Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

«Нарспи» ҫӑлкуҫӗ (В. Родионов)

2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче К.В. Иванов хӑйӗн «Нарспи» поэмине ҫырса пӗтернӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫак историлле пулӑма халаласа тӗпчевҫӗсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пысӑк конференции ирттереҫҫӗ. «Хыпар» хаҫат та ҫак пӗлтерӗшлӗ датӑна халалласа темиҫе статья пичетлесе кӑларма йышӗнчӗ. Халӗ вулавҫӑсене паллашма сӗнекен ӗҫ ҫавӑн йышши тӗпчевсенчен пӗри. Ӑна ЧПУ профессорӗ В.Г. Родионов ҫырнӑ.
Хайлава тишкернӗ май тӗпчевҫӗ чылай чухне ӑна ҫырнӑ вӑхӑт паллисене шырать, вӗсене тупма тӑрӑшать. «Нарспие» те ҫав мелпех тишкереҫҫӗ, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫ паллисене шыраҫҫӗ. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ хайлавӑн историйӗ нихӑҫан та ӑна ҫырнӑ вӑхӑтран пуҫланмасть. Ҫакӑн пирки М.М. Бахтин акӑ мӗн калать: «Великие произведения литературы подготовляются веками, в эпоху же их создания снимаются только зрелые плоды длительного и сложного процесса созревания» (36). Хайлава ӑна ҫырнӑ е авторӗ пурӑннӑ вӑхӑтпа кӑна ҫыхӑнтарса ӑнланма тӑрӑшни унӑн тарӑн варӑннӑ илемлӗ идейине пӗлме май памасть. Ҫакӑн пек чухне тӗпчевҫӗн хайлава, М.М. Бахтин калашле, Пысӑк вӑхӑт куҫӗпе пӑхса ӑнлантарни кирлӗ.
Пысӑк вӑхӑт паллисем культурӑра тӗрлӗ енлӗн курӑнаҫҫӗ. Калӑпӑр, тӗрӗ историйӗ ҫи-пуҫӑн тӗрлӗ элеменчӗсенче тата сарӑлнӑ ареалӗнче (этнотерриторире) ӳкерӗннӗ. Сӑмахлӑ культурӑн стилӗсемпе мотивӗсен историйӗ фольклор жанрӗсенче упранса юлнӑ. Сюжетсен историне, поэтикӑна та ватӑ е ҫамрӑк жанрсене уйӑрса пӑхнӑ май пӗлме пулать (37).
Халӑх прозинчи (юмахсенчи) персонажсем хӑйсен ырӑлӑхӗпе е усаллӑхӗпе палӑраҫҫӗ. Вӗсенче ҫут ҫанталӑк тӑнӑҫлӑхӗ яланах ҫӗнтерет. Усал персонажсем вилеҫҫӗ е ыррисене пӑхӑнаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх юррисен йышӗнче сюжетлӑ текстсем питех йышлӑ мар. Ҫапах та унӑн пеккисем пур, вӗсем чи малтан истори темипе хайланнӑ. Ҫавӑн йышши текстсенчен пӗрне С. Максимов композитор 1927-1928 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Упакасси ялӗнче ҫырса илнӗ. Умӗнче прозӑлла халап пайӗ пур: «Ку юрра пӗр ватӑ карчӑк юрлатчӗ, тет. Карчӑксем каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк, Хусана илнӗ чух, патша майри мечет тӑррине хӑпарнӑ, тет те, ӑмӑрт кайӑк пулса вӗҫсе кайнӑ, тет». Малалла виҫӗ ҫавраллӑ юрӑ тексчӗ каять (38).
Хусан ханӗн Сафа-Гирейӗн Сююмпике ятлӑ арӑмӗ пулнӑ, вӑл упӑшки вилсен хӑйӗн кӑкӑр ачипе тӑрса юлнӑ. Халапсем тӑрӑх, вӑл хӑйне вӑйпа качча илекен Шӑхаль хана хирӗҫ тӑрса, Хусан кремлӗнчи пӗр башня ҫинчен сиксе вилет. Акӑш пулса вӗҫсе кайнӑ вариант та пур. «Сююмпике пейӗчӗ» ятлӑ тутарла пейӗтре ӑна Мускава вӑйпа илсе кайни ҫинчен каланӑ. «Мана сутнӑ мӑрсасенӗн пуҫӗ ҫӗре хурӑннӑ» тесе юрлать вӑл, пур ҫыннӑн та юлашкинчен тӑпра айӗнче пулмаллишӗн хурланать (39).
Тутар халӑхӗн тепӗр пейӗтӗнче пӗр ҫын хӑйӗн Хамида ятлӑ хӗрне вырӑс офицерне вӑйпа качча пани ҫинчен каланӑ. Хӗр шыва сиксе вилес умӗн ҫапла юрланӑ тет:

    Юнлӑ та пурҫӑн явлӑкӑм офицер мӑйӗнче ҫутӑ пулчӗ,
    Хӑмӑшлӑхри яштак пӗвӗм офицер хӗвӗнче хур пулчӗ... 
    Авӑрлӑ ылтӑн пуртӑ хӗвел куҫне юхтарӗ, 
    Хӑмӑшлӑхри яштак пӗвӗм хӑва тӗпӗнче ҫӗрӗ (40).

Хӑйӗн савнийӗпе пӗрле пулма май килмен, урӑх ҫынна вӑйпа качча панӑ телейсӗр хӗр пирки калакан халапсемпе юрӑсем тӗрӗк халӑхӗсен сӑмахлӑхӗнче пин-пин ҫул упранаҫҫӗ. Вӗсене тӗпе хурса вӑтам ӗмӗрсенчи поэтсем дастан-поэма хайлани те паллӑ. Акӑ, узбексен Низами Ганджеви ятлӑ сӑвӑҫи 1188 ҫулта «Лейлипе Меджнун» дастан ҫырать. Унти лейтмотив – икӗ ҫамрӑкӑн вӗри юратӑвӗ. Ашшӗ-амӑшӗ Лейли ятлӑ хӗрне чухӑн Кайса (Меджнуна) качча пама килӗшмест. Романтикӑлла юрату хӗр хӑйӗн каччи аллинче вилнипе вӗҫленет.
Ҫак Низами хайлавӗн фабулине тӗпе хурса каярах сӑвӑҫсем тӗрлӗ чӗлхепе хайлавсем ҫырни паллӑ. В.Шекспир те хӑйӗн «Ромеопа Джульеттин» фабулине унтанах илнӗ тесе калаҫҫӗ (Е.Э.Бертельс).
Традицилле фольклористикӑра лиро-эпика тексчӗсене баллада тата сюжетлӑ юрӑсем тесе калатчӗҫ. 1982 ҫулта эпӗ вӗсене пейӗт ятпа палӑртма сӗннӗччӗ. Пулса кайнине тата тематикине кура, ҫапла пейӗтсем пурри ҫинчен ҫырнӑччӗ: авалхи пейӗтсем, вӑрҫӑ пейӗчӗсем тата юрату пейӗчӗсем (42). Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче авалхи пейӗтсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне, Хусан ханӗн майри ҫинчен Самар тӑрӑхӗнче 1911-1912 ҫулсенче ҫырса илнӗ пейӗт ҫапла пуҫланать: «...Ӗлӗк пӗр чӑваш хӑй хӗрне тӗрӗк ҫыннине панӑ тет. Хӗрӗ каясшӑн пулман. Ӑна йӑпатса хӗрӗн йӑмӑкӗ ҫапла такмакласа юрланӑ тет:
    Вӗҫ, вӗҫ, аккӑш, вӗҫ аккӑш та
    Тӗрӗк хирне ӳк, аккӑш.
    Тӗрӗк хирӗ шурӑ ҫеҫке,
    Эпир ӑна курнӑ-ҫке.
    Кай, кай, акка, кай, акка та
    Тӗрӗк арӑмӗ пул, акка.
    Тӗрӗк майрин камсульсене
    Мана та тӑхӑнма пар, акка...»

Малалла хӗҫпе ҫӗҫӗ тытнӑ вырӑс ҫыннине сӑнланӑ, вӑл аппӑшне чикме хатӗрри пирки каланӑ (43). Тепӗр пейӗтре тутар тыткӑнӗнчи хӗрӗ патне тӑван амӑшӗ ҫитни, мӑнукне сиктернӗ май вӑл юрӑ юрлани ҫинчен пӗлетпӗр.
Ашшӗ-амӑшӗ хӗрне вӑйпа качча пани ҫинчен калакан сюжетсем темиҫе ушкӑна пайланаҫҫӗ: ют патшалӑха (тыткӑна) илсе кайни ҫинчен, ют халӑха е пуян ҫынна пани ҫинчен. Ют халӑх ҫыннине вӑйпа качча пани ҫинчен калакан тепӗр пейӗте М.Арзамасов Тӗрлемес ялӗнче ҫырса илнӗ. Пӗр хӗре ҫармӑс каччине вӑйпа качча панӑ тет. Атӑл урлӑ илсе каҫнӑ чухне вӑл ҫапла юрланӑ пулать:
    Манӑн пуҫри нухратӑм
    Атӑл тӗпне сарӑлтӑр.
    Манӑн умри кӗмӗл тенкӗ
    Атӑл тӗпне ҫуталтӑр.

Юррине юрласа пӗтернӗ-пӗтермен ҫав хӗр кимӗ ҫинчен Атӑла сикнӗ тет (44).
Ҫак фабулӑпа усӑ курса Трубина Марфи «Елик» ятлӑ сӑвӑлла халап (пейӗт) хайлани паллӑ. Турхан Яккӑвӗн «Варуҫҫи» поэмине те ҫав авалтан килекен сюжета тӗпе хурса ҫырнӑ темелле.
«Нарспи» поэма сюжетӗнче те тӗпре ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн хӗрне юратман ҫынна вӑйпа качча пани, савнӑ ҫынсене пӗр-пӗринчен уйӑрса яни тӑрать. Н.В.Шупуҫҫынни аса илнӗ тӑрӑх, К.В.Иванов поэма сюжетне Чӗмпӗрти шкул хуралҫинчен илтнӗ (45). Сӑвӑҫӑн Праски ятлӑ йӑмӑкӗ урӑхла аса илет: «Произведенин тӗп шухӑшне эпӗ ун чух юрӑсенчен илтнӗ пулӗ терӗм. Мӗншӗн тесен халӑх хушшинче хӗрсене ют ҫӗре ватӑ та юратман ҫынна качча пани ҫинчен нумай юрлаҫҫӗ. Квинтилиан пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нарспи» сюжетне Константин асаннерен илтнӗ» (46).
Поэт асламӑшӗ мӑнукне мӗнле юрӑ юрласа пама пултарнине Г.Г.Макаров мана 1987 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Слакпуҫӗнче каласа пани пӗлме пулӑшать. Ун чухне вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: «Эпӗ Мария Даниловна Ковалеван племянникӗ. Пӗррехинче унран «Нарспи» поэма пирки ыйтрӑм: «Каласа парӑр-ха, мӗнрен аса илнӗ-ши К.В.Иванов хӑйӗн «Нарспи» поэмине», – терӗм. Вӑл мана: «К.В.Иванов «Нарспи» сюжетне хӑйӗн асламӑшӗ каланинчен илтнӗ пулӗ», терӗ. Ваҫлис аппа каланӑ тӑрӑх, ӗлӗкхи вӑхӑтра хӗрсене вӑйпа качча панӑ.
Ҫавӑн йышши пӗр хӗрӗн юратман ҫынна качча каясси килмен. Ӑна вӑйпа качча панӑ вӑхӑтра вӑл вара хӑйне хӑй вилме шухӑш тытнӑ. Асламӑшӗ ҫакӑн ҫинчен каланӑ чухне ҫапла та юрласа паратчӗ тет:
    Ман пуҫӑмри тенкӗсем 
    Пулӑ хуппи пулайччӑр.
    Ман тухьяри тенкӗсем 
    Пулӑ вӑлчи пулайччӑр.

Ҫав телейсӗр хӗр кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне ҫапла юрланӑ та шыва сикнӗ иккен. Лап! ӳкнӗрен, ҫавӑнтах вилнӗ вара» (47).
Ку пейӗт Тӗрлемес тӑрӑхӗнче ҫырса илнӗ пейӗте питех те ҫывӑх: хӗр шыв урлӑ каҫнӑ чухне шыва сиксе вилет. Малтанхи тата кайранхи ӗҫ-пуҫ пирки прозӑлла каланӑ, хӗр монологне вара юрӑ пек йӗркеленӗ. Вӑл ӑна туй шыв (кӗпер) урлӑ каҫнӑ вӑхӑтра юрлать. Трубина Марфин 1906 ҫулта ҫырнӑ «Еликӗнче» туй халӑхӗ малтан пӳртре пулнине, хӗрӗпе ашшӗ калаҫнине сӑнланӑ. Кунта калуҫӑ сӑмахӗсене те сӑвӑласа ҫырнӑ. Кайран хӗрӗн вилес умӗнхи монологне вырнаҫтарнӑ. Хайлав ҫапла вӗҫленет:
    Ҫав ӗҫе чӑвашсем манман, 
    Ирӗксӗр хӗрсене ҫармӑса паман. 
    Елик ҫинчен шӑпӑрҫӑсем юрлаҫҫӗ, 
    Чӑваш хӗрӗсем ыррипе асӑнаҫҫӗ.

«Нарспи» сюжетне аталантаракан тӗп мотив – хӗр хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ юратман ҫынна вӑйпа качча панине хирӗҫ тӑни – чӑваш хушшинче анлӑ сарӑлни иккӗленӳсӗр. К.В.Иванов вӗсенчен хӑш вариантне илсе усӑ курнине халӗ лайӑххӑн пӗлеймӗпӗр ӗнтӗ. Ҫапах та ҫав мотив халӑх сӑмахлӑхӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул упранса, аталанса пыни питех те пӗлтерӗшлӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче халӑх чунне ҫывӑх мотива тӗпе хурса К.В.Иванов вилӗмсӗр хайлав ҫырма пултарнӑ. Паллах, ӑна вӑл хӑй ӑнланнӑ тата курнӑ пек улӑштарнӑ, ҫӗнӗ мотивсемпе темӑсем кӗртнӗ. Ҫакӑн пирки эпӗ вулавҫӑсене тепӗр статьяра ӑнлантарса пама тӑрӑшӑп.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-25 12:35:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6426 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем