Ӗнер каҫхине, 21 сехет ҫурӑра, Комсомольскинче авари пулнӑ: мотоциклпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Шел, пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тӳрӗ пыракан мотоцикла ирттерсе яман. Пырса ҫапӑнсан мотоцикл пассажирӗ, 34-ри арҫын, вилнӗ. Хӑй водитель 50 ҫулта, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Палӑртмалла: мотоцикл водителӗн А категориллӗ права пулман. «Хонда» маркӑллӑскере ҪҪХПИре те регистрацилемен.
«Шупашкар-Хусан» тата «Хусан–Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем ҫӳреме тытӑннӑранпа 205 рейс тунӑ, вӗсем 7,8 пин ытла пассажира турттарнӑ. Кашни рейс вӑтамран 95 процента яхӑн тулли — 45 вырӑнлӑ карапра вӑтамран 38 ҫын ларса ҫула тухать.
Кунсӑр пуҫне «Валдайсем» «Шупашкар–Свияжск» тата «Свияжск–Шупашкар» линипе пассажирсене 12 хутчен турттарнӑ.
Навигаци пуҫланнӑранпа Шупашкарти юханшыв порчӗ 1 154 билета каялла йышӑннӑ, вӗсенчен 385 билетне — карап рейса тухманран.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Шупашкар-Хусан» тата «Хусан-Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем кашни кун ирхи 8 тата каҫхи 4 сехетре ҫула тухаҫҫӗ.
М-12 ҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен виҫӗ арҫын темӗнле япалапа наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене ӗҫтешӗсем бытовкӑра тупнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне виҫҫӗшӗ те комӑра пулнӑ.
Ҫӗмӗрлери васкавлӑ медпулӑшу бригади хӑвӑртрах реанимаци мероприятийӗсем тума пуҫланӑ. Хушма медпулӑшу машинисем ҫитиччен икӗ арҫын тӑна кӗнӗ. Вӗсене Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе кайнӑ.
Виҫҫемӗш арҫын тӑна кӗмен-ха, вӑл комӑра. Ӑна та Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Паян ҫӗрле «Сӑр» автоҫул ҫинче ҫынна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара вырӑнтан тарнӑ. Халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ.
ҪҪХПИ пӗлтеренӗ тӑрӑх, инкек автоҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫур ҫӗрте пулнӑ. Машина Ҫӗмӗрлерен Шупашкар еннелле кайма пултарнӑ. Сиенленнӗ машинӑна курсан йӗрке хуралҫисем 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Раҫҫее Узбекистанран автобуссем ҫӳреме тытӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Ташкента Мускавпа, Питӗрпе тата Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ.
Мускава автобуссем тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен килӗҫ. Транспорт Ташкентран 12 сехетре ҫула тухӗ. Билет хакӗ — 1 млн сум.
Хусана автобуссем ытларикунпа эрнекун килӗҫ. Ташкентран вӗсем 11 сехетре хускалӗҫ. Билет хакӗ – 800 пин сум.
«Ташкент-Санкт-Петербург» маршрутпа автобуссем юнкунсерен тата шӑматкунсерен ҫула тухӗҫ. Транспорт Ташкентран 16:00 сехетре хускалӗ. Билет хакӗ – 1 250 000 сум.
Паян 17 сехетре Шупашкарта вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Хӑш пӗр урамра шыв тулсах кайнӑ.
«Солнечнӑй» микрорайонта Сергей Бутяков урамӗнче тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта хӑш-пӗр вырӑнта ҫул шыв айне пулнӑ. Водительсем аран-аран иртсе кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри шыв кӳлленчӗкӗнчех чарӑнса ларнӑ.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона троллейбуссем кӗреймен те. Ҫакна видео ӳкернӗ.
Пӗр предприятин 48 ҫулти тӗп директорне тытса чарнӑ. Вӑл паллӑ мар ҫынсемпе калаҫса татӑлса район судне суя документсем тӑратнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Вӑл тата контрагенчӗсем каланӑ тӑрӑх, М-12 ҫула тумашкӑн патшалӑх ҫӗр лаптӑкӗсене илсен вӗсем 25 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ имӗш. Унччен унта хӑмла ӳстернӗ.
Хӑрушсӑрлӑх федераци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑннипе вара ҫак ҫынсем хӑмла производствине хута яма шухӑшламан та-мӗн. Ҫапла вӗсем тӑкак та тӳсмен.
Ҫак ҫынсенчен пӗри айӑпне йышӑннӑ, полицие хӑйех пынӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялне кӗнӗ ҫӗрте асфальт ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пулнӑ. Ӑна арҫынсем хӑйсемех кирпӗчпе сапланӑ. Тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймен вӗсем. Ҫакна видео ӳкернӗ.
Ку ӗҫе кашни эрнере яла килсе ҫӳрекен арҫынсем те хутшӑннӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫак шӑтӑка пула нумай водитель машина кустӑрмине сиенлетнӗ-мӗн.
Ҫул ҫинчи шӑтӑка юсанӑ чухне чылай водитель чарӑнса ӗҫчен арҫынсене тав тунӑ.
Паян Шупашкарти Эгер бульварӗнче виҫӗ машина пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ача аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, грузовик «Ниссан» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ, «Ниссан» – «Ларгуспа».
«Аварком 21» ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ларгус» автомобиль кӗтмен-туман ҫӗртен тепӗр йӗр ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫавна пула инкек сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Авари сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Инкекре 2 ҫулхи ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Вӑл хӑш машинӑра ларса пынине хыпарта пӗлтермен.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫурҫӗре самолётсем вӗҫме тытӑнӗҫ.
«ЮВТ-Аэро» акционерсен обществи «Шупашкар-Сургут» авиамаршрута ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ маршрутпа «CRJ-200» самолётсем ҫула тухӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫӗҫ. Самолётсем эрнере икӗ хутчен ҫула тухӗҫ. Суперджета 50 пассажир вырнаҫӗ.
Ҫул укҫи тӑкакӗн 61 процентне хыснаран саплаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |