Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӗслесӗр уяв — пушӑ пурнӑҫ

Музыка культури пуян пулнӑран чӑвашсем тӗрлӗ инструмент ӑсталанӑ. Несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине питӗ лайӑх пӗлнӗ Н.В.Никольский профессор ҫапла ҫырнӑ: «Чӑвашсен инструментпа калакан музыки ытти халӑхӑннинчен чылай пуянрах тата тӗрлӗ енлӗ...» К.С. Милькович та ҫакнах ҫирӗплетнӗ, чӑвашсем тӗрлӗ музыка хатӗрӗпе, оркестр майлӑ, калама юратаҫҫӗ тенӗ. А.Ф.Риттихпа В.А. Мошков та ҫак шухӑшран пӑрӑнман: «... ялти унашкал оркестрта 6-7 сӗрме купӑс, темиҫе хут купӑс тата темиҫе кӗсле пулнӑ».
Чӑваш кун-ҫулӗ кӗвӗ-ҫемӗпе пӗр тӗвӗре тӑнӑ. Этем ҫут тӗнчене килнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫӗре кӗричченех унпа тӗрлӗ самантра, йӑлара усӑ курнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.Д. Димитриев хӑйӗн «Чувашские исторические предания» кӗнекинче 1770 ҫулхи документпа паллаштарнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Вӗсен кӗсле каламасӑр нимӗнле уяв та иртмест... Хӑйсен тытӑмӗпе чӑвашсем кӗвӗ-ҫемме питӗ юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кашни ҫуртра тенӗ пекех кӗсле тытаҫҫӗ».
Капитализм вӑй илсе пынӑ май чӑваш ӑстисем музыка хатӗрӗсене сутлӑх та тунӑ, тӗрлӗ курава те тӑратнӑ. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫакскерсем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Хусанти, Киеври куравсене хутшӑнни паллӑ. Ҫавӑн пекех Хусан, Чӗмпӗр, Вятка, Ӗпхӳ кӗпӗрнисенче, Мускавра, Хусанта, Чулхулара, Кӑрмӑшра сутнӑ.
Христос тӗнӗ пуҫ пулма тытӑнсан авалхи йӑласене ирттерме чарнӑ. Ҫавна май вӗсемпе ҫыхӑннӑ музыка хатӗрӗсем те манӑҫа тухса пынӑ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ҫак юхӑм тата та вӑйланнӑ, XX ӗмӗрӗн ҫурри тӗлне пачах манӑҫа тухнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, халӑх пултарулӑхӗн ҫӗнӗ майӗсем аталаннине ӑнланмалла, йышӑнмалла. Ҫапах та иртнӗ вӑхӑта та асрах тытмалла.
Шел те, тӗрлӗ кӑларӑмра чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене пӑтраштарни тӗл пулать. Тӳт, хӳпхӳ, шӑпӑр вулли инструментсене вырӑсла жалейка тесе куҫараҫҫӗ. Мӗн сӑлтава пула тата «Краткая чувашская энциклопедия» кӑларӑмра инструментсене тӗрӗс мар ӳкернӗ?
Ҫак пӑтӑрмахсене шута илсе чӑваш халӑх музыка хатӗрӗсене классификацилес ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр.
Ҫак тытӑма Э.Хорнбостель тата К.Закс сӗннӗ тӗслӗхпе усӑ курса хатӗрлерӗмӗр. Кашни инструментӑн тӗнчере йышӑннӑ йӗркене пӑхӑнакан вырӑнӗ пулать, ӑна цифрӑпа паллӑ тунӑ. Ҫапла вара чӑваш халӑх музыка хатӗрӗсене — тытӑмӗпе сасӑ пулӑвӗн мелне кура — тӑватӑ ушкӑна пайлатпӑр:

  • хордофонсем (хӗлӗхлисем) — хӗлӗх туртӑннипе сасӑ кӑлараканнисем;
  • аэрофонсем (вӗркӗчлисем) — сывлӑш чӳхеннипе сасӑ кӑлараканнисем;
  • мембранофонсем (ҫурхахлисем) — ҫурхах туртӑннипе сасӑ кӑлараканнисем;
  • идиофонсем (хӑй тӗллӗн янраканнисем) — хытӑлӑхне пула ҫурхахсӑр, хӗлӗхсӗрех сасӑ кӑлараканнисем.

Кашни тӑватӑ ушкӑн пӗчӗкрех пайсене вакланать. Вӑл ҫапла пулать:
  • хӗлӗхлисем: сӗркӗчлисем тата туртӑҫлисем;
  • вӗркӗчлисем: чӗлӗхлисем, шӑхӑртмаллисем, шӑхрансем;
  • ҫурхахлисем: ҫапмаллисем, чӗрпӗнкӗлли.

Хӑй тӗллӗн янраканнисем: туртӑҫли, ҫапмаллисем.

Хӗлӗхлисем

Сӗркӗчлисем

321.32-71 Купӑс — кӑшкарне алтса тунӑ, пичӗ сӑранран е ҫӳхе хӑма.
321.321-71 Хӑма купӑс — кӑшкарне тӳрӗ хӑмаран пуҫтарса тунӑ.
321.322-71 Купӑс — кӑшкарне авнӑ хӑмаран тунӑ.

Туртӑҫлиҫӗм

314.122-5 Кӗсле — кӳлепи ялккас евӗрлӗ.
314.122-5 Тӑваткал кӗсле — кӳлепи трапеци.
314.122-5 Тренчӗл — кӳлепи тӑватӑ тӳрӗ кӗтеслӗ, лашине куҫарма пулать.
314.122-5 Ача-пӑча кӗсли.
321.32-5 Тӑмра — кӑшкарне алтса тунӑ, пичӗ сӑранран е йывӑҫ.
321.321-5 Тӑмра — кӑшкарне авнӑ хӑмаран пуҫтарнӑ, пичӗ йывӑҫран

Вӗркӗчлисем

Чӗлӗхлисем

422.22-62 Сӑрнай — икӗ е пӗр кӗвӗ каламалли пӑрӑхлӑ, шӑтӑксем пур, икӗ нӗркеҫ пӑрӑхӗ тата сывлӑш хутаҫӗ.
422.21 Сӑрнай вулли — икӗ е пӗр пӑрӑхлӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
422.22-62 Шӑпӑр — икӗ пӑрӑхлӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур тата сывлӑш хӑмпи.
422.22 Шӑпӑр вулли — икӗ пӑрӑхлӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
422.212 Кавал — йывӑҫ хуппинчен, авал ылтӑн-кӗмӗлтен е пӑхӑртан тунӑ, кӗвӗ шӑтӑкӗсем ҫук.
422.21-62 Сӗрен — пӗр пӑрӑхлӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур тата сывлӑш хӑмпи.
422.2 Тӳт — кӗвӗ каламалли шӑтӑксем ҫук
422.211.2 Хӳпхӳ, хӳкле, хӳккӳ — пӗр пӑрӑхлӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
422.211.2 Тӑм сӑрнай — пӑрӑхлӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
422.21 Ҫӑка сӑрнай — ҫӑка хуппинчен, пӑрӑхсене пӗр-пӗрин ӑшне кӗртсе лартса тунӑ.
422.21 Кукӑр сӑрнай — кукӑр сыпӑка тепӗр сыпӑк ӑшне кӗртсе лартнӑ.
422.22 Хӑмӑл сӑрнай — икӗ е виҫӗ пӑрӑх, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
412.14 Тута купӑс,ҫӑвар купӑсӗ — вӗрсен сывлӑш хӑю хӗррине тивет.
412.14 Эфи, ӑвв — йывӑҫ татӑкӗсен хушшине ҫулҫӑ вырнаҫтарнӑ.
411 Сӗр — ҫӳхе йывӑҫ татӑкӗ.
422.1 Сӑрлаккай — хӑвӑл курӑк туни, лапчӑтса ик чӗлӗх тунӑ.
422.2 Сӑрлаккай — пӗр чӗлӗхлӗ.
412. Тӳтӳт — туплашка ҫине хӑмӑш ҫыхнӑ.
412.14 Курӑк тӳт — икӗ пысӑк пӳрне хушшине курӑк хӗстереҫҫӗ.
412.14 Хӑвӑл сухан тӳт — пуҫлӑ сухан кӗпҫинчен тӑваҫҫӗ.
412.11 Пип-пип — акаци вӑррин хутаҫҫинчен.

Шӑхӑртмаллисем

421.111.12 Шӑхлич — пӑрӑхран, пуҫне чалӑш каснӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
421.221.12 Пӑкӑллӑ шӑхлич — пӑрӑхран, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
421.221.11 Ҫурхи шӑхлич — йӑмра е ҫӑка хуппинчен тунӑ, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем ҫук.
421.121.12 Нӑй — урлӑ вӗрсе шӑхӑртмалли, кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
421.112 Палнай — нумай пӑрӑхлӑ шӑхлич.
421.221.42 Тӑм шӑхлич — кӗвӗ каламалли шӑтӑксем пур.
421.2 Шӑвӑҫ шӑхлич — калайран ӑсталаҫҫӗ.

Шӑхрансем

423.121.22 Кавал — калайран е йывӑҫ хуппинчен.
423.121.2 Какӑр — мӑйракаран.
423.121.12 Накра — пӑхӑртан е кӗмӗлтен.
423.121.11 Пӑрӑх — хӑвӑл йывӑҫран е хупӑран.

Ҫурхахлисем

Ҫапмаллисем

211.212.81 Параппан — кӑшкарӗ йывӑҫран, пичӗсем тиртен.
211.11.83 Тункки — кӑшкарӗ чӳлмек, пичӗ тир.
211.311.8 Тункӑр — кӑшӑлӗ фанера е йывӑҫ, пичӗ тир.
212.8 Шӑнкӑравлӑ параппан — кӑшкарӗ фанера, пичӗ тир, шӑнкӑравӗсем туйӑран.
212.8 Хӑнкӑравлӑ параппан — кӑшкарӗ фанера, пичӑ тир, хӑнкӑравсем туйӑран, тимӗртен.

Чӗрпӗнкӗлли

241 Тура купӑс е турапа калани — тура ҫине хӑмӑш е хут хураҫҫӗ.

Хӑй тӗллӗн янраканнисем

Туртӑҫли

121.2 Тимӗр купӑс — тимӗртен, чӗлӗхӗ хурҫӑран

Ҫапмаллисем

112 Шакӑртма — йывӑҫран.
112.24 Ҫатӑрка — йывӑҫран
112.13 Хӑнкӑрав — туйӑран, тимӗртен, йӗсрен, пӑхӑртан.
111.242.122 Шӑнкӑрав — туйӑран.
112.11; 111.242.122 Танкӑлтак — тимӗр калайран.
111.211 Виҫ кӗтес, тинкӗлтин — тимӗртен, туйӑран е йӗсрен.
111.2 Чанкӑрти — тимӗр пӑтаран
111.2 Питлӗх, хулкан — йывӑҫран, тиртен, тимӗртен
111.242.122 Чан — туйӑран
111.231 Хӑвӑл — йывӑҫ хӑвӑлӗнчен.
112.211 Кӗпе тукмакӗ — йывӑҫран.
111.12; 111.14 Шакмак — йывӑҫран.

Кӗвӗ-ҫемӗ, юрӑ, ташӑ авалхи йӑхташӑмӑрсемшӗн чун иленӗҫӗ ҫеҫ пулман. Асӑннӑ искусство ҫыннӑн уйрӑлми пайӗ, аслӑ вӑйсемпе ҫыхӑну тытакан хатӗр шутланнӑ.
Тахҫан авал аслисемпе танах ача-пӑча та музыка хатӗрӗсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ҫак илеме туйса, чуна хывса ҫитӗннӗ. Шел те, хальхи вӑхӑтра мӑн асаттесен пуян коллекцийӗнчи пӗр-пӗр инструмента чӗртсе тӑратас тӗлӗшпе те ӗҫлеместпӗр-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енре вӗсене хатӗрлеме пултаракансем пур-ха. Ҫакскерсене кӑштах пулӑшни, хавхалантарни ҫеҫ кирлӗ. Те юриех асӑрхасшӑн мар. XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче М.Гутри ҫак шухӑша палӑртнӑ: «Халӑх искусстви шутне хресчен искусстви, хуланни мар, кӗрет. Халӑхӑн ҫирӗпленнӗ культура йӑли-йӗркине шӑпах хресчен тытса пырать. Хресчен культури, хуланнипе танлаштарсан, истори тӗлӗшӗнчен сахалрах улшӑнать, ют витӗмсенчен аякра тӑрать. Ҫавӑнпа та халӑх искусствине хресчен хушшинче тӗпчеме пуҫламалла». Анчах та хальхи вӑхӑтра ял музыка культури хӑш-пӗр хастарсене пула ҫеҫ тытӑнса тӑрать. Правительство шайӗпе ятарласа ӗҫлемесен ҫакскерсем те ҫухалӗҫ.
Ыйту ҫивӗчлӗхӗ паллӑ. Халӑх музыка инструменчӗсене тума пӗлекен, унпа калама пултаракан ентешсем пирки манса каяс марччӗ. Вӗсем пур енӗпе те пулӑшма хатӗр. Вара чӑваш пурнӑҫӗ тата та ҫуталӗ, кӑсӑклӑрах, пуянрах пулӗ.

Виктор Чернов
«Хыпар», 2009, утӑ, 11


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-18 23:39:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5197 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем