Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра Ҫуркуннепе ӗҫ уявне анлӑн уявламӗҫ. Ку хыпара республкиӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Мероприятисене тӗп хулари тӑватӑ лапамра ирттерӗҫ, ҫав кун ӗҫлекен коллективсем валли онлайн-трансляцисем йӗркелӗҫ. Ҫуркуннепе ӗҫ уявне пысӑк йышпа саркаланмасӑр ирттерес йышӑнӑва хӑрушсӑрлӑхпа сӑлтавланӑ. Чӑвашрессовпрофӑн ертӳҫи Анатолий Коршунов ҫавӑн пек сӗннӗ-мӗн. Хӑршусӑрлӑхсӑр пуҫне татти-сыпписӗр ӗҫлекен производствӑсене те чарса лартасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян республикӑра ҫӗнӗ перевозчик туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш транспорт управленийӗ» ятлӑ. Ӑна Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсенчен туса хунӑ. Унччен вӗсем муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ предприяти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсем валли автобуссем туянма палӑртнӑ. Ҫав шутра – районсем валли те. Ҫитес вӑхӑтра 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсен йышӗнче автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫынсем нумай ыйту хускатнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, вӗсенчен 70 процентне хуравланӑ. Ыйтусем уйрӑмах нумай Шупашкартан, Куславкка тӑрӑхӗнчен тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Йӗпреҫемпе елчӗксем пӗр ыйту та паман. Ыйтусене хуравлассипе пур ведомствӑпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ те пӗр пек хӑвӑтлӑхпа ӗҫлемест. Экономика аталанӑвӗн, Вӗрентӳ министерствисем, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Куславкка муниципалитечӗсен округӗсенче ыйтусене 40 процентӗнчен сахалтарах хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Паянтан республикӑра пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ. Паянтан вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрман, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнишӗн явап тытма тивӗ. Куншӑн ахаль ҫынсене - 20 пин таран, должноҫри ҫынсене - 60 пин таран, организацисене 800 пин таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аделия Львова. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи «кӗмӗл» волонтёрсем #ровесникиПобеды (чӑв. Ҫӗнтерӳ тантӑшӗсем) челленджа хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ. Челленджа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «кӗмӗл» волонтёрӗсем пуҫарнӑ. Унта чи малтан хутшӑнни — Аделия Львова. Хӗрарӑм 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Челленджа Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫулӗнче ҫуралнӑ кирек кам та хутшӑнайӗ. Вӗсен хӑйсемпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ аса илӳсене ҫырса илсе тӗнче тетелне #ровесникиПобеды хештегпа вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() НТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсене пульницӑран киле кӑларнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗнче ҫак районти Кивӗ Тутайкасси ялӗнчи икӗ ҫын вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ. Какая вӗсем Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи ҫынсене сутнӑ. Аша вӗсенчен илсе ҫунтарса янӑ, килӗсене дезинфекци тунӑ. Сӑмах май, Кивӗ Тутайкассинчи ҫынсене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене тӗрӗллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ӑна 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем тивӗҫӗҫ. Парне йышӗнче мӗн пулӗ-ха? ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна пӗлес тесе ыйтӑм ирттерет. Виҫӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ: пододеяльник, тӗрленӗ алшӑлли, простынь, юмахсен кӗнеки. Иккӗмӗшӗ: ача утиялӗ, тӗрӗллӗ кипке, ахаль кипке. Виҫҫӗмӗшӗ: капюшонлӑ алшӑлли, чӗрне касмалли хачӑ, погремушка, прорезыватель, ӗмкӗчлӗ бутылка. Хальхи вӑхӑтра 1-мӗшӗшӗн ытларах сасӑ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Паян ирхине «Шупашкар – Ҫӗрпӳ» маршрутпа ҫӳрекен водительсем забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пассажирсем 125-мӗш номерпе пӗлеҫҫӗ. Ирхине автобуссем 50 минутран кӑна ҫӳрени забастовкӑпа ҫыхӑннӑ. Темиҫе водитель ӗҫе тухман. Мӗншӗн? Вӗсен кулленхи плана ӳстернӗ-мӗн, 5 пин тенке ҫитернӗ. 11 сехет те 6 минутра перевозчик лару-тӑрӑва уҫӑлматнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне автобуссем яланхи пекех ҫӳреме пуҫланӑ. Перевозчик ӑнлантарнӑ тӑрӑх, водительсем пассажирсене билет паман, укҫана кассӑна хуман. Линире тӗрӗслев пулнӑ, ку вара водительсене килӗшмен. «Пассажирсен водительтен билет ыйтмалла», - тенӗ перевозчик. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславккари «Кайӑк вӗҫевӗ» ятлӑ вырӑн чылай ҫынна, туриста илӗртет. Унтан тавралӑх питӗ илемлӗ курӑнать, Атӑл вара алӑ тупанӗ ҫинчи пекех. Анчах ҫав вырӑнта чуччу кӑна пур. Куславкка район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ҫуллахи кафе пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Администрацин шухӑшӗпе, ҫав лапамра парковка валли вырӑн сахал. Ҫавӑнпа унта хушма вырӑнсем тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() drive.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен республика служби 7 вырӑнлӑ минивэн туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шара валли «Hyundai Staria» автомобиль туянасшӑн. Ҫав машина 7,1 миллиона яхӑн тенкӗ тӑрать. Укҫана тӗллевлӗ субсиди шучӗпе уйӑрасшӑн иккен. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче палллӑ пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ кунта машина гаражра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |