Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: машинӑсем

Пӑтӑрмахсем
t.me/police_sochi сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/police_sochi сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енрен Краснодар тӑрӑхӗнчи Сочи хулине канма кайнӑ арҫын унти 10 машина чӳречине ватса пӗтернӗ. Пуҫтаха вырӑнти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.

Чӑваш Енри 51 ҫулти арҫын Дагомысск урамри 10 машина кантӑкне ватнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ӳсӗр пулнӑ иккен..

Арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/police_sochi/7638
 

Пӑтӑрмахсем
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче сӗмсӗр водитель шар курнӑ. Хӑй мар-ха. Машини сиенленнӗ.

Инкек Шупашкарти Машина тӑвакансен урамӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах видеорегистратор ҫине ӳкнӗ.

Ҫул ҫинчи инкекре Chevrolet Niva тата Toyota Camry автомобильсем шар курнӑ. «Тойота» ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен сулахай енне пӑрӑнса кӗнӗ. Ҫав самантра «Нива» ун ҫине пырса кӗнӗ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енре «Победа 80» (чӑв. Ҫӗнтерӳ 80) авточупу иртнӗ. Унта хутшӑннисене салтак пӑттипе сӑйланӑ.

Авточупӑва республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Республикӑри ветерансен канашӗпе (ертӳҫи — Генрих Васильев) йӗркеленӗ. Авточупӑва республикӑн тӗрлӗ районӗнчи 80 автомобиль тата 160 ытла ветеран хутшӑнна.

Мероприятие республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Лариса Арсентьева, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов, Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ директорӗ Светлана Милкина саламланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхине йӗрке хуралҫисем кроссовера асӑрханӑ. Калинин урамӗнче «Audi Q5» автомобиль ҫул ҫинче йӗркеллӗ пыманнине сиснӗрен ӑна чарас тенӗ.

Пакунлисем водитель ӳсӗррине сиснӗ. «Город грехов Чебоксары» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӑйӗн пӗлӗш-тусӗпе хӑратма хӑтланнӑ, унта-кунта шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем пӗрех кирлӗ хутсене шӑрҫаланӑ.

Кроссовер водителӗ патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен профсоюзӗн председателӗ Василий Харитонов пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Лексус икӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.

Асӑннӑ машина «Лента» суту-илӳ ҫурчӗ енчен «Шупашкар» универмаг енне ҫул тытнӑ чухне «53-мӗш шкул» патӗнче ҫула май пыракан икӗ ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «VW Polo» тата «Opel Astra» машинӑсем сиенленнӗ. Унтан кроссовер ҫул варринчи тимӗр карта ҫине пырса кӗрсе чутах ҫаврӑнса ӳкмен. Апла пулин те вӑл малалла васканӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пурӑнакансем хӑш-пӗр автомобилист хӑйӗн машинине Ҫӗнтерӗве 40 ҫул скверӗнче лартма юратнине асӑрханӑ. Хастарсем кун пирки ҫул-йӗр инспекторӗсене систернӗ.

Пакунлисем тӗрӗслеме вырӑна пырса ҫитнӗ. Темиҫе машинӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ мемориалпа юнашар тротуар ҫине лартса тухнине йӗрке хуралҫисем хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ.

4 водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ май вӗсене пиншер тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 8 сехет ҫитеспе Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 83-мӗш ҫурт тӗлӗнче 9 ҫулти ача инкеке лекнӗ.

Ача ҫав вӑхӑтра светофорӑн ирӗк паракан ҫутипе ҫул урлӑ каҫнӑ. Самокатпа пыраканскер ҫине «Лада Икс-рей» автомобиль пырса кӗнӗ. Вӑл та светофорӑн ирӗк паракан ҫутипе пӑрӑннӑ.

Ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненсе машинине сутса янӑ, унсӑр пуҫне вӑл пухса пынӑ укҫана ҫеҫ мар, ҫынтан кивҫен илсех такамсене куҫарса панӑ. Ҫапла вара вӑл 3 миллион та 400 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Унччен хайхипе ултавҫӑсем икӗ эрне ытла ьтелефонпа калаҫса пурӑнна. Вӗсем хӑйсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тесе те паллаштарнӑ, Тӗп банкра ӗҫлетпӗр тесе те ӗнентернӗ. Вӗсем ӑна Украинӑна укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та пӑтӑрмах.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта 38 ҫулти хӗрарӑма Мари Элтан килнӗ арҫын таптаса кайнӑ.

Инкек Университет урамӗнче 13 сехет 40 минутра пулса иртнӗ.

Ҫуран каҫакансене иртмелли ҫулпа каҫакан 38 ҫулти хӗрарӑма Мари Элтан килнӗ 52 ҫуоти арҫын «Лада Калина» машинӑпа пырса кӗнӗ.

Шар курнӑ хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Пӗлтӗрхи кӗркунне Сӗнтӗрвӑрринче автошкулсенчен пӗрин директорӗ «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ.

«Рено Дастер» рулӗ умӗнчи арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк условийӗ начар пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫул урлӑ каҫакан ҫынна курман.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫынсем ҫул урлӑ каҫнине курма пултарнӑ, анчах машина хӑвӑртлӑхне чакарман. Хӗрарӑм сывлӑхне вӑл пысӑк сиен кӳнӗ.

Автошкул директорне суд 1 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, анчах водитель правине туртса илмен.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 50
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 28

1915
111
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
43
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи