Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫыхӑнусем

Экономика Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский
Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский

Чӑваш Енпе Челепи (Челябинск) облаҫӗ килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки ӗнер пирӗн республика Элтеперӗпе облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Борис Дубровский икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Енри делегаци Челепири икӗ кунлӑх визита ӗнер пуҫланӑ. Унта пирӗннисем хамӑр мӗнпе пуянни пирки паллаштарас тӗллевпе тухса кайнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.

Челепи облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пирӗн электротехника отраслӗ вайлине палӑртнӑ. Унта вара металлурги аталанать. Челепи тӑрӑхӗнчи металлургсен продукцийӗнчен 27–28 процентне пирӗннисем туянаҫҫӗ иккен.

Облаҫри предприяти-организацисемпе паллашассине паян пирӗн делегаци (йыша Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне правительство пуҫлӑхӗ Михаил Резников, экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кӗнӗ) малалла тӑснӑ.

 

Республикӑра

Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Ижавиа» авиакомпани пурнӑҫлӗ. Ҫынсене ЯК-42 самолет илсе ҫӳрӗ.

Расписание хальлӗхе ҫирӗплетмен, планне кӑна тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, самолет Шупашкартан ирхи 8 сехетре вӗҫсе каймалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81535
 

Ҫул-йӗр

Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават хушшинче кӗпер ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта халӗ пӑр ҫийӗн Сӑр урлӑ ҫитме пулать.

Ҫулпа 3 тонна тайман урапасем усӑ курма пултараҫҫӗ. Сехетре 10 ҫухрӑмран ытларах хӑвартлӑхпа кайма юрамасть. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи ҫулсенче ку пӑр ҫийӗнчи ҫула хӗл ларсан маларах уҫнӑ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран май килмен.

Саккунпа килӗшӳллӗн, пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫулсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн йӗркелесе пымалла, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелле.

Аса илтерер: 2014 ҫулта кӗркунне Сӑра урапа кӗрсе ӳкнӗ, икӗ ҫын вилнӗ. Ун чухне ҫуллахи кӗпере сӳтнӗ пулнӑ, анчах водительсем ҫакна тӗттӗмре асӑрхаман е кун пирки ҫырса ҫапнӑ хӑма та пулман.

 

Политика Анталья хули
Анталья хули

Турци Раҫҫейӗн Сиринчен таврӑнакан ҫар самолетне ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывпа Турци хушшинче хура кушак каҫса кайрӗ. Турцирен Чӑваша килнӗ Джамаледдин Явуз ӑсчаха, тюрколога тытса чарнине те хӑшӗсем Турципе Раҫҫей ҫӗршывӗсен хушшинчи ҫыхӑну япӑхланнипе сӑлтавлама пӑхрӗҫ. Турци тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв санкци те йышӑнчӗ.

Халӗ Шупашкар Турцири Анталья хулипе килӗштерсе, пӗр тӑван пек килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен 2001 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ килӗшӗве пӗр енлӗн пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх russian.rt.com хыпарлать.

Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗнче йышӑннӑ. Ун пирки Антальӑна ҫыру ярса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://russian.rt.com/article/134510
 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществин Горький чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Лесунпа тата асӑннӑ организацинче тӑрӑшакан ытти специалистпа тӗл пулнӑ. Калаҫӑва республикӑн правительствин пайташӗсем те хутшӑннӑ. Ҫав шутра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, финанс министрӗ Светлана Енилина, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов пулнӑ.

Анатолий Лесун Чӑваш Ен ертӳҫисемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ туслӑ килӗштерсе ӗҫленине палӑртнӑ. «Эпир сирӗнпе пӗр командӑпа ӗҫлетпӗр, йывӑр ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса паратпӑр», — пӗтӗмлетнӗ хӑй шухӑшне Анатолий Лесун. Михаил Игнатьев та икӗ енлӗ ҫыхӑнупа кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑваш Енӗн предприятийӗсем Раҫҫейӗн чукун ҫулӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ условипе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл.

Енсем хула ҫумӗнчи маршрутсене ҫӳреттерес ыйтупа та калаҫнӑ. Анчах мӗнле пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта асӑнман.

Сӑнсем (4)

 

Экономика

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта ӗҫлӗ тӗлпулура пулнӑ. Унта вӑл Венгрин тӗп консулӗпе Ференц Контрӑпа тӗл пулнӑ.

Хусанта Михаил Игнатьевпа Ференц Контра ял хуҫалӑх, туризм, культура тата хуҫалӑх тытӑмӗсенче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Венгри — суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен Чӑваш Енӗн партнерӗсенчен пӗри. Пӗлтӗр ҫак ҫӗршывпа пирӗн республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 1 миллион яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.

Михаил Игнатьев тӗлпулура ку ҫыхӑну тата ҫирӗпленессине палӑртнӑ. Венгри консулӗ вара Михаил Васильевича ЧР Элтеперӗн пуканне тепӗр хут йышӑннӑ ятпа саламланӑ, Хусанти тӗп консульство экономика, культура тӗлӗшӗнчен пирӗн регионпа малашне те хастар ҫыхӑнса ӗҫлессине каланӑ.

 

Раҫҫейре Леонид Волков ентешсемпе калаҫать
Леонид Волков ентешсемпе калаҫать

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи стройкӑсенче Чӑваш Енри ҫынсем сахал маррӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем хушшинче Мускаври строительство организацийӗсене ертсе пыракансем те пур. Вӗсемпе нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлпулнӑ.

Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе Мускавра хӑйсен вырӑнне тупнӑ строительсене Леонид Волков Строительсен уявӗпе (ӑна иртнӗ канмалли кун палӑртрӗҫ) саламланӑ. Строительство экономикӑнпӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри пулни пирки калаҫнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхпе чӑвашсен тӗп хулари ентешлӗхӗпе тата Чӑвашран тухнӑ, строительство бизнесӗнче тимлекенсемпе туслӑ ҫыхӑну тытас ыйтӑва та хускатнӑ. Икӗ енлӗ хутшӑнӑва йӗркелени хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулассипе строительство предприятийӗсен ертӳҫисем те килӗшнине палӑртнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Экономика

Чӑваш Енри предприятисен тулаш таварҫаврӑнӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 21 процент чакнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 34,2 миллион долларпа танлашать. Тавар республикӑран каясси 35,7 процент пӗчӗкленнӗ, ют ҫӗртен илсе килесси — 13,5 процент.

Экспортпа импорт ҫаврӑнӑшӗпе 117 предприяти-организаци, уйрӑм ҫын аппаланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫак кӑтарту та сахалтарах. Нумаях мар та, 3,3 процент. Юридици сӑпачӗллисен шучӗ 1,7 процент чакнӑ, уйрӑм ҫынсен — 33 процент. Никама пӑхӑнман ҫӗршывсенчен тавар илсе килесси 2,4 хут чакнӑ, унта ӑсатасси — 2,2 хут.

Ют ҫӗршывран килекен тавара илсен, Чӑваш Ене ытларах Китайран (мӗнпур калӑпӑшран 40 процентне), Германирен (13 процент), Швецирен (7,3 процент), Италирен (5,1 процент), Швейцарирен (3,4 процент) кӳрсе килнӗ. Пирӗн тӑрӑхри тавара ют ҫӗре илсе кайни пирки каласан, 24,6 проценчӗ Украинӑна, 7 проценчӗ Монголие, 6,6 проценчӗ Узбекистана, 5,8 проценчӗ Молдовӑна, 5,1 проценчӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансем Крымри санаторисенче реабилитаци витӗр тухма пултарӗҫ. Шкул ачисем те Севастополе кайса паллӑ уйлӑхсенче канӗҫ. Ҫапла Чӑваш Ен Крымпа медицина тытӑмӗнче те килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки Михаил Игнатьев унта ӗҫпе кайсан калаҫнӑ.

Крымри медицинӑна халӗ пулӑшу кирлӗ. Унти учрежденисем Раҫҫей стандарчӗсем ҫине куҫаҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Чӑваш Ен пулӑшма хатӗр.

ЧР сывлӑх министрӗ каланӑ тӑрӑх, Крымри специалистсем, тухтӑрсем пирӗн республикӑна килсе кунти опытпа паллашӗҫ. Пирӗннисем Крыма кайса курма та хатӗр.

Крымсене Травмотологи, ортопеди, эндопротезировани центрӗ тата Куҫ микрохирургийӗ интереслентерме пуҫланӑ. Трамотологи центрӗнче пӗлтӗр Крымри темиҫе пациент сипленнӗ. Халӗ вӗсем хӑйсем патӗнче те кунашкалли тума шухӑшлаҫҫӗ.

Крыма каякан ачасем Севастополь хулипе паллашӗҫ. Герой хула вӗсене патриотлӑх воспитанийӗ пама пулӑшӗ. Халӗ маршрута палӑртса хунӑпа пӗрех ӗнтӗ. Республикӑран пӗрремӗш ушкӑн ҫуркуннехи каникулта кайӗ.

 

Чӑвашлӑх

Нумай пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев делегаципе Крым Республикинче ӗҫпе пулнӑ. Михаил Васильевич ӗҫлӗ ҫулҫӳревре Крымри йӑхташӑмӑрсемпе тӗл пулма май тупнӑ.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев делегаци йышӗнче пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Крымри йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.

Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн чӑваш наципе культура автономине туса хурас ыйту татах ҫивӗчленнӗ. Севастопольте вӑл пур-ха, анчах Крымра чӑваш автономийӗсене пӗрлештерекен организаци ҫук.

Калаҫу чӑваш наципе культура автонмине кӑҫал йӗркелесси пирки пулнӑ. Унта Валерий Клементьев та хутшӑннӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхешӗн питӗ тунсӑхланине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/304.html
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 17

1932
93
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
67
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та