Чӑваш Ене «КовиВак» вакцинӑн 5 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Ҫитес вӑхӑтра «Фармаци» аптека бази вӗсене пульницӑсене валеҫсе парӗ.
Пӗтӗмпе 4950 вакцина илсе килнӗ. Вӑл хӑш медицна организацийӗнче пуррине пульницӑна шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Сывлӑх сыхлавӗн министерстви аса илтерет: прививка тума кайсан ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. Ятарлӑ пунктсенче вакцинациленме пулать. Вӗсем мӗнле графикпа ӗҫленине министерство сайтӗнче пӗлме май пур.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ачасем валли хатӗрленӗ вакцинӑна регистрациленӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗлекенскер «Спутник М» /«Гам-КОВИД-ВакМ»/ ятлӑ.
Ӑна «Спутник V» вакцинӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл икӗ компонентлӑ, иккӗмӗш укола пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 21 кунран тӑваҫҫӗ. Ку вакцинӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. 12-15 ҫулсенчи ачасене ашшӗ-амӑшӗ алӑ пусса ирӗк парсан ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. 15-17 ҫулсенчисен вара хӑйсен хут ҫырма ирӗк пур.
«Спутник М»-па раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вакцинацилеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2 ҫултан пысӑкрах ачасем валли вакцина хатӗрлемешкӗн тытӑнма сӗннӗ.
Чӑваш Енре QR-кодсене пула референдум ирттересшӗн. Пуҫаруллӑ ушкӑн республикӑри Тӗп суйлав комиссине ҫыру янӑ.
Референдумра халӑха QR-код кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн. Референдум иртӗ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ку ҫырӑва 15 кун хушшинче пӑхса тухӗҫ. Комисси ирӗк парсан ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче чылай учреждение QR-кодпа кӗртме тытӑннӑ.
Чӑваш Ене «СпутникV» вакцинӑн тепӗр пысӑк партийӗ килсе ҫитнӗ. Хальхинче – 53400 доза.
Ҫитес вӑхӑтра ӑна пульницӑсене пайласа парӗҫ. Сӑмах май, республикӑра халӗ 71 ятарлӑ пунктра кӑшӑлвирусран прививка тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 63 мобильлӗ бригада ӗҫлет.
Ку таранччен республикӑна 535 пин доза вакцина кӳрсе килнӗ. Вакцинаци курсне 429 пин ытла ҫын вӗҫленӗ. Ку республикӑра пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 55,7 проценчӗпе танлашать. Ревакцинацие 16 пин ытла ҫын тутарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑшӑлвирусран вакцинациленмен ҫынсене ӗҫлеме чарӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен вӗсене киле ярӗ, шалӑва тӳлемӗҫ. Анчах прививка туман ҫынна ӗҫрен кӑларса яма ирӗк ҫук.
Вакцинациленмен ӗҫченсене нимӗн те тӑваймӗҫ, анчах ӗҫпе тивӗҫтерекенсене явап тыттарӗҫ. Кам прививка тумасан та пултарать? Тин кана кӑшӑлвируспа чирленисем (6 уйӑх иртмен пулсан), сывлӑха кура вакцинациленме юраманнисем.
Декрет отпускӗнче, ачана пӑхмашкӑн отпускра ларакан ӗҫченсене ҫирӗп йӗркепе вакцианцилемӗҫ.
Ҫӗршывра кӑшӑлвирус инфекцийӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑран РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви харӑсах ковидран тата грипран прививка тума ирӗк панӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.
«Ку улшӑнусене «Спутник V» вакцинӑпа усӑ курмалли инструкцие кӗртнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ министерство. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, «Спутник V»-на грипран хӳтӗленмелли вакцинӑпа пӗрле тутарсан иммуногенноҫ сыхланса юлать.
Прививкӑсене кӗлеткен тӗрлӗ пайне тума юрать. Тӗслӗхрен, сылтӑм тата сулахай хулпуҫҫирен.
Кардиологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа йывӑр чирленӗ ача амӑшне сиплеҫҫӗ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑшӑлвируспа ача кӗтнӗ чухне чирленӗ. Сывлӑхӗпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑран ӑна вӑхӑтсӑр ҫураттарнӑ. Хӗрарӑма пурнӑҫне тытса пыракан аппаратпа сывлаттараҫҫӗ.
Халӗ ӑна талӑкӗпех тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: хӗрарӑм кӑшӑлвирусран прививка тутарман. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче ача кӗтекен хӗрарӑмсене 22 эрне хыҫҫӑн вакцинациленме ирӗк панӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене кӑшӑлвирусран прививка тунӑшӑн укҫа параҫҫӗ. Кун пирки университет «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Вакцинациленнисене 1500 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку укҫана тӳлевлӗ вӗренекен студентсем те илееҫҫӗ. 1500 тенке ку вӗренӳ ҫулӗнче пӗр хутчен илме май пур. Студент билечӗ тата вакцинациленнине ӗнентерекен сертификат ҫеҫ кӑтартмалла.
Кирлӗ документсене тӑратнӑ стедентсене укҫана стипендипе пӗрле парӗҫ.
Чӑваш эстрада юрӑҫи Типшӗм Сашук кӑшӑлвирусран прививка туни пирки юрӑ ҫырнӑ. Видеона вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче вырнаҫтарнӑ.
Артист «Спутник V» прививка пирки юрлать. «Мана пофиг! Ачасем, эп прививка тунӑ» шӑрантарать вӑл. Прививка тутарманнисем ҫырмара кальян туртни пирки, вакцинациленнисем ресторанра какай ҫини пирки сӑмах пырать юрӑра.
Сӑмах май, Типшӗм Сашук ҫӗртме уйӑхӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑшӑлвирусран прививка тунӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисене Осипов ячӗллӗ Пӗрремӗш хула больницинче кӑшӑлвирусран прививка тӑваҫҫӗ. Анчах ку вӗсемшӗн тӳлевлӗ. «Спутник Лайтпа» укол тума 707,1 тенкӗ. Икӗ компонентлӑ вакцинӑпа тӑвас тӑк пӗр дозӑшӑн 419,9 тенкӗ кӑларса хумалла.
МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 4213 ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнать. Вӗсенчен 1118-шӗ ӗҫлет.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывран килнӗ 604 студент кӑшӑлвирусран прививка тума кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |