Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Элтепер

Республикӑра

Республикӑри 3 районта кафе-ресторана хупма пултараҫҫӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ.

Сӑмах Улатӑр, Комсомольски тата Патӑрьел районӗсем пирки пынӑ. Унта чирлекенсем нумай, вакцинациленнисем вара сахал. Ҫак виҫӗ районта кафе-ресторанра ӗҫлекенсен 17 проценчӗ ҫеҫ кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ. Улатӑрта ковид-госпитальсенче койкӑсем пӗтнӗ. Пациентсене Патӑрьел районне илсе каяҫҫӗ.

Лару-тӑру улшӑнмасан ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак районсенчи апатлану предприятийӗсене 1-2 эрнелӗхе хупма пултарассине каланӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Оперштаб ларӑвӗнче ҫынсем транспортра маскӑсар ҫӳрени пирки те калаҫнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлсах пынӑ май общество транспортне пырса тивекен йышӑну та тунӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев автобуссемпе троллейбуссенче, маршруткӑсенче ҫынсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеме хушнӑ.

«Транспорт япӑх ӗҫлени пирки ҫӑхав нумай, ҫавна май халӑх нумай пухӑнать. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ халӑх тетелӗсенче халӑх маска тӑхӑнманни пирки ҫырнисене вулатӑп», - тенӗ Олег Алексеевич.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74747
 

Республикӑра
 бизнес-трейд.рф сайтри сӑн
бизнес-трейд.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫӑкӑр хакӗ ӳснине кӑҫал тыр-пул тухӑҫӗ пӗчӗк пулнине, ҫавна май унӑн хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку Раҫҫейӗпех палӑрать: типӗ ҫанталӑк тӑнӑран тыр-пул ӑнса пулман.

ЧР Правительство ҫуртӗнче ҫӑкӑр пӗҫерекен, ҫӑнӑх хатӗрлекен предприятисен тата суту-илӳ сечӗсен элчисемпе тӗлпулу иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӑкӑр хакне ӳсессине чаракан хушма мерӑсем хатӗрлеме сӗннӗ. Лару-тӑрӑва ҫӑнӑх хатӗрлекенсем урлӑ йӗркелеме сӗнеҫҫӗ: вӗсене ҫӑнӑх хакне пӗр шайра тытса тӑмашкӑн субсиди уйӑрмалла. Кун валли мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртмалла.

Олег Николаев хушнипе Ял хуҫалӑх министерстви тӑватӑ енлӗ килӗшӳ хатӗрлӗ: ку Чӑваш Ен Правительствине, ҫанӑх хатӗрлекенсене, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене тата суту-илӳ сечӗсене пырса тивет.

 

Политика

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫма пултарасси, ӑна РФ Президенчӗн полпречӗн пуканне парасси пирки сас-хура пирки пӗлтернӗччӗ.

Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 158-мӗш хушупа килӗшӳллӗн, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса тӑнӑ. Хушу вӑя кӗнӗ.

Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Петр Чекмарева полпред должноҫӗнчен кӑларнӑ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Ладыкова администраци пуҫлӑхӗнчен вӑхӑтран маларах кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ ҫӗнӗ чару мерисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем нумай килеҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май Олег Николаев тӳрӗ лини ирттерме палӑртнӑ.

Тӳрӗ линие вӑл ыран тухасшӑн. Ун чухне вӑл халӑх тетелне килнӗ ыйтусене уҫӑмлатӗ. «Ыран кирек мӗнле вӑхӑтра тӳрӗ лини тухма хатӗррине пӗлтеретӗп. Ӑна нумай ҫын итлетӗр», - тенӗ Олег Алексеевич.

Элтепер кӑшӑлвирус сарӑлнине пула йышӑннӑ ҫӗнӗ чару мерисем, ҫак амакран хӳтӗленмелли тӳлевсӗр вакцинаци тавра калаҫасшӑн.

 

Республикӑра
sharij.net сайтри сӑн
sharij.net сайтри сӑн

Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула Чӑваш Енре ҫӗнӗ чарусем вӑя кӗреҫҫӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Малашне кафе-ресторана, культура учрежденийӗсене кӗнӗ чухне, спорт тата массӑллӑ мероприятисене кайсан кӑшӑлвирусран прививка тунине ӗнентерекен QR-код ыйтма пуҫлӗҫ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, кун пек тума май пур: вакцинациленнисене йышӗ самай.

QR-кода Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн сарӑмӗнче кӑтартмалла е хут ҫине пичетлемелле. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Сывлӑхпа спорт кунӗнче, ӑна кӑтартсан ҫеҫ кӗртӗҫ. Хальлӗхе ку йӗркене 13 спорт учрежденийӗ пӑхӑнать.

 

Культура
Драма театрӗнчи тӗлпулу
Драма театрӗнчи тӗлпулу

Чӑваш Енре культурӑпа ӑслӑлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ параҫҫӗ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ ҫынсем ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе илсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнер, культура тата ӑслӑлӑх енӗпе пултаруллисене ҫулталӑклӑха стипендипе те хавхалантараҫҫӗ.

Ӳлӗмрен ҫав укҫасен виҫи ӳсӗ. Ку хыпара нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. 2022 ҫлхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн укҫа виҫи хальхи 3 пин тенкӗрен 5 пин тенке ҫитӗ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре урамра баскетболла вылямалли центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑна пӗр банк пулӑшнипе хута янӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак центр тӗнче шайӗнчипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ, ҫавна май унта кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑмӑртусем ирттерме пулать. Унашкал вырӑн Чӑваш Енре тек ҫук.

Кунашкал центрта кирек кам та Олимп вӑййисен спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пултарать. Кунта классика баскетболӗпе те ӑмӑрту ирттерме май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74343
 

Спорт

Шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидоровӑна тата унӑн тренерне Светлана Абрамовӑна Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине пама йышӑннӑ. Хушӑва авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Аса илтерер: Анжелика Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Куншӑн ӑна Чӑваш Ен 1,2 миллион тенкӗ преми памалла. Тренерне Светлана Абрамовӑна – 600 пин тенкӗ.

Унччен спортсменкӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Мускав правительствинчен вӑл 2,5 миллион тенке тивӗҫӗ. Раҫҫей правительствинчен те ҫавӑн чухлех парӗҫ. Вӑл ӑмӑртусенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.

 

Республикӑра
theslide.ru сӑнӳкерчӗкӗ
theslide.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.

Чӑн та, пирӗн пӗчӗк тӑрӑхӑмӑртан ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ тухса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ.

Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗн программине территорие тата отрасльсене кура йӗркелесшӗн. Ӑна хатӗрлеме мӗнпур министерство, районсемпе хуласен администрацийӗсем хутшӑнӗҫ. Олег Николаев ку ӗҫе чӑваш диаспорисене те явӑҫтарассине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ... 168
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ