Нацин ача-пӑча электрон вулавӑшӗ чӑвашла кӑларнӑ, сайра тӗл пулакан тӑхӑр кӗнекепе пуянланнӑ.
Асӑннӑ электрон вулавӑша Раҫҫейӗн ача-пӑчан патшалӑх вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Халӗ электрон вулавӑша ҫак хайлавсем пуянлатнӑ: Ефим Никтинӑн «Иван паттӑр» юмах-пьеси, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ «Куян пӳрчӗ» юмах, Иван Мучин «Тавӑрпи» юмахӗ, «Улӑп» халапсен пуххи, «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм» ача-пӑча юрри, Трубина Мархвин «Шӗшкӗ» калавӗ, «Ӑслӑ сӑмахсемпе юптарусем» ваттисен сӑмахӗсен, каларӑшсен, тупмалли юмахсен пуххи.
Электрон вулавӑша маларах ача-пӑча литературин 19 кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене кирек хӑш самантра вулама тата PDF форматпа уҫласа илме пулать. Вулавӑш сайтӗнче регистрациленнишӗн укҫа тӳлемелле мар.
Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ.
Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ.
Сочире тӑватӑ куна пынӑ Еврази шайӗнчи литература фестивале Чӑваш Енри икӗ ҫыравҫӑ: Елена Светлая тата Марина Карягина — хутшӑннӑ.
Марина Карягина ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркелӳҫӗсемпе чаплӑ хӑнасене, пӗлтӗрхи лауреатсене ятран асӑнса «хӗрлӗ ҫулпа» кӗтсе илчӗҫ. Унтан сӑвӑ, калав, пьеса, ача-пӑча хайлавӗ ҫыракансенчен чылайӑшне кӗмӗл медаль парса чысланӑ. Ҫак йышра Елена Светлая та пулнӑ.
Кӑҫалхи форума 27 ҫӗршыв ҫыравҫи хутшӑннӑ, малашне Евразин 80 ҫӗршывне тата Раҫҫейӗн 86 регионне явӑҫтарма тӗллев тытнӑ.
«ЛиФФт» — фестивальсен фестивалӗ, ҫулсерен хӑватлӑн сарӑлса пыракан питӗ анлӑ проект. Вӑл Еврази халӑхӗсен, Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейи пулӑшнипе иртет, — пӗлтерчӗ Марина Карягина. — Кашни регион хӑй вӑйӗпе фестиваль журналне кӑларса тӑрать, унӑн авторӗсене пуҫтарса вырӑнти фестиваль ирттерет».
«Нумай чӗлхеллӗ ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне куҫарма пултарччӑр тесе хайлавсен базине йӗркелес тетпӗр», — пӗлтерчӗ Марина Карягина. Ӑна, сӑмах май, ку фестивале йӗркелӳҫӗсем эксперт пек ӗҫлеме, ӑсталӑх сехечӗ ирттерме йыхравланӑ. Пӗлтӗрхи кӗмӗл лауреат пулнӑ май, унӑн сӑввисене «Кӗмӗл кӗнекене» кӗртнӗ.
Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакансем чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратнӑ. Ял пуҫланса кайнӑ вырӑнта 2012 ҫулта юпа лартнӑ. Ун ҫине яла пуҫарса янӑ пӗр тӑван Ятман, Яруха, Ярсут тата Ярхун, ҫавӑн пекех Лашман ятсене ҫырса хунӑ.
Юпа лартнӑранпа ял ҫыннисенчен хӑшӗсем Ҫимӗк кунӗнче ҫӑва ҫинчен таврӑнсан юпа патне каяҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ялти хушматсем те унта куҫса пырса чи малтан тӗпленнӗ ҫынсен хушмачӗсемпе пӗр килеҫҫӗ: Ятманов, Ярухин, Ярзуткин тата Яргунов.
Юпа патӗнче ваттисене асӑнса йӗркелекен йӑлана Владимир Ярухин таврапӗлӳҫӗ ирттерет-мӗн.
Ӗпхӳри чӑвашсен «Хӗвел» центрӗ «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари И. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче «Салам—2018» фестиваль иртнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, чӑваш юррин тата ташшин республикӑри фестивальне йӗркеленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, мероприяти пирки маларах анонсланӑ.
Республика шайӗнчи фестиваль 13 сехетре пуҫланнӑ. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине тӑнӑ.
Чӑваш юррипе ташшин «Салам—2018» фестивальне Пушкӑртстанри халӑхсен туслӑх ҫурчӗн чӑваш культурин обществи, Ӗпхӳри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Уява хула ҫыннисене тата хӑнисене йыхравланӑ. Вырӑнтисем ирттерекен чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ уяв унӑн йӗркелӳҫисене ҫеҫ мар, унта хутшӑннисене те килӗшессе шанма май пур.
Тӗлӗнмелле хыпар тухрӗ. Иккен, «Хыпар» тепӗр хаҫата ҫатса ярасшӑн — Шупашкар районӗн хаҫатне — «Тӑван Ене». Хам ҫак район ҫынни пулнӑ май ку мана самай пӑшӑрхантарать.
«Тӑван Ен»-пе «Хыпар» икӗ пысӑк хаҫат. Иккӗшӗн те лайӑх енӗсем пур. Район хаҫачӗсене илсен «Тӑван Ен» уйрӑммӑн тарать — вӑл яланах чи лайӑххисен йышӗнче тӑнӑ. Журналистсен йышӗпе те, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе те. Сӑмахран, хаҫат сайтне тӑвасси, ҫӗнӗ дизайн ҫине куҫасси, ҫӗнӗ программӑсемпе усӑ курма тытӑнасси тӗлӗшпе вӗсем малта пыраҫҫӗ. «Хыпар» ку енчен ман шутпа юлсарах пырать. «Тӑван Ен» пысӑк хаҫат мар та ҫӗнӗллӗх кӗртме уншӑн йывӑр мар. «Хыпар» вара — пысӑк хаҫат, унӑн коллективӗ пӗчӗк мар, ҫӗнӗлӗхсене хӑвӑрт кӗртме те ҫавна пула йывӑртарах.
«Хыпарӑн» лайӑх енӗ — паллах, унӑн коллективӗ. Республика хаҫачӗ пулнӑран унта лайӑхрах журналистсем лекнӗ, лекеҫҫӗ те.
Икӗ пӗрешкел предприяти пӗрлешнӗ чухне яланах ыйту ҫуралать — хӑшӗ хӑшне ҫӑтса ярӗ. Юлашки вӑхӑтра влаҫрисем «Тӑван Ене» сахал мар тимлӗх уйӑрни курӑнать.
Патӑрьел райӑнӗнчи Сителте выпсарни кун ял-йышӑм тӑванлӑхпа ентешлӗх уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ.
Ҫак паллӑ кунпа ял-йыша сумлӑ та хаклӑ хӑнасем – районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Димитрий Выросов, «Сидели» общество ертӳҫи Александр Иванов, вырӑнти депутат Юрий Степанов, кӳршӗ ялӑн хисеплӗ гражданинӗ Иван Тихонов, Сителте ҫуралса ӳснӗ хӑна Иван Журавлев саламланӑ.
Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе чӑваш тумлӗ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ картине тӑрса илемлӗ те илӗртуллӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Ял халӑхӗшӗн самай тӑрӑшнӑ, нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлтан депутат тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Юрий Прискин ячӗпе волейбол турнирӗ ирттернӗ. Унта ялти спорта кӑмӑллакансенчен йӗркеленӗ пилӗк командӑра тупӑшнӑ. Ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те кӑсӑклӑ иртнӗ. Уяв хӗвел хыр вӑрманӗ хыҫне аничченех тӑсӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Тутарстанри парламентран ҫыру килнӗ. Унта чӗлхе ыйтӑвне хускатнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑнусем кӗртме сӗннине чарса лартма ыйтнӑ.
Шкулсенче тӑван чӗлхе предмета ачасене хӑйсен кӑмӑлӗпе вӗрентме ҫӗршыв Президенчӗ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Йошкар-Олара канашлу ирттернӗ чух каланӑччӗ. Республикӑсенчи тӑван чӗлхене ачасене хистесе вӗрентмелле мар текен шухӑша вӗренӳ ҫинчен калакан саккунтах йышӑнса хӑварасшӑн. Мускавран килекен ҫак сӗнӳ кирек хӑш наци хастарне те пӑшӑрхантарни вӑрттӑнлӑх мар.
Чӑваш парламентӗнче Тутарстанри ӗҫтешӗсен сӗнӗвне сессире пӑхса тухни вырӑнлипе вырӑнсӑрри пирки аптӑраҫҫӗ-мӗн. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна унтисем саккун проектне федералсем малалла сӳтсе явнипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен.
Пӗрремӗш ҫавра. Г.Н. Волков: «Яковлев ӳстерсе янӑ ҫын вӑл… Эп айӑплӑ халӑх умӗнче… Эп фальсификатор пултӑм…»
Чӑваш наци юхӑмӗ хухса та хухса пыни куҫкӗрет/куҫа кӗрет, куҫа тӑрӑнать… Раҫҫейри вырӑс мар чӗлхесене факультативлӑ вӗрентме пуҫласан чӑваш чӗлхин шӑпи паллӑ – типсе ларасси… Ик ҫул каялла ачана, Айтара, пӗрремӗш класа ӑсатрӑмӑр. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пуху хавхалантармарӗ. Халӑх кӑмӑлне пӗлес тесе, ачана амӑшӗпе хӑварса, пӗрремӗш хута, расписани-пӗлтерӳсем патне антӑм. Кунта чӑнах та шавлӑ хӗвӗшӳ. Сӑнаса итлеме пуҫларӑм. Пӗрле пуҫтарӑннӑ тӑватӑ чӑваш майри (ҫапла калап эп ытла капӑр тумланнӑ инкесем пирки) расписани умӗнче хыттӑнах хӑйсен кӑмӑлне палӑртаҫҫӗ: «Хӑҫан пӗтереҫҫӗ-ши ӗнтӗ чӑваш чӗлхи урокӗсене?!.» Хулари чӑваша чӑваш чӗлхи тарӑхтарать. Чӑваш пулса ҫуралнӑшӑн вара вӑл хӑй ӑшӗнче ҫут тӗнчене ылханасла тарӑхмаллипех тарӑхать. «Тутар тутара тӗл пулать – савӑнать, пушкӑрт пушкӑрта тӗл пулать те – савӑнать, чӑваш чӑваша тӗл пулать те – тутине тӑсать».
Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.
Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.
Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |