Чӑваш Республикинче Ҫамрӑксен правительствине йӗркелеҫҫӗ. Ҫавна май конкурс ирттереҫҫӗ. Ӑна комисси йӗркелесе пырать.
ЧР Ҫамрӑксен правительстви — ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи канашлу органӗ. Вӑл ытларах общество ӗҫӗсемпе тӑрӑшӗ.
Конкурса пултаруллӑ тата пуҫаруллӑ ҫамрӑксене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Документсене Чӑваш Республикинче пурӑнакан 18–30 ҫулсенчи яш-хӗр тӑратма пултарать.
Кандидатсен докуменчӗсене нарӑсӑн 5–28-мӗшӗсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 35-мӗш пӳлӗм.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Пӗрремӗшӗнче конкурс комиссийӗ ҫыру (проект) ӗҫӗсене тишкерӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче иртӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта, ака уйӑхӗн 9-30-мӗшӗсенче, кандидатсемпе калаҫу иртӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене хӳтӗлӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2015» конкурс ирттерет. Кӑҫалхи тӗп тема — «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗрремӗш ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Е.И.Ефремовӑн тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин М.В.Симаковӑн пултарулӑхӗсем.
Конкурса ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: алӗҫ пултарулӑхӗ, ӳнер, сочиненисем тата сӑвӑсем. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен музейра кашни кун, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 9–17 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Адрес — Кӳкеҫ поселокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш ҫурт.
Конкурса ӗҫсем килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӑна Шупашкарти 60-мӗш шкул ачисем ярса панӑ. Сӑмах май, кунашкал конкурс 6-мӗш хут иртет.
Тулай чӑвашӗсем вӑхӑта ахаль ирттерменни, унти йӑхташӑмӑрсене пӗтӗҫтерме тӑрӑшни пирки «Чӑваш халӑх сайчӗ» унччен те хыпарланӑччӗ.
Тольяттинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ ирттерме шут тытнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен автономин ертӳҫине А.П. Бикмурзин ячӗпе заявка памалла. Унпа 89272688113 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Автономин секретарӗ Н.В. Панфиленко та заявка йышӑнать. Унӑн телефон номерӗ — 89372309634.
Тольяттинче конкурсра ҫӗнтернисем каярах Самар хулинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ чӑвашла юрлакан ачасен республикӑри «Мехел» IX телекурав конкурсне хутшӑнмашкӑн заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ.
Ӑмӑрту виҫӗ ӳсемпе иртӗ: 6-9, 10-13, 14-17 ҫултисем. Икӗ номинаци пулӗ: «Пӗччен юрлани» тата «Ансамбльсемпе хорсем». Конкурсҫӑсен чӑвашла юрӑ юрламалла.
Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 25-мӗшӗччен памалла. Ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 9-мӗш ҫурт (Чӑваш патшалӑх филармонийӗ), 419-мӗш пӳлӗм. Заявкӑсене 62-43-69 номерпе факспа та йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-11-05.
Списока тата кам хыҫҫӑн кам сцена ҫине тухмаллине Чӑваш патшалӑх филармонин сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче «Хавхалану ҫӑлкуҫӗ» конкурс иртнӗ. Концерта Литература тата Культура, К.В.Иванов ҫулталӑкӗсене, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Сцена ҫине Лаш Таяпари «Тайпи», Яманчӳрелти «Эткер», Шӑмалакри «Туслӑх» тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Чи асли, 75 ҫулти Т.Мустаева, хӑй ҫырнӑ «Савнӑ ялӑм» сӑввине вуланӑ. 7-ри А.Доброхотов хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. «Шурчул» тата «Хаваслӑ хуткупӑс» ансамбльсем хальхи чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ.
«Тайпи» фольклор ушкӑнӗ «Таса уйра» юрӑ шӑрантарни куракансен асӗнче чылайлӑха юлӗ. «Асамат», «Ру-ре», «Уличные танцоры» ташӑ ушкӑнӗсем куракансене ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Жюри И.Сметанина «Нарспи» поэмӑна вуланине те хакланӑ. Е.Казначеева «Фронта янӑ ҫырусем» инсцинировка кӑтартнӑ.
Сӑнсем (26)
Республикӑри ял-хулана ҫутӑпа чи хитре капӑрлатнине палӑртма ирттернӗ республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса мунципалитетсенчен 17 заявка тӑратнӑ. Тӳресене конкурсантсен шухӑшӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, йӑлана кӗмен техника меслечӗсемпе усӑ курни тӗлӗнтернӗ. Пӗчӗк кӑна ялсенче те илеме туйнине палӑртнӑ вӗсем.
Капла конкурса ирттерме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗннӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе капӑрлатнине ӗнентерме муниципалитетсем фотоӳкерчӗксем те, видеоматериалсем те ярса панӑ.
Конкурса хутшӑннисене пилӗк ушкӑна пайласа хакланӑ. Республика пӗлтерӗшлӗ хуласем хушшинче Шупашкар ҫӗнтернӗ, район пӗлтерӗшлисенчен — Куславкка. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ та конкурса палӑрнӑ. Икӗ номинаципе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман, мӗншӗн тесен пӗрер заявка кӑна пулнӑ. Заявка тӑратнисем — Вӑрнар поселокӗ тата Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗ.
Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ кӑҫал та «Чи лайӑх атте» хула конкурсӗ ирттерет. Ҫапла, тӗрӗсех, кӑҫал та. Мӗншӗн тесен унччен те ун пеккине йӗркеленӗ.
Конкурс Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче иртмелле.
Мероприятин тӗп тӗллевӗ ашшӗн ҫемьери, ачасене воспитани парассинчи вырӑнне кӑтартасси теҫҫӗ. Мероприятие ашшӗ кӑна мар, унӑн ҫемйин хутшӑнмалла.
Конкурса хутшӑнас текенсен хӑйсен кӑмӑлӗ пирки Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 408 пӳлӗме ҫырупа е kult@gcheb.cap.ru электрон адреспа шӑрҫаласа пӗлтермелле.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс пирки пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи Литература, Константин Иванов ҫулталӑкӗсене тата издательство 95 тултарнине халалланӑ.
Конкурса Чӑваш Енри кӑна мар, чӑваш чӗлхине вӗренекен ытти регионти ачасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланакан ытти ачан та ку ӑмӑртура хӑйне кӑтартма май пур. Конкурса хутшӑнакансене ҫулне кура ҫапларах уйӑрнӑ: 6–12 ҫултисем, 13–15-рисем, 15–18-тисем.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса кӑҫал ҫак номинаципе йӗркелеҫҫӗ:
1. «Кӑсӑклӑ кӗнеке» темӑпа сочинении е калав ҫырмалла.
2. «Литературӑри манӑн юратнӑ сӑнар» ӳкерчӗк.
3. «Вулама сӗнетӗп!» темӑпа плакат, буклет, листовка е календарь.
4. «Ача аллипе ӑсталанӑ кӗнеке» номинацие хутшӑнас тесен ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсен, калавсен, заметкӑсен, очерксен кӗнекине алӑпа хатӗрлемелле. Кӗнекен хуплашки, ячӗ, автор тата художник-иллюстратор ҫинчен ҫинчен калани кирлӗ.
5. «Кӗнеке — пирӗн ҫемьери чи лайӑх тус». Кунта кӗнеке этем пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни пирки эссе ярса парасса кӗтеҫҫӗ.
6. Конкурса хутшӑннӑ чух 2010–2014 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнексемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пирӗн портала йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитет. Ҫак 10 ҫул хушшинче чӑваш чӗлхи тӗнче тетелне кӑштах та пулин кӗчӗ теме пулать. Ҫавах та ҫителӗклех мар. Кӑна лайӑхлатас тӗллевпе тата Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттерес терӗмӗр, ӑна «Шурӑ сӑнӑ» ят патӑмӑр.
«Шурӑ сӑнӑ» конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — харпӑр ҫынсем те, ушкӑнпа та. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать — чи кирли вӑл чӑвашла пулни. Хутшӑнакан сайтсене эпир — хаклав комиссийӗ — темиҫе критерипе хаклӑпӑр. Тӗп шайра: актуаллӑх, илемлӗх, калӑплав. Ҫавӑн пекех орфографи йӑнӑшӗсене тишкерӗпӗр (уйрӑм е пӗрле ҫырассине шута хумасӑр!), сайтпа карас телефонӗпе меллӗ усӑ курма май пуррине, ятарлӑ домен пуррипе ҫуккине, сайт мӗн вӑхӑт хушши ӗҫленине. Конкурсӑн пӗтӗм уйрӑмлӑхӗсемпе тӗпрӗнрех унӑн положенийӗнче паллашма пулать.
Сайтсене ҫурлан 3-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Пӗтӗмлетӗве авӑнӑн 7-мӗшӗччен пӗлтеретпӗр. Чыслава хӑҫан ирттересси пирки каярах паллӑ пулӗ.
Пурӗ 3 вырӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет.
Роберт Бернс поэта халалланӑ фстивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Пӗри — ачасен ӳкерчӗкӗсен «Юмахри Шотланди» конкурс тата сӑвӑ вулакансен «Манӑн чӗре — тусем ҫинче» конкурсӗ.
Фестивале Мускаври Scottish SpiritS пултарулӑх ушкӑнӗ пӗрремӗш хут хутшӑнать. Вӑл ачасене «Зеленое знамя фей» (чӑв. Фейӑсен симӗс ялавӗ) интерактивлӑ Шотланди юмахне кӑтартӗ.
Мускаври паллӑ аккордионист Анатолий Исаев та фестивале хутшӑнӗ. Шотланди культурипе шупашкарсем кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пуллашма пултараҫҫӗ. Унти 11-мӗш шкулта музыкӑпа литература каҫӗ йӗркелӗҫ.
Фестиваль пӗрремӗш хут иртмест. Ун пирки официаллӑ сайтӗнче ытларах пӗлме пулать: http://scotincheb.jimdo.com.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |