 10 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Ял ҫывӑхӗнче икӗ пӗве пур.

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хуриччен ял Шупашкар уесӗн Шемшер вулӑсне кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн вара хальхи вӑхӑт таран Шупашкар районӗнче шутланать.

Ял совечӗ вырӑнтах пулнӑ. 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗпе 1960 ҫулхи акан 6-мӗшӗ хушшинче ҫеҫ Алькеш ял советне пӑхӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрет.

Халӑх йышӗ

2005 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 406 кил пулнӑ, пурӗ 1498 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ял газ кӗртнӗ. 2005 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялти килсенчен 92% газланӑ шутланать.

Перекет банкӗн ялта филиал пур.

Ҫул-йӗр

Яла хытӑ ҫул сарнӑ. Автобуспа маршручӗпе Шупашкара ҫитме пулать.

Культура

Ҫӗньялта шкул, «Пепке» ача пахчи, пултарулӑх ҫурчӗ пур.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • «Ҫӗн ял» халӑх фольклор ансамблӗ
  • Ҫӗньял — ытти пӗрешкел ятлӑ ялсем пирки.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-09 10:10:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2097 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем