Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ваттисен сӑмахӗсем

Кунта эсир ваттисен сӑмахӗсене тупма пултаратӑр.

Пӗрисем куҫӗпе суккӑр, теприсем — чӗрипе.
Ҫӗрте малта пыр, пинте кая ан юл.
Ҫула тухсан юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
Пӗкӗрен турта тӑваймӑн.
Пӗр куна юлнӑ ӗҫ — пин куна юлать.
Ӗҫ апат ыйтмасть, вал хӑй ҫынна тӑрантарать.
Утна кура урапа ту.
Юлташсӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пек.
Ялта ҫӗрҫи выҫса вилмен.
Юханшыв ҫӑлкуҫӗнчен пуҫланать, ӗҫке ярӑнасси — черккерен.
Вӗрен вӑрӑмми паха, калаҫу — кӗски.
Нумай пӗл — сахал калаҫ.
Ҫын ҫинчи ҫӳпе асӑрхиччен, хӑв куҫӑнта пӗренене курма тӑрӑш.
Ҫыннӑн ҫитменлӗхне курнӑ чухне асра тыт: хӑвӑн та ун пеккисем тем чухлех.
КУ ТӖНЧЕ – ЛЕШ ТӖНЧЕ
Ҫут тӗнчере виҫ япала ҫук: шывӑн – турачӗ, кайӑкӑн – сӗчӗ, юратун – эмелӗ.
Ҫут тӗнчере виҫ япала ултавлӑ: виҫе, сехет тата арӑм.
Ҫут тӗнчере ҫӗр самӑр, унтан самӑр ним те ҫук.
Ҫут тӗнчере ҫичӗ ӑслӑ ҫын пулнӑ тет.
Ҫут тӗнчере ҫичӗ ҫылӑх.
Ҫут тӗнчере ҫуллӑ ҫу та пулӗ.
Ҫут тӗнчере этемрен вӑйли ҫук.
Ҫут тӗнчерен кайсан ҫутӑ сук.
Ҫут тӗнчерен хакли ним те ҫук.
Ҫута тӗнче яланлӑх, пурӑнмашкӑн хӑналӑх.
Тӗменре тӗрли пур.
Тӗнче алӑкне пуриншӗн те каснӑ.
Тӗнче асамӗ ҫиччӗ теҫҫӗ.
Тӗнче аслӑ, такам вали те вырӑн пур.
Тӗнче аслӑ та, чӑнлӑх вали вырӑн ҫук.
Тӗнче аслӑ та, ҫӗр хӗсӗк.
Тӗнче аслӑ та, юрлӑхран пытанма вырӑн ҫук.
Тӗнче аслӑ теҫҫӗ.
Тӗнче аслӑхӗ пӗр пуҫа вырнаҫса пӗтес ҫук.
Тӗнче вӑл тӗнӗ шӑтӑкӗ маар, тӗнчере пурин вали те вырӑн пур.
Тӗнче вӑл тӗнӗл хуҫӑкӗ мар.
Тӗнче вӑл табак енчӗкӗ кӑна мар.
Тӗнче вӑр-хурахсӑр пурӑнмасть.
Тӗнче ӗҫкине ӗҫсе пӗтереймӗн.
Тӗнче ӗҫне ӗҫлесе пӗтереймӗн.
Тӗнче илемӗ – пурнӑҫ.
Тӗнче ирӗк пулсан та чӑнлӑха яланах хӗсӗк.
Тӗнче йӗм пӗҫҫи мар.
Тӗнче йӗрки йӗп ҫинче.
Тӗнче канашне итлесе пӗтереймӗн.
Тӗнче касакан та хӑй нушине касаймасть.
Тӗнче касан тӗнсе юлнӑ.
Тӗнче касма та укҫа кирлӗ.
Тӗнче касса ҫаврӑнмасӑр ҫавра телей мӗнне пӗлме ҫук.
Тӗнче каштине пӗччен йӑтаймӑн.
Тӗнче кукӑрне тӳрлетсе пӗтереймӗн.
Тӗнче кулли пуличчен тӗнсе выртни аванрах.
Тӗнче курман ҫын тӗнсе пурӑнать.
Тӗнче курнӑ ҫын калаҫма пӗлетех.
Тӗнче кусине куса пӗтереймӗн.
Тӗнче кустӑрми пӗр тикӗс кусмать.
Тӗнче мехелӗ ҫапларах: пӗри пӗтнӗ ҫӗре тепри пулсах пырать.
Тӗнче мулне пӗр кӗлете хураймӑн.
Тӗнче мулне хапсӑнса ӑссӑр пуҫна ан ҫухат.
Тӗнче намӑсне курнипе сар хӗвел те хӗрелет.
Тӗнче нихҫан та тӗнес ҫук.
Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть.
Тӗнче пӗрре те тӗк тӑмасть..
Тӗнче пӗтес умӗн пула пулӑ ҫийӗ , ҫынна ҫын ҫийӗ.
Тӗнче пӗтиччен те тамӑк пушанас ҫук.
Тӗнче пӗтмесӗр ухмах пӗтес ҫук.
Тӗнче пӗтсен те тӗмеске ҫинче ларса юлатӑн теҫҫӗ.
Тӗнче пӗтсен те чӑнлах юлать.
Тӗнче пуҫламӑшӗ Турӑра.
Тӗнче пушӑ мар.
Тӗнче пысӑк , ҫӗр ҫавра.
Тӗнче сакки сарлака.
Тӗнче саки сарлака , саваласа тухаймӑн.
Тӗнче салма ҫиме вӗрентет.
Тӗнче ҫӗртсе ан пурӑн теҫҫӗ.
Тӗнче ҫӑварса ҫӳресен йӑва ҫаврӑнмасть
Тӗнче ҫути пурне те ҫитет.
Тӗнче ҫутинчен камӑн уйрӑлас килтӗр.
Тӗнче ҫыннине юраса пӗтереймӗн.
Тӗнче таварне илсе пӗтереймӗн.
Тӗнче тавра тӗкме лартса тухаймӑн
Тӗнче тӗк тӑмасть: ту та тӗпренет, айлӑм та ҫӗкленет.
Тӗнче тӗлӗкне тӗлленсе пӗтереймӗн.
Тӗнче тӗлӗкне чухласа пӗтереймӗн.
Тӗнче тӗнӗлӗ тӗреклӗ пултӑр теҫҫӗ.
Тӗнче – тӗрлӗ, кирпӗч – хӗрлӗ.
Тӗнче тӗтӗрен курӑнать.
Тӗнче тиллине часах тытаймӑн.
Тӗнче ту тӑрри мар, пурин валли те вырӑн пур.
Тӗнче укҫине пӗччен ӗҫлесе илеймӗн.
Тӗнче ухмах, эп ӑслӑ тесе ан кала.
Тӗнче ухмахпа тулнӑ.
Тӗнче хӗрри тӗтреллӗ.
Тӗнче хӗсӗр мар.
Тӗнче халӑхне Турӑ та юрайман.
Тӗнче хурлӑхне хурланса пӗтереймӗн.
Тӗнче хытти ҫӑкӑр хытти мар.
Тӗнче ыр ҫынсӑр мар.
Пӗр тӗнче пӗтет, теӗр тӗнче тухать.
Пӗтӗм тӗнче Пӳлӗх аллинче.
Патша ҫӗрӗ хӗсӗр маар.
Ҫитмене тӗмен ҫитмен.
Ҫӗр ҫинче ҫӗр ӗмпӳ кирлӗ маар, пӗрре те чух.
Ҫӗр ҫинче ҫил, вот, шу хӑватлӑ теҫҫе.
Сӗр ҫинче ҫиче тӗлӗнтермӗш.
Ҫӗр ҫинче пӗрешкел ҫын ҫиччӗ тет.
Ҫӗр ҫинче улшӑнманни ним те ҫук.
Ҫерҫи пӑхӗпе тӗнчене хуплаймӑн.
Ҫут ҫанталӑк ҫутти пурне те ҫитет.
Ҫут ҫанталӑк мӗн панине илес пулать.
Ҫут ҫанталӑкра пурте мӑшӑрлӑ.
Ҫут тӗнче ҫутине сутӑн илеймӗн.
Ҫут тӗнче ҫутине чаршавкарса чараймӑн.
Ҫут тӗнче ҫылӑхсӑр пулас ҫук.
Ҫут тӗнче хӗрри ҫук.
Ҫута тӗнче тӑватӑ кӗтеслӗ.
Ҫут тӗнчере виҫ инкек: карт, эрех тата инке.
Ҫут тӗнчере виҫ телей: атте, анне тата лайӑх, арӑм.
Ҫут тӗнчере виҫ телей ҫук: шывӑн – турачӗ, кайӑкӑн- сӗчӗ, юра.
Тӗнчере тӗрӗссине тупса ҫитереймӗн.
Тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле.
Тӗнчере тем те пулӗ.
Тӗнчере тем те пур, атте-анне анчах пӗрре кӑна.
Тӗнчере ухмахра ухмах та пур, ӑслӑран ӑслӑ та пур.
Тӗнчере халӑх йышлӑ, пӗр ҫын вилни палӑрмасть.
Тӗнчере хӗрарӑм, качака тата шуйттан пӗртӑван тет.
Тӗнчере чи йӳҫҫи – ҫын сӑмаххи.
Тӗнчере чи хахлӑ ылтӑн – чӗрӗ ҫын.
Тӗнчере чи хакли – туслӑх.
Тӗнчере ырӑ ҫынсем нумайрах.
Тӗнчере этем нумай, ҫын сахал.
Тӗнчере этемрен тискер чӗр чун та ҫук.
Тӗнчере ялын ҫапла: пӗри ыр курать, тепри хур курать.
Тӗнчери ҫынсен сӑн та тӗрлӗ, чун та тӗрлӗ.
Тӗнчери халӑх мӗн юратнине Итали хулине каялла вуласа пӗл.
Тӗнчери халӑхсем пурте пӗр.
Тӗнешӗн тӗнел туса ҫитереймӗн.
Усалпа ухмахсӑр тӗнче тӑмасть.
Чи тутли: ырса килсен – ыйӑх, ҫӑвар типсен – шыв.
Шыв сиксе юхать, тӗнче сиксе шӑвать.
Тӗнчен вӗҫӗ-хӗрри ҫук тӗҫҫе
Тӗнчен кашти ҫук
Тӗнчен саманисем те саккӑр, тамашисем те тӑххӑр
Тӗнчен тенни ҫук
Тӗнчене ҫил пӑсать, этеме ҫын сӑмахӗ пӑcать
Тӗнчене хӗвел ҫутатать, этеме ӑc-хакӑл ҫутатать
Тӗнчене чӗлхе тытса тӑрать
Тӗнчене шыв илесрен кӑвакалл пӗрре те шикленмест
Тӗнчене шыв илнӗшӗн хур чӗппине мӗн хуйхӑ
Тӗнчере ик тӗрлӗ халӑх: пӗрисем чӑнӑх шыраҫҫӗ, теприсем чӑнлӑхран тараҫҫӗ.
Тӗнчере ик тӗрле халӑх: пӗрисем Турра пуҫҫапаҫҫӗ, теприсем укҫана пуҫапаҫҫӗ
Тӗнчере иртсе кайми хуйхӑ ҫук
Тӗнчере кирек камӑн та телейле пулас килет
Тӗнчере мӗн пуррине Турӑ та пӗлсе пӗтереймест
Тӗнчере нимӗн те каялла ҫаврӑнса килмест
Тӗнчере пӗлсе пурӑнас пулать
Тӗнчере пӗр ӗмӗр ҫӗр пурӑнатпӑр
Тӗнчере пур чул та ҫутатмасть
Тӗнчере ҫӗр Турӑ мар, пӗр Турӑ анчах
Тӗнчере ҫын пӗр хут кӑна ҫуралать
Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫук

Ал пӳрни те пӗр пек мар , тӗнче епле пӗр пултӑр .
Анчах вӑйлӑ этем те хӑй тӗнчине парӑнать .
Ӑспала ҫут ҫанталӑк тӑрать, вӗреннипе пурӑнаҫҫӗ.
Кӗнчелепе тӗнче тытаймӑн .
Ку тӗнче – хӑналӑх , леш тӗнче – ӗмӗрлӗх .
Ку тӗнче пӗтсем Турӑ урӑх тӗрлӗ халӑх , урӑх тӗнче ҫуратать.
Ку тӗнчере асапланакан леш тӗнчере ыр курать.
Ку тӗнчере йӗрекен леш тӗнчере те макӑрӗ.
Ку тӗнчере – мут , леш тӗнчере – вут .
Ку тӗнчере ҫитменни леш тӗнчере ытлашши.
Ку тӗнчере ҫукки леш тӗнчере пур пулать.
Ку тӗнчере пулнине леш тӗнчере те пулӑпӑр.
Ку тӗнчере пухнӑ пурлӑх леш тӗнчере юрас ҫук.
Ку тӗнчере ырлӑха леш тӗнчере тупаймӑн.
Ку тӗнчене каякансем нумай та , каялла килекенсем ҫук.
Леш тӗнчене шӑл пӑхса илмеҫҫӗ.
Леш тӗнчере пурте пӗр тан.
Леш тӗнчерен хыпар та килмест.
Мир – мур теҫҫӗ.
Мир – мур,шӑрттан ҫинчи хурт.



 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

anastasia тӳрлетнӗ, информацие 2019-04-24 10:56:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 39432 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем