Вӗренӳ
![]() НТВ сюжетӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «НТВ» телеканалпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи учителӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сюжетра Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Мӑналти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анжела Московцевӑпа паллаштарнӑ. Унта чӑваш чӗлхине рэп урлӑ вӗренеҫҫӗ иккен. Андрей Шамин хатӗрленӗ сюжетра урок епле иртнипе паллаштарнӑ. Маларах Анжела Московцева «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ – 2023» конкурсӑн 15 лауреачӗ йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Роза Власова сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсемпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Халӑх тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи— - чӗкеҫ чӗлхи» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Педагогпа наставник ҫулталӑкне халалланӑ. Вӗрентекенсене республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин,атта ыттисем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене, строительсене, юристсене тата ыттисене сумлӑ ят парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти икӗ педагог та пур. Хушупа килӗшӳллӗн Шупашкарти 1-мӗш шкулта музыка тата чӑваш чӗлхи учительне Татьяна Васильевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята панӑ. Вӑл – аслӑ категориллӗ учитель, стажӗ – 38 ҫул. Шупашкарти 40-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанова та ҫак ятах панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти професси колледжне реорганизацилеме палӑртнӑ. Йышӑну проектне ЧР Вӗренӳ министерстви хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Канашри педагогика колледжне Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫакна финанс ресурсӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курас, кадрсене лайӑхлатас тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал Шупашкарти професси колледжӗ педагогикӑра вӗренӳ кластерне тумашкӑн 60,5 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енре «Халӑх вӗрентекенӗ» ята пама йышӑннине, Вӗрентекен кунӗнче ҫак ята пӗрремӗш тивӗҫнӗ педагога палӑртассине пӗлтернӗччӗ. Кам илнӗ-ха ӑна? Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Тамара Чашкова. Вӑл унта 40 ытла ҫул вӑй хурать. Малашне ҫак ята ҫулсерен Вӗрентекен кунӗ тӗлне парӗҫ. Ӑна ачасене 25 ҫултан кая мар вӗрентнӗ учительсем тивӗҫме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: «Халӑх вӗрентекенӗ» ята илнӗ педагогсене ӗҫ укҫине хушса тӳлеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата РФ вӗренӳ министрӗ Валерий Фальков Сӗнтӗрвӑрри хулинче экологи тата ҫутҫанталӑк колледжне уҫассине сӳтсе явнӑ. Пирӗн республикӑри тӳре-шара ӑна Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн филиалӗ ҫумӗнче уҫма сӗннӗ. Ҫак аслӑ шкул хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Анчах унта занятисем ирттерме аудиторисем, мастерскойсем пур. Элтепер колледжа уҫассине сӳтсе явнӑ чухне вӑрман хуҫалӑхӗнче, экологи тытӑмӗнче специалистсем кирлине палӑртнӑ. Колледжа уҫсан ӑна Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ятне парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес эрнере, Вӗрентекен кунӗ пулнине шута илсе, Чӑваш Енре пӗрремӗш «Халӑх вӗрентекенӗсене» палӑртӗҫ. Аса илтерер: ку хисеплӗ ята пама Олег Николаев Элтепер кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ. Тӳре-шара «Халӑх вӗрентекенӗ» ята тивӗҫнисене ӗҫ укҫи ҫумне окладӑн 40 процентне хушса тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Унӑн виҫине тата мӗнле тӳлемеллине вӗренӳ заведенийӗ хӑй палӑртӗ. Палӑртмалла: ҫак ята тивӗҫес тесен «Чӑваш Республикин хисепле учителӗ» е «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ят пулмалла, вӗсене илнӗренпе сахалтан та 5 ҫул иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти педагогсенчен пӗрне пуҫлӑхӗсем хӗсӗрленӗ — уроксен шутне чакарса панӑ май хӗрарӑмӑн шалӑвӗ те пӗчӗкленнӗ. Чӗрӗ хӗрарӑм ҫакӑнпа ҫырлахма пултарайман, вӑл хӑйӗн ӗҫ правине хӳтӗлеме ыйтса суда ҫитнӗ. Тӳре учителе майлӑ пулнӑ. Суд хӗрарӑма майлӑ йышӑну кӑларсан суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ та хута вӗренӳ учрежденине ярса панӑ. Ҫапла вара хӗрарӑм суд урлӑ уроксен шутне ыйтса илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сергей Артамновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Ишлейри шкулта вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ апатлану япӑх тесе ҫӑхав ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унта ҫитсе килнӗ. Ӗнер иртнӗ пӗрлехи информаци кунӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачисене шкулта тутлӑ мар ҫитерме пуҫлани пирки каланӑ. Шкул вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ҫӗнӗ апатлану системи ҫине куҫнӑ. Министр шкула ҫитсе ачасенчен хӑй ыйтнӑ: чӑнах та тутлӑ мар ҫитереҫҫӗ-и? Лешсем апачӗ тутлӑ тесе пӗлтернӗ. Анчах пельмен те ҫитерме ыйтнӑ, апата аш ытларах яма сӗннӗ, шурӑ ҫӑкӑра хӗрхенмесӗр ҫитерме каланӑ. Тутлӑ-и, тутлӑ мар-и – министр ку лару-тӑрӑва тишкерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче бюджет вырӑнӗсене самай ӳстернӗ. Пин таран. 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗсенче абитуриентсене професси пӗлӗвӗ паракан 23 организаципе 12 аслӑ шкула йышӑннӑ. Пӗрремӗш курссем валли пӑхса хӑварнӑ бюджет вырӑнӗсен шутне кӑҫал тепӗр 912 вырӑн хушса 11 522-е ҫитернӗ. Ҫав шутран 4 346-шӗ – аслӑ шкулсенче, 7 176-шӗ — техникумсемпе колледжсенче. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнчи канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта аслӑ шкулсенче тӗллевлӗ вӗренме кӗмелли 844 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Анчах тӗллевлӗ вырӑнсенчен 402-шне ҫеҫ йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |