Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Антон Чехов чӑвашла

Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ, (йӗркелӳҫӗсем йышӗ хушӑнма пултарать) Антон Чеховӑн кӑҫалхи юбилейне халалласа «Антон Чехов чӑвашла» ӑмӑрту ирттерет. Ку ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен сирӗн Антон Чеховӑн калавне чӑвашла куҫармалла.

Тӗп тӗллев: Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсемпе пуянлатасси. Ҫавна май кашни уйрӑм калав суйлани кирлӗ.

Ӑмӑрту йӗрки кӗскен:

  • Антон Чеховӑн унччен куҫарман хайлавӗсене чӑвашла куҫармалла (списокӗ аяларах);
  • Калӑпӑшӗпе хайлав (калав, юмореска) 1200 сӑмахран кая мар пулмалла (А4 виҫепе — 4 страница патнелле). Тӗнче тетелӗнче унӑн вырӑсла тексчӗ пулмалла. Ориентир — Чеховӑн «Тавӑру» («Месть») калавӗ.
  • Куҫарма пуҫлас умӗн хӑш калава суйлани пирки йӗркелӳҫӗсене пӗлтерсен аван: amartu@chuvash.org адреспа хӑвӑр ятӑрӑ пӗлтермелле те, хӑш калава суйланине. Эпир вара ӑна кунта хушӑпӑр — ыттисем ҫав калавах ан суйлаччӑр тесе. Куҫарнӑ ӗҫсене те ҫав адреспах ярса памалла.
  • Куҫарнӑ чухне Яндекс.Тӑлмачпа тата эпир хатӗрленӗ сайтпа та усӑ курма юрать.
  • Хакланӑ чухне ҫак пахалӑхсене шута илӗпӗр: текст илемлӗхӗ; вырӑслипе чӑвашла тексчӗ пӗрешкелех пулни (куҫаруҫӑ ним те кӑларман, ним те хушман); текст калӑпӑшӗ.
  • хаклавҫӑсен йышӗ: Аҫтахар Плотников, … (ку ӗҫе хутшӑнас текенсем пирӗнпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ).
  • куҫӑруҫӑсен ӑмӑртӑвне ӗҫсене 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнатпӑр; ҫӗнтерӳҫӗсене 2020 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ тӗлне палӑртатпӑр; чыслав пирки каярах паллӑ пулӗ.
  • Мала тухнисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн — 3000 тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2000 тенкӗ, 3-мӗш вырӑншӑн — 1000 тенкӗ.
  • Кашни хутшӑнакана, унӑн ӗҫӗпе чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче усӑ курма май пур пулсан, электронлӑ сертификатпа тивӗҫтеретпӗр.
  • Конкурса хутшӑннӑ куҫарусемпе йӗркелӳҫӗсем ирӗклӗн усӑ курма пултарӗҫ — электронлӑ вулавӑша кӗртме е Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче усӑ курма.
  • Куҫару авторӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе ирӗклӗн усӑ курма пултараҫҫӗ — калӑпӑр, «Тӑван Атӑлта» пичетлесе гонорар илме. Е хӑйсен кӗнекисене кӑларнӑ чухне.

Конкурса хутшӑнмасӑр куҫарнисем

  • Месть (Тавӑру) — Аҫтахар Плотников;

Конкурса хутшӑнакансем

Куҫарнисем:

  • Мунчара (В бане) — Алексей Леонтьев (куҫарнӑ).
  • Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя) — Тимӗркке (куҫарнӑ).
  • Тӑван кӗтесре (В родном углу) — Алина Иванова (куҫарнӑ).
  • Кӳршӗсем (Соседи) — Светлана Трофимова (куҫарнӑ).
  • 75000 — Альбина Кыран (куҫарнӑ).
  • Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста) — Александр Михайлов (куҫарнӑ).
  • Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак) — Ишук Тавраш (куҫарнӑ).

Куҫарма пуҫланисем:

  • Бабы — Аксар Чунтупай (куҫарма пуҫланӑ).

  • эсир те хутшӑнма пултаратӑр;

Куҫарнӑ хайлавсен списокӗ

Каҫӑсем


 
Категорисем: Антон Чехов чӑвашла
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-06-20 13:06:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2038 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем