Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Етӗрне районӗн гимнӗ

Етӗрне районӗн гимнӗ:

Ман ҫӗршывӑм - Етӗрне.

Сӑр ҫинче выртать илемлӗн
Юмахри пек сарӑлса.
Ман ҫӗршывӑм, Етӗрнейӗм,
Юрлар сана мухтаса.

Хушса юрламалли:
Ҫирӗплен эс, чечеклен,
Ман ҫӗршывӑм - Етӗрне.
Пултаруллӑ та ӗҫчен –
Тивӗҫ эс мухтав ятне.

Кашласа ларать вӑрманӗ,
Улӑхсем мӗнле хитре.
Тырри-пулли куҫ виҫеймӗ
Сарӑ тумлӑ уй-хитре.

Хушса юрламалли:
Ҫирӗплен эс, чечеклен,
Ман ҫӗршывӑм - Етӗрне.
Пултаруллӑ та ӗҫчен –
Тивӗҫ эс мухтав ятне.

Ҫыннисем пит тараватлӑ,
Эпир пурте пӗр ҫмье.
Ҫӗнелсе ҫӗклен хӑватлӑ
Савнӑ ҫӗр - ҫӗршыв-анне.

Хушса юрламалли:
Ҫирӗплен эс, чечеклен,
Ман ҫӗршывӑм - Етӗрне.
Пултаруллӑ та ӗҫчен –
Тивӗҫ эс мухтав ятне.


 
Категорисем: Етӗрне районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-03 17:08:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3804 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем