Политика
ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла. Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ. Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
smartik.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлама республика шайӗнче конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ хыҫҫӑн яваплӑ вырӑн пушанса юлнӑччӗ. Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫавӑн пек мелпе суйлас йӗрке ҫӗнӗлӗх мар, вӑл унччен те ҫапла майпа пулса пынӑ. Республикӑри конкурс комиссийӗ суйласа илнӗ кандидатурӑна кайран вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Республикӑри конкурс комиссине Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Виктор Горбунов, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Петр Ларионов тата Чӑваш респрофкомӗн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӳре-шара каллех халӑхпа тӗл пулса калаҫма тытӑнӗ. Пӗрлехи информаци кунӗсене пирӗн республикӑра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ирттермен. Халӗ ҫав йӑлана тепре чӗртсе тӑратас тенӗ. Пӗрлехи информаци кунне ирттерме пӑрахнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта кӑшӑлвирус алхаснипе сӑлтавланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тӳре-шара ҫынсемпе нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тӗл пулӗ. Вӗсенче пур муниципалитетпа хула округне пырса тивекен ыйтусемпе пӗрлех вырӑнти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явӗҫ. «Патӑрьел муниципалитет округӗнче халӑха пӗр ыйту пӑшӑрхантарма пултарать, Етӗрнере — тепри», — палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Николай Максимов страницинчен илнӗ скриншот Чӑваш Енри паллӑ журналист тата писатель Николай Максимов суйлав умӗнхи кампанире хӑйне вӑхӑтлӑха журналистикӑна таврӑнма ыйтнӑ. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ калем ӑстине пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме сӗннӗ. «Ҫук, атьсемӗр, ҫук! Ӗҫленӗ ӗнтӗ. Сивӗнтӗм, ӗненме пӑрахрӑм. Ура ҫине тӑма пулӑшнисем влаҫа килсен те вӗсем унчченхисем пекех ейкеленчӗк ҫынсем пулни ҫиеле тухать. Унтан та ытларах — сана тӑшманран та ытларах варалама тытӑнаҫҫӗ», — пытарман чунри пӑшӑрханӑвне Николай Максимов. Поста вуланисенчен пӗри, Николай Павловский, влаҫпа ҫыхӑнмалла мар тесе комментари ҫырса хунӑ. Теприсем килӗшме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ҫемҫе пукана пушатнӑ. Элӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов вырӑнти Депутатсен пухӑвне хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Самай май каласан, ӗнер эпир Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев ӗҫрен кайни пирки хыпарланӑччӗ. Шигашевпа танлаштарсан, Сергей Морозов пуҫлӑх тилхепине 2 уйӑх ҫеҫ тытса пынӑ. Элӗк муниципалитет округне илсен, пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумне Лидия Никитинӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнче маларах пӗлтерни тӑрӑх хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Халӗ Валерий Шигашев, чӑн та, ӗҫне пӑрахнӑ. Вӑл халӑхпа ҫывӑх пулма тӑрӑшни аван сисӗнетчӗ, критикӑна та тивӗҫлипе йышӑнма пӗлни туйӑнать. Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эдуард Васильев пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче 12 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки сайтра маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна Чӑваш наци телевиденийӗпе, «Россия 24» каналпа, «Контактри «Олег Николаев» ушкӑнра курма пулать. Эфир вӑхӑтӗнче ӑна онлайн-мелпе хаклама май пулӗ – телефон камерине экран ҫинчи куар-кода тӗллемелле ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
@shigashev архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ЧР Элтеперӗ патне ыйтупа пынӑ. Вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ. Шигашев ку шухӑш патне тахҫанах пынине пӗлтернӗ. Олег Алексеевич ӑна ӑнланнине, Ҫӗмӗрле хулине малашне те пулӑшассине каланӑ. Шигашев ҫитес эрнере депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырассине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӗсем те ӑна ӑнланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗр заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министерствӑри пысӑк вырӑнпа Сергей Фролов сывпуллашнӑ. Унта вӑл 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, унтан — ахаль заместитель. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх службинче тимлеме пуҫӑниччен вӑл ял хуҫалӑх культурисем туса илекен организацире ӗҫленӗ. Паян Сергей Артамонов министрӑн икӗ заместитель: Инна Волкова (пӗрремӗш ҫум) тата Ольга Кудрявцева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |