Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьера хатӗрленӗ. Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, куракансене «Ылтӑн кӗрӳ» камите йыхравлаҫҫӗ.
Спектаклӗн тӗп сӑнарӗсене, Александр Петровичпа Борис Мокроусова, пӗрлехи ӗҫ ҫыхӑнтарать. Александрпа мӑшӑрӗ хӑйсен хӗрӗ валли хӑйсем пек пуяна тупса парасшӑн. Анчах Анжела хӗрӗ агроном пуласшӑн. Хӗрӗн каччисене унӑн ашшӗпе амӑшӗ ала витӗр кӑлараҫҫӗ. Ку камит епле вӗҫленнине ӗлме театра ҫитсе килмелле.
Камит авторӗсем — Александр Пӑртта тата Вячеслав Оринов. Спектакле режиссер пулса Оринов хӑй лартнӑ. Художникӗ — Лариса Комиссарова.
Рольсенче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова тата ыттисем пулӗҫ.
Кӑҫал Михаил Лермонтов ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май республикӑра та тӗрлӗ мероприяти иртет. Нумаях пулмасть Пукане театрӗнче Михаил Лермонтовӑн «Ашик-Кериб» юмахӗн премьери пулнӑ.
Тумсем, сӑнарсем, кӗвӗ… Йӑлтах Хӗвелтухӑҫа аса илтерет. Ҫак юмах тӑрӑх хатӗрленӗ постановкӑсене Раҫҫейри театрсенче пӗрре мар лартнӑ. Юрий Филиппов режиссер вара пукане спектаклӗ тума шухӑшланӑ.
Декорацие Казахстанри Асия Курманалина ӳнерҫӗ хатӗрленӗ. Вӑл тумсене пуканесем валли кӑна мар, актерсем валли те хатӗрленӗ.
Пукане театрӗнче ку сезонра — виҫҫӗмеш премьера. Ҫавӑнпа актерсен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тивнӗ. «Ашик-Кериб» спектакль кӗвӗллӗ пулса тухнӑ. Андрей Галкин композитор Хӗвелтухӑҫ кӗввине кашнин патне илсе ҫитерме тӑрӑшнӑ.
Спектакльте ҫамрӑк актер Петр Петров вылять. Вӑл культура институтӗнче вӗренет. Петр театрта виҫҫӗмӗш роле калӑплать.
Ашик-Кериб — чухӑн юрӑҫ, Магуль-Мегери паянсен йӑхӗнчи хӗре юратать. Анчах ашшӗ пикене чухӑна качча памасть. Ашик-Кериб тухса каять, пуйса таврӑнма шантарать. Пике савнине 7 ҫул кӗтет… Юмах лайӑххипе вӗҫленет.
«Синяя-синяя речка» пьесӑна Раҫҫейре икӗ театрта ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Паян вӑл Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче пулнӑ. Спектакле Владимир Красотин хатӗрленӗ.
Пьесӑна ҫитес ҫул Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа сцена ҫине кӑларнӑ. Пьесӑра йӑлтах кӑн-кӑвак юханшыв хӗрринче пуҫланать…
«Синяя-синяя речка» - Борис Вахтинӑн паллах мар пьеси. Ӑна вӑл 1967 ҫулта ҫырнӑ. Постановкӑна темиҫе хут ҫеҫ лартнӑ. Малтанах вӑл «Сны об абсолютно счастливой деревне» ятлӑ пулнӑ.
Пьесӑра вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи вӑхӑтсене сӑнланӑ. Вӑл юрату ҫинчен. Полинӑпа Михеев пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ. Анчах туй хыҫҫӑн вӗсен уйрӑлма тивет — вӑрҫӑ пуҫланать. Упӑшки фронтра вилет, Полина ачисемпе пӗчченех юлать. Йывӑрлӑха парӑнтарма ӑна пурнӑҫа ҫав тери юратни пулӑшать.
Мускав театрӗн режиссерӗ Владимир Гришанин Вырӑс драма театрне килсен ку пьесӑна суйлани шикленӳллӗ, пысӑк яваплӑ утӑм пулнине палӑртнӑ. Пьеса — йывӑр, философиллӗ.
Постановкӑна пӗтӗм труппа хутшӑннӑпа пӗрех. Чӳк уйӑхӗнче Вырӑс драма театрӗн ӗҫне пӗтӗм тӗнчери «Туслӑх кӗперӗ» фестиваль жюрийӗ хаклӗ. Вӑл Йошкар-Олара иртӗ.
Ыран Мари Элти Шкетан ячӗллӗ наци драма театрӗнче хальхи вӑхӑтри чӑваш драматургӗн, Арсений Тарасовӑн, «Мунча кунӗ» пьеси тӑрӑх «Монча кечын» премьера кӑтартӗҫ.
Пьеса авторӗ ӳнерӗн ҫак енӗпе ӗҫлекен ҫармӑсри пултарулӑх ҫыннисене палланине пытармасть. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченех пӗлет иккен. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн хальхи режиссерӗпе, Иосиф Дмитриевпа, кӳршӗллӗ республикӑна спектакль курма кайнине те вӑл кӑмӑлтан аса илет. Ҫавӑн чухне Геннадий Гордеев драматургпа, сӑмахран, паллашса-туслашса кайнӑ. Гордеев паян унти Ҫамрӑксен театрӗнче литература пайне ертсе пырать. Ҫармӑссем хӑйсем те пирӗн пата Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльсене курма килсе ҫӳренӗ. Ҫавӑн пек чухне кӑмӑлланӑ та вӗсем «Мунча кунӗ» спектакле. Хайлава маларах асӑннӑ Геннадий Гордеев ҫармӑсла куҫарнӑ. Унти наци драма театрӗ вара куракан патне ҫитерес тенӗ.
«Мунча кунӗ» хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра та пырать. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑччӗ. Режиссер пулса ӑна куракан патне театрӑн ӳнер ертӳҫи Валерий Яковлев хӑй ҫитернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ.
Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ.
Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ.
Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.
Юпан 6-мӗшӗнче «Атӑл» кинотеатрта «Куратор» фильмӑн премьери пулнӑ. Ӑна Владимир Синяев режиссер ӳкернӗ, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем тӗп рольсене вылянӑ.
Фильмра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑннӑ. Куратор рольне техникум вӗрентекенӗ Владимир Купцов вылянӑ.
Тулли метражлӑ фильм — колледж студенчӗсем тата вӗсен наставникӗсем пирки. Ӑна ҫулталӑк каяллах ӳкерме тытӑннӑ.
Фильма курнӑ 200 ҫын ӑна лайӑх хак панӑ. Ҫитес вӑхӑтра унпа ыттисем те паллашма пултарӗҫ-тӗр. Ӑна Чӑваш Енри телеканалсенчен пӗринче кӑтартасшӑн.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулчӗ. «Ашшӗн ачисем» спектакле курма халӑх чылай пухӑнчӗ.
Спектакль режиссерӗ — Валерий Карпов. Ӑна Сергей Найденовӑн «Дети Ванюшина» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Порфирий Афанасьев куҫарнӑ.
Драмӑра вӑтам пурӑнакан ҫемьене сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫемье пуҫӗ Ванюшин пӗр вӗҫӗм укҫа ӗҫлесе илесси ҫинчен шухӑшлать, ачисем епле ӳссе ҫитӗннине те курмасть. Пӗр ҫемьери 6 ача пӗр-пӗриншӗн — пачах ют. Пурте укҫашӑн. Ашшӗ курпунлӑ хӗрне Клавдие укҫа парса качча ярать. Людмилӑна та ҫапла майпа путсӗр арҫынна парса ярать. Константин — хытӑ чунлӑ ҫын. Вӑл та укҫа ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать. Костьӑна иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ юратса пӑрахать, унӑн ҫие юлать. Хӗре намӑслантарса килтен кӑларса яраҫҫӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Алексей ҫеҫ укҫашӑн хапсӑнмасть. Ӑна ку килте сывлама та йывӑр.
Пӗр кунхине Ванюшин арӑмӗпе чунне уҫса калаҫать. Вӑл ӗмӗрӗпех ачисемшӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Вӗсене ятланӑ, анчах чунӗ епле ҫуннине никам та курман. Юлашкинчен Ванюшин ӑсран тайӑлма тытӑнать. Константин киле пулас арӑмне илсе килет.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗн концерт залӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин черетлӗ сезон уҫӑлнӑ. Ҫак кун Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗпе пӗр килнӗ. Уява пуҫарма хӑй вӑхӑтӗнче Дмитрий Шостакович композитор сӗннӗ.
Концерт программине Ф. Шубертӑн 8-мӗш симфонийӗпе уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн Дж. Россинин «Сорока-воровка» оперин увертюри янӑранӑ. Иккӗмӗш пайра К. Орфӑн «Бернауэрин» хайлавӗ куракана савӑнтарнӑ. Ӑна пирӗн ҫӗршывра иккӗмӗш хут кӑна куракан патне ҫитернӗ. Чи малтан ӑна Питӗрте 2005 ҫулта янӑратнӑ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл — премьера. Бавари пьеси композиторӑн юратнӑ хайлавӗ пулнӑ. Унӑн никӗсӗнче — Агнесс Бернауэрин герцогиня пирки калакан легенда. Тухатмӑш тесе суя сӑмах кӑларнӑ хыҫҫӑн ӑна Танайра (Дунайра) путарса вӗлернӗ. Халӗ вӑл — Баваринчи чи хисеплӗ сӑваплӑ ҫынсен шутӗнче. «Бернауэрин» хайлава симфони оркестрӗ тата симфони капеллин хорӗ, «Классика» муниципалитетӑн юрӑ капелли янӑратнӑ. Солисчӗсем — Юлия Маркитанова (сопрано), Василий Николаев (тенор), Алексей Петров (баритон), Динара Юнисова (сопрано), вулаканӗ — Екатерина Александрова. Дирижерӗ — Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Шупашкарти театрсем премьерӑсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, сезон уҫӑласси те инҫех мар-ҫке.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансем валли тӑватӑ премьера хатӗрлет. Артистсем отпускран таврӑнсан чи малтанах иртнӗ сезона пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: иртнӗ сезонра, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра, Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль чи лайӑххи пулнӑ. Нина Яковлева вара хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан ятне илнӗ. «Мунча кунӗ» спектакль Ӗренпурта Атӑлҫи федераци округӗнчи театрсен фестивалӗнче чи интереслӗ 5 спектакль йышне кӗнӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран Алексей Писемский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Синкерлӗ шӑпа» спектакль премьери пулӗ. Хайлава чӑвашла Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер куҫарнӑ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Художник-постановщикӗ — Светлана Зверева, костюмсен художникӗ — Анастасия Донова.
«Синкерлӗ шӑпа» пьесӑри ӗҫсем 1862 ҫулта вырӑс ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ананий ятлӑ хресчен унччен Питӗр хулинче темиҫе ҫул пурӑннӑ. Суту-илӳпе аппаланса пурӑннӑ май ачасӑр ҫамрӑк арӑмне вӑл тӑтӑшах укҫа-тенкӗ ярса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ананий мӑшӑрӗ Лизавета улпута ҫыхланса кайнӑ. Вӗсен ача та ҫуралнӑ. Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсем пирки спектакле курнӑ хыҫҫӑн пӗлме май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |