Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетика секцине ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Республикин кубокне ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ финалти тӑваттӑмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, хӑй те спортсмен — Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева уҫнӑ.
Пӗтӗмӗшле тӑватӑ тапхӑрти зачетра Чӑваш Ен кубокне Элӗк районӗнчи маттурсем — Анастасия Дубининӑпа Евгений Федоров — ҫӗнсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Элӗкри тата тепӗр икӗ ача республика шайӗнче палӑрнӑ. Александр Свистков хӑйӗн дистанцийӗнче 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ, Нелли Львова 5 ҫухрӑма утса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Элӗксем вӗсемпе мухтаннине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Ен тӗп хули пысӑк ӑмӑртӑва хатӗрленет. Раштав уйӑхӗн 10–11-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Уҫӑ турнира Азербайджан, Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Швеци, АПШ спортсменӗсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Шупашкара 50-а яхӑн пӑхаттир ҫитмелле.
Кӑҫал ӑмӑрту йӗркине те ҫӗнетнӗ. Пӗрремӗш кун малтанхи тупӑшусем иртӗҫ, иккӗмӗшӗнче хӗрсем бронза медальшӗн кӗрешӗҫ, каҫхине финалти ӑмӑртупа киленме май килӗ. Кӗрешӳҫӗсем яланхи пекех 8 виҫе категорийӗнче вӑй виҫессине пӗлтереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче, 17 сехетре, «Boney M» ушкӑн уҫӗ, куракансемпе спортсменсене хӑйсен пултарулӑхӗпе чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарӗҫ.
Чӑваш Республикин чемпионӗ тата рекордсменӗ ятсене нумай ҫул тивӗҫнӗ СССР спорт мастерне И. Портнова асӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимешре йывӑр атлетика енӗпе районти уҫӑ чемпионат иртнӗ.
Турнира Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Патӑрьел районӗнчи, Вӑрнар поселокӗнчи, Елчӗк районӗнчи Елчӗк, Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗнӗ Пӑва, Патреккел, Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗсенчи 60 ытла йывӑр атлет хутшӑннӑ. Пухӑннисене районти тӳре-шара ӑнӑҫу суннӑ.
Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Командӑсенчен Аслӑ Пӑла Тимешри «Юман» спорт клубӗн атлечӗсем пӗрремӗш, Елчӗкпе Кивӗ Эйпеҫри шкулсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хӗрсем хушшинче абсолютлӑ чемпион ятне Раҫҫей спорт мастерӗ Л. Иноходова ҫӗнсе илнӗ. Тӗп приз А. Портнов паттӑра тивӗҫнӗ.
Мускавра юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Сокольники» паркра чӑваш кросӗ пӗрремӗш хут иртет. Ӑна Ардалион Игнатьев ячӗпе халаллӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков парк директорӗпе Андрей Лапшинпа тӗл пулнӑ чухне калаҫса татӑлнӑ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнсене пайласа ирттерме палӑртнӑ: 14 ҫулчченхисем, 18 ҫулчченхисем, 50 тултарман арҫынсем тата 50 ҫула ҫитмен хӗрарӑмсем. Тепӗр икӗ ушкӑнӗ — 50 ҫултан аслӑраххисем.
Йӗркелӳҫӗсем СССР спорт мастерӗ, психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Дмитриев, ЧР вӑй-хал культурипе спорчӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Захаров.
Ӑмӑртӑва Мускаври пур чӑваша та чӗнеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Китайра йывӑр атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта ҫӗнтернӗ спортсменсем Рио-де-Жанейрӑра 2016 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.
Раҫҫей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата Наталья Хлесткина (вӑл республикӑн спорт шкулӗнче вӗреннӗ) хӳтӗленӗ. Турнир 10 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Пиллӗккӗшӗ — арҫынсем валли, тепӗр ҫавӑн чухлех — хӗрарӑмсем валли. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ.
Раҫҫей спортсменӗсен йышӗнче Наталья Хлесткина помост ҫине пӗрремӗш тухнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре вӑл 220 килограмм пухма пултарнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ылтӑн медале Китай спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче АПШра Олимп вӑййисен квалификаци тапхӑрӗ иртӗ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче кӗрхи чемпионат тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спорт уявне Чӑваш Енри 300 ытла вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ.
Спорт уявне малтанах Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егоров ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Сергей Егоров уҫнӑ. Унтан Йӗпреҫ район администрацийӗн элчисем, республикӑри «Урожай» спортпа вӑй-хал культурин обществин директорӗ Михаил Мурзин тухса калаҫнӑ.
Сергей Егоров район ертӳлӗхне тапӑшӑва лайӑх йӗркеленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл тренерсене те спортсменсене хатӗрленӗшӗн ырланӑ.
«Чупу сывлӑха ҫирӗплетмелли чи ансат мел. Вӑл спорт ӑсталӑхне те ӳстерет. Пирӗн тӑрӑхра кун пек пысӑк мероприяти иртнӗшӗн савӑнатӑп. Ку юлашки хут пулмасса шанатӑп», — тенӗ Николай Федоров.
Ӑмӑртура пӗтӗмпе наградӑсен 14 комплектне выляттарнӑ.
Ӗлӗкрех кире пуканӗ йӑтассипе ирттернӗ республикӑри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене пуринчен ытларах Елчӗк, Канаш тата Патӑрьел районӗсен атлечӗсем йышӑннӑ тесе пӗлтерет Петр Сидоров. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланнӑранпа вара Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнчи пӑхаттирсем савӑнтарма пуҫланӑ.
Европӑри тата ҫӗршыври турнирсенче ҫӗнтерсе Владимир Петров тӗнче спорт мастерӗн, Артем Васильев, Александр Семеновпа унӑн мӑшӑрӗ Люба Эллина, Джанита Павлова, Марина Федорова тата Андрей Кузьмин Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче виҫӗ ҫул каялла ҫирӗм районти пӑхаттирсем Чӑваш Енри ял спорт вӑййисенче мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ. Пӗлтӗр вара «Патварӑн» залӗнче хамӑр республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи 200 ытла атлет «Хыпар» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI турнирта тупӑшнӑ.
Паян — Йӗпреҫре тимӗр вӑййине юратакансен черетлӗ пысӑк уявӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн, Раҫҫей спорт мастерӗн Юрий Поповӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн республикӑри уҫӑ турнир иртет.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Андриян Григорьевич Николаев 86 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун яланах велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Ҫав кун ҫумӑр ҫӑвать-и, хӗвел пӑхать-и — яланах чупу йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Район кунне тата Андриян Николаевӑн амӑшӗ Анна Алексеевна ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Шуршӑлтан пуҫласа Андриян Николаевӑн агросӑнӗ патне чупма палӑртнӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче «Земляне» ушкӑнӑн юрри янӑрӗ. 10 сехет ҫурӑра хусканусем тӑвӗҫ. Унта 11 сехетре — старт.
Пурне те старта йыхравлаҫҫӗ.
2016 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ каллех Шупашкарта иртесси паллӑ пулнӑ. Аса илтерер: кӑҫал та чемпионат Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Пекинри ӑмӑртӑва каймашкӑн наци командине йӗркеленӗ.
Спорт мероприятийӗсем 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Бразилире иртекен Олимп вӑййисен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ.
2016 ҫулта Шупушкарта иртекен Раҫҫей чемпионачӗн календарьне хальлӗхе вӗҫне ҫити хатӑрлесе пӗтермен. Вӑл вӗҫленсен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен Рио-де-Жанейро хулинче иртекен Олимп вӑййисене каймашкӑн заявка тӑратмалла. Ҫавӑнпа ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ команда йӗркелӗҫ.
Ӗнер Шупашкарта пӑхаттирсем вӑй виҫрӗҫ. «Шупашкар вӑйламасӗ» ят панӑ ӑмӑртӑва ҫичӗ пӑхаттир хутшӑнчӗ. Вӗсем хушшинче Шупашкар каччи кӑна мар, Саранскри, Арзамасри, Йошкар-Олари вӑйлӑ арҫынсем те пулчӗҫ.
Вӑйламассен 120 килограмм таякан «Атлас чула» тата 100 килограмлӑ тимӗр пичкене 110 сантимер ҫӳллӗш сӗтел ҫине йӑтса хума тиврӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен йывӑр япалана ҫӳле ҫӗклесе илме лекрӗ. Ку ӑмӑртура кам ҫӗнтернине вӑхӑта кура хакларӗҫ. 300 килограмм таякан урапана пилӗк хутчен ҫавӑрса хума та пултарчӗҫ вӗсем, 300 килограмм таякан кӗвенте евӗр тунӑ тимӗр конструкцие 20 метра маларах йӑтса тухассипе те тупӑшрӗҫ. 100 килограмм таякан снаряда 90 ҫеккунтра ытларах хут ҫӗклессипе те тупӑшрӗҫ. Унтан йывӑр грузовика 20 метра хӑвӑртрах куҫарассипе ӑмӑртрӗҫ.
Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти Дмитрий Смирнов ҫӗнсе илчӗ. 27 ҫулти каччӑ ытти ҫулта Шупашкарти кун пек ӑмӑртура мала тухса пынӑ. Сӑмах май каласан, спортсменсем хушшинче чи асли хӗрӗхрен каҫнӑ арҫын тупӑнчӗ. Ҫичӗ вӑйламасран ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе спорт маҫтӑрӗ ята илни те, спортӑн ытти енӗпе палӑрнисем те пулчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |