Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫывӑх вӑхӑтра 45 ҫулти хӗрарӑма явап тыттарӗ. Пуҫиле ӗҫе унта ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче усалланнӑ. Ун чухне вӑл пилӗк уйӑхри тӗпренчӗкӗпе пульницӑра сипленнӗ. Ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче ачана вӗлернӗ.
Пепки ҫине алӑ хума ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран тата ачи чирлӗ пулнӑран шухӑш тытнӑ-мӗн. Пӗчӗк ачан пилӗкмӗш теҫеткене ҫывхаракан амӑшӗ депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ май хӳтлӗхсӗррине пӗлсе тӑрса пӗчӗк ачана вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Паян 19:00 сехетсем тӗлне Шупашкарти Тӗп пасара хирӗҫ вырнаҫнӑ коллективлӑ сад лаптӑкӗнчи пӗр ҫурта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ.
Ҫулӑм самай вӑйлӑ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ те асӑрханӑ. Вут мӗнле сӑлтава пула тухнине хальлӗхе паллӑ мар. Ҫавах та ҫӗр лаптӑкӗ Тӗп пасарпа юнашар пулнине шута илсе, тата кунти ҫӗрсен хакӗ пысӑк пулнине пула, пушар тухнин сӑлтавӗ ӑна чӗртсе янинче те пулма пултарать.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм ҫӗнех мар ноутбукшӑн судпа айӑпланнӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинчи ноутбука шутран кӑларттарнӑ. Ҫав шутпа вӑл Етӗрне районӗнчи «Финанс тата хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтеркен центр» муниципалитетӑн хысна учрежденине компьютер юсавсӑрриҫинчен суя документсем тӑратнӑ. Тата хайхи ноутбукпа 7 ҫул усӑ курнине ӗнентерекен хут та унта илсе ҫитернӗ. Компьютера тӗрӗссипе 2014 ҫулта ҫеҫ кӑларнӑ. Унтан хӗрарӑм-пуҫлӑх ноутбука килне илсе кайнӑ.
Хаклах та мар япалана хапсӑннӑ хӗрарӑм халӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ҫитнӗ. Унтисем ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе ирӗкрен хӑтармасӑр 2 ҫуллӑха айӑпламалла тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен.
Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет рекламӑшӑн ята кӗнӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи , Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи темиҫе ял тӑрӑхӗ хӑйсен сайчӗсенче реклама шутланакан хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта «Атӑл» хӑна ҫурчӗ, «Россельхозбанк» акционерсен обществи, «Росгосстрах» страхлакан компанипе ҫыхӑннӑ хыпарсем пирки сӑмах пырать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел, Йӗкӗрвар, Ҫырмапуҫ, Иккӗмӗш Вӑрманкасси тата Вӑрнарпа Элӗк районӗсен администрацийӗсен сайтӗнче маларах эпир асӑннӑ организацисене рекламӑлакан хыпар лартнӑ. Ҫавӑ Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать.
Монополипе кӗрешекенсем реклама шутланакан хыпарсене сайтсенчен кӑларма хушнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 11 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Мачамӑш ялӗ ҫывӑхӗнче туй машинипе фура ҫапӑннӑ. «Лада Приора» вӑйлӑ сиенленнӗ. Иртсе каякан водительсем каланӑ тӑрӑх, авари вырӑнӗнче туй хӑйӑвӗсемпе илемлетнӗ машинӑсем тӑнӑ.
«Лада Приора» туй машинисен йышӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель машинӑсенчен иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл фурӑпа ҫапӑннӑ.
Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ шар курман. «Лада Приорӑра» малта ларакан пассажирка вара, 22 ҫулти хӗр, вилмеллех аманнӑ. Водительне вара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Мускав-Краснодар» рейспа вӗҫекен самолетра Шупашкар ҫыннине япӑх пулса кайнӑ. Ӑна «Армавир» клубӗн тухтӑрӗ пулӑшнӑ.
Самолетра пулнӑ 59 ҫулти Андрей Пивоваров икӗ туалет хушшинче ҫара уран ларакан арҫынна асӑрханӑ. Хӑйне япӑх туйнӑран лешӗ нимех те ӑнлантарайман. Футбол командин тухтӑрӗ самолета васкавлӑн анса ларма сӗнес патнех ҫитнӗ. Дон ҫинчи Ростов патне ҫитсен арҫын хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Хӑй Шупашкартан пулнине, Пакистанра ҫуралнине, Хура тинӗс хӗррине ҫемйи патне вӗҫнине пӗлтернӗ.
Каштахран вӑл тепӗр хутчен йывӑрланса кайнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратнӑ, мӑйӗ, ҫан-ҫурӑмӗ сӑлтӑртатнӑ. Тухтӑр массаж тунӑ, Су-Джок текен терапипе усӑ курнӑ. Халӗ арҫын тинӗс хӗрринче канать-мӗн, хӑйне аван туять.
Темиҫе кун каялла Тӑвай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫав кунах унӑн япалисене пӗве хӗрринче тупнӑ.
Арҫын путса вилни каярахпа ҫирӗпленнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 10 сехет те 25 минутра Мучар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере унӑн вилли ишсе тухнӑ. Ӑна ҫынсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Вӑл, ҫул-йӗр ӗҫченӗ, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫыннӑн кӗҫех ҫуралнӑ кунӗ ҫитмелле пулнӑ. Вӑл 35 ҫул тултариччен темиҫе кун ҫеҫ пурӑнса ҫитереймен.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.
Шупашкарти Ленин район сучӗ сутуҫӑна явап тыттарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗнче ӗҫленӗ 23 ҫулти сутуҫӑ хӑйӗн пӗлӗшӗсене пулӑшас тесе ята кӗнӗ.
Тӳресем тата тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа авӑнччен пулса иртнӗ. 30 ҫулхи пӗлӗшӗ (ӑна хӗрӗхри паллаканӗ сӗннӗ) ыйтнипе ҫамрӑк сутуҫӑ карас ҫыхӑнӑвӗн тытӑмӗнчи информацие копи туса илнӗ. Ҫавӑнта абонент ӑҫта, хӑҫан шӑнкӑравланине тата ҫав ҫын патне кам тата хӑҫан шӑнкӑравланине кӑтартакан информаци пулнӑ. Хӗре лешсем ахаль туман — тав сӑмахӗ вырӑнне укҫа тӳленӗ.
Правӑна пӑснӑ ӗҫшӗн хӗре ик ҫуллӑха ирӗкрен хупмасӑр хӑтарнӑ. Унӑн ҫулти паллаканне 11 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, виҫҫӗмӗшне — ҫулталӑклӑха ӗҫлеттермелле.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра шар курнӑ ачан ҫемйине ҫурт лартса парӗҫ. Ҫук-ха, тен, хваттер уйӑрӗҫ. Кун пирки уҫӑмлах каламан та, анчах ҫемьен ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас енӗпе тимлессине Чӑваш Енри Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ачан ҫемйи Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнать иккен. Ашшӗ тӑватӑ ачине пӗччен ӳстерет. Унпа этем правин хӳтӗлевҫи Надежда Прокопьева тата вырӑнти тӳре-шара тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне хайхисем ҫемьен ҫурт-йӗр условийӗ чаплах маррине, пӳрчӗ пӗчӗккине асӑрханӑ.
Аса илтерер, Муркаш районӗнчи хӗрачана Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫӗ РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫал пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине тӗрӗслеме пакунлине Мускавранах янӑ.
Элӗк районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын хӗре мӑшкӑлланӑ тесе шухӑшалаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пӗр ялта ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗрӗн кил-картишне кӗнӗ. Ӳсӗрскер ӑна пӳрте сӗтӗрсе кӗнӗ те вӑйпах ар ҫыхӑнӑвне кӗрттернӗ.
Кун хыҫҫӑн хӗр тухса тарнӑ, пулса иртни пирки тӑванӗсене пӗлтернӗ. Лешсем вара полицие шӑнкӑравланӑ. Пенсионера килӗнче тытса чарнӑ.
Ҫак арҫын 15 ҫул ытла тӗрмере ларнӑ. 1999 ҫулта ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн, мӑшкӑлланӑшӑн йӗплӗ пралук леш енне ӑсатнӑ. Унтан вӑл 2014 ҫулта тухнӑ. Палӑртмалла: арҫыннӑн татса пӗтермен айӑплав пур-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |