Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.8 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хӗсмет

УТӐ
23

Салтаксем аса илеҫҫӗ
 Валерий Алексин | 23.07.2020 10:46 |

Хӗсмет
POSREDI.RU сайтри сӑн
POSREDI.RU сайтри сӑн

Ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан «Посреди России» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗнче) информаципе аналитика журналӗнче «Дембельские альбомы жителей Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен халӑхӗн дембель альбомӗсем) статья пичетленсе тухнӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫӗ рашчин директорне Валерий Андреева сӑмах панӑ. Ӑна институт хыҫҫӑн салтака илнӗ пулнӑ. Сарӑту хулинче службӑра тӑнӑ чух увольнение кайсан тата арӑмӗ курма килсен вӑл уйрӑмах сӑнӳкерчӗк нумай тутарнӑ.

Ҫав хулари Александр Иванов стрелок-радист пулса Ту-16 самолетпа вӗҫнӗ. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен ӑна Вьетнама командировкӑна янӑ. Сарӑха пуҫланӑ фотоальбома алла илсен аса илмелли ун та сахал мар.

Статьяра ҫавӑн пекех Дмитрий Стафик, Вячеслав Шувалов, Вячеслав Перов, Андрей Сергеев (пурте Ҫӗнӗ Шупашкартан) тата ыттисен асаилӗвӗсене тата сӑнӳкерчӗкӗсене илсе кӑтартнӑ.

Салтак альбомӗсене ӗнерхи салтаксем типтерлӗ упраҫҫӗ, сӑнӳкерчӗксем ҫар пурнӑҫне асра упрама, пурнӑҫа туллин ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.

Асӑннӑ журналта маларах чӑвашсене мӑсӑльман тӗнне йышӑнтарни пирки ҫырнӑччӗ («Исламизация чуваш», 15.02.2020).

 

Хӗсмет
amic.ru сайтри сӑн
amic.ru сайтри сӑн

Кӑҫал кӗрхи призывра Чӑваш Енри 1057 каччӑ салтака каймалла. Ку - юлашки вӑхӑтри чи пӗчӗк кӑтарту. Аса илтерер: кӑҫал Канашри сбор пунктне ишсе антарма йышӑннӑ, ҫавна май призывниксене вӑхӑтлӑха Шупашкарта унччен кадет шкулӗ пулнӑ ҫуртран ӑсатӗҫ.

Сӑмах май, пӗлтӗр кӗрхи призывра – 1325, ҫуркуннехи призывра 1359 ҫын салтака кайнӑ. Пӗтӗмпе – 2684 салтак.

Ҫакна та каласа хӑвармалла: республикӑра ҫара каймалли каччӑсен 73 проценчӗ салтак атти тӑхӑнма юрӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе аптӑрать. Иккӗмӗш вырӑнта – апат ирӗлтерекен тытӑм чирӗсем, виҫҫӗмӗшӗнче – неврологи.

 

Хӗсмет
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Канашри призывниксен сбор пунктне юсава юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ. Кун пирки ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. Ҫавна май пункта ишсе антарма йышӑннӑ.

Ҫакна республикӑра «Кӗркунне – 2019» призыв капманине йӗркелес ыйтӑва тишкерекен канашлура пӑхса тухнӑ. Канашри ҫурт юрӑхсӑррине кура канашлу пайташӗсем призывниксем валли Шупашкарта вӑхӑтлӑх пӳлӗм уйӑрма сӗннӗ.

Сӑмах май, унччен Канашри сбор пунктне юсама палӑртнӑ. Укҫа-тенке РФ Хӳтӗлев министерствин уйӑрмалла пулнӑ. Анчах Строительство департаменчӗ тӗп конструкцисем кивелнине, тӑрри япӑхланнине тупса палӑртнӑ.

 

Хӗсмет

Чулхула облаҫӗнчи Истомино ялӗнче ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан «Гвардеец» центр уҫӑлнӑ. Вӑл — федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче ӗҫлекенскер. Ун пек центрсене Раҫҫейре халиччен уҫман-ха.

Ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан центр ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта робот техникин, парашют ӗҫӗн, авиамоделированин, программӑлассин, радиоэлектроникӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывтарӗс тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентӗҫ. Ҫар специальноҫӗсене те хӑнӑхтарӗҫ. Педагогсем унта хӑйсен професси пӗлӗвне тарӑнлатайӗҫ.

Округри вӗренӳ центрӗ Чулхулари В.Ф. Маргелов ячӗллӗ кадет корпусӗн подрзаделенийӗ шутланать.

Патриот воспитанийӗ паракан центра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров хутшӑннӑ.

 

Хӗсмет
«Советская Чувашия» сайтӗнчен илнӗ сӑн
«Советская Чувашия» сайтӗнчен илнӗ сӑн

Призыв малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен ҫамрӑксен тӑваттӑмӗш партийӗ ҫара кайнӑ ӗнтӗ. Хальхинче ултӑ каччӑна Балтика флотне службӑна янӑ.

Пулас салтаксене иртнӗ вырсарникун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Ҫамрӑксене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова та ӑсатма килнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Ашшӗсен канашӗн элчисем, депутатсем те пынӑ.

Балтика флотне кайнӑ каччӑсен Ҫӗнӗ Шупашкара хисеплесе панӑ тральщик ҫине лекес шанчӑк пур.

Палӑртмалла: хальхи призывра Ҫӗнӗ Шупашкартан 70 каччӑ ҫара каймалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=210042
 

Хӗсмет

Шупашкарта пурӑнакан каччӑн салтака каяс килмен – тарса ҫӳренӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарлать.

Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ. Салтак аттине тӑхӑнассинчен тарса ҫӳренӗ каччӑна нумаях пулмасть суд тунӑ. Судья приговор вуланӑ: ҫамрӑкӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапах ку ҫар ретне тӑрассинчен хӑтармасть.

20 ҫулти каччӑн 2018 ҫултах салтака каймалла пулнӑ. Ун патне повестка килнӗ, анчах вӑл ҫар комиссариатне палӑртнӑ кун пыман. Унӑн килте юлма сӑлтав та пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56751
 

Хӗсмет
Владимир Михайлов тунӑ сӑн
Владимир Михайлов тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлениййӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл салтака каясран тарса ҫӳренӗ.

Следстви версийӗпе килӗшӳллӗн, ҫак каччӑ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ. Анчах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен повестка килнӗ пулсан та ҫар комиссариатне тӑватӑ хутчен пыман. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара медицина комиссийӗ витӗр тухмасӑрах ҫар комиссариатӗнчен тухса утнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра салтакран тарса ҫӳрекенсен йышӗ чакнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр унашкаллисен тӗлӗшпе 3 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 2011 ҫулта – 38.

 

Хӗсмет

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫурхи призыв пуҫланать. Хальхинче Чӑваш Енрен 1400 каччӑ салтака каймалла. Тӳрех палӑртса хӑвармалла: 2018 ҫулта Тӗп ҫар округӗ палӑртнӑ плана 100 проценчӗпех пурнӑҫланӑ.

Пӗлтӗр республикӑран 2684 ҫын ҫара кайнӑ (ҫурхи призывра – 1359, кӗрхи призывра 1325). Кашни пиллӗкмӗш призывникӑн аслӑ пӗлӳ пулнӑ, 13 проценчӗ ҫар учӗт специальноҫӗсемпе вӗреннӗ.

Хальхи призывра та, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, норма палӑртнӑ. Чӑваш Енрен кӑҫал 1398 ҫын ҫара каймаллине палӑртнӑ.

 

Хӗсмет

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ыран хӑйсен уявне тивӗҫлипе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитиччен ик кун маларах хӗсметпе ҫыхӑннӑ пӗр хушу тухнӑ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ.

Владимир Путин саппасри граждансене кӑҫал, 2019 ҫулта, ҫар енӗпе пухассине каланӑ. Саппасрисене икӗ уйӑхлӑха чӗнсе илӗҫ. Вӗсене Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене, патшалӑх хуралӗн органӗсене, Федерацин хӑрушсӑрлӑх тытӑмне, Наци гвардине пухӗҫ.

Ҫар тӗллевӗпе хӑҫан пухассине регионсенчи ӗҫ тӑвакан органсемпе килӗштернӗ вӑхӑтра ирттерме хъушнӑ. Тӗрӗслев тӗллевӗпе пухас чухне вара РФ Хӳтӗлев министерстви вӑхӑта хӑй палӑртӗ.

Путин хушӑвӗнче «ӗҫре усӑ курмалли» текен пунктсем виҫҫӗ таран.

 

Хӗсмет

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакан 23 ҫулти йӗкӗте ҫар хӗсметне каясран тарса ҫӳренӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кун пирки «Чебоксары24» сайт пӗлтерет.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫынна суд РФ УКн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче каланипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ, унран 20 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Каччӑ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче повестка парсан та вырӑнти ҫар комиссариатне медицина, ҫар-тухтӑр тата призыв комиссийӗсем витӗр тухма пӗрре те пыман. Ҫав вӑхӑтрах чӗннӗ ҫӗре пымасӑр тӑма унӑн нимӗнле сӑлтав та пулман. Ку вара ҫар хӗсметӗнчен пӑрӑнма хӑтланни шутланать.

Палӑртса хӑвармалла, каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫапла майпа преступлени тунине кӳнтеленсем те ҫирӗплетсе панӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 26

1939
87
Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
1980
46
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та