Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран вилекенсем ытларах пулнӑ – 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен республикӑра 1179 ҫын вирусран сывалайман. Пуш уйӑхӗнче 145 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 22524 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20553-шӗ сывалнӑ. Ку 91,2 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 37 ҫын вируса парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Инфекциленнисем 47-ӗн пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 792 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тӗп корпусӗ кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахса унчченхи режим ҫине куҫнӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем Атӑл урлӑ канат ҫул тӑвас ыйтӑва тишкереҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «REGNUM» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, техника параметрӗсене тата транспортӑн ҫак енӗ хӑй хакне хӑҫан тата епле кӑларассине шутлаҫҫӗ.
Шупашкартан Йӑлӑма канат ҫулӗ тӑвас пирки «Ростех» ӗҫченӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. Дмитрий Краснов вице-премьер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫула тӑвассине федераци программисене кӗртес ыйтӑва тишкереҫҫӗ.
Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ.
Чикан баронӗсене 40 ҫул каялла ҫӗр тара панӑ. Ҫав ҫӗр ҫинчи 20 ҫуртра 150 ача тата ҫавӑн чухлех аслисем пурӑнаҫҫӗ иккен. Аренда вӑхӑчӗ тухнӑран ҫуртсене сӳтесшӗн, чикансене урама хӑваласа кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ Алексей Ладыков сити-менеджер патне тӳрӗ линие шӑнкӑравланӑ ҫын. Ҫав этем каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫурт тӗлӗшпе суд пуҫланнӑ.
«Эпир Чӑваш Енре 50 ҫул ытла пурӑнатпӑр, хамӑр та чӑваш тенӗ пек, хамӑр ял», — тенӗ вӑл.
Сити-менеджер ыйтӑва тишкермелле, аппарат ертӳҫи Андрей Петров пулӑшма тӑрӑшӗ тесе хуравланӑ.
Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ.
Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ.
Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн опека органне пӗчӗк ачасен амӑшӗ тӗлӗшпе ҫӑхав килнӗ. Хайхискер хӑйӗн тивӗҫӗсене япӑх пурнӑҫлать-мӗн.
Специалистсем кӑтартнӑ адреспа ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫемьене тӗрӗсленӗ, анчах ҫӑхав тӳрре тухман – амӑшӗ ачисене йӗркеллех пӑхать. Хваттерте хӑтлӑ, ачасен тӑхӑнмалли пур, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ.
Амӑшӗн тупӑш тумалли майсем пур, эрех-сӑрапа айкашманни те палӑрнӑ. Ҫавна май опека органӗсем ку ҫемьере ҫитменлӗхсем тупман. Апла ҫӑхав ҫыракан ҫын хӗрарӑма элӗкленӗ.
Шупашкарта пӗр лавккара хӗрарӑм енчӗк тупнине, унта 100 пин тенкӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. Ӑна полици шыратчӗ.
Енчӗке тупнӑ хӗрарӑм хӑйне полици шыранине курсан питӗ тӗлӗннӗ. Ара, вӑл тупнӗ енчӗке хуҫине икӗ кун каяллах тавӑрса панӑ-ҫке-ха. Аса илтерер: пушӑн 19-мӗшӗнче хӗрарӑм лавккара енчӗк тупнӑ, унталла-кунталла пӑхкаланӑ та енчӗке йӑтса тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм кайран каласа панӑ тӑрӑх, вӑл енчӗкри крточка ҫинчи ятпа халӑх тетелӗсенче ҫав ҫынна шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Страхлав полисӗ пуррине курсан страхлав компанине шӑнкӑравланӑ, лешсем ӑна унӑн номерне панӑ. Хӗрарӑм унпа ҫыхӑннӑ, лешӗ енчӗке илсе кайнӑ. Чӑннипе, вӑл унта 100 пин тенкӗ выртнине курман та, укҫа вӑрттӑн кӗьсере пулнӑ.
Леш хӗрарӑмӗ вара енчӗкӗ тупӑнсан полицие кун пирки пӗлтермен. Йӗрке хуралҫисем вӑрра малалла шыранӑ.
Чантӑрта пӗр ҫыннӑн витинче хир сыснисем пурӑннине унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗсене ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем вӑрманалла янӑ.
Шупашкара каллех хир сыснисем килнӗ. Ҫакна хулара пурӑнакансем асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Александр Дмитриев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хир сыснисем пушӑн 23-мӗшӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Заря» юлташлӑха килнӗ. Каҫхи 10 сехетре ҫичӗ чӗрчун ҫулпа лӑпкӑн пынӑ, хыҫалта – машина. Кайран вӗсем тепӗр урама тухнӑ.
Чӑваш Енре ачасен ҫуллахи канӑвӗпе тата ҫав тапхӑрта вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ лини» номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Ыйтӑва республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин специалисчӗсем хуравлӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 64-21-82. Шӑнкӑрава ӗҫ кунӗсенче 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен йышӑнӗҫ. Апат вӑхӑчӗ — 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен.
Путевкӑсем илме заявкӑсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ. Заявка кампанийӗ тӑватӑ тапхӑрпа иртӗ:
— пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен социаллӑ центрсенче йышӑнӗҫ (унта йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене кӗтеҫҫӗ);
— ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Канаш районӗсенчи шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен — Шупашкарти шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен — ытти районпа хулари шкулсенче.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем 58 ҫулти арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйпитти этем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗп пек ҫӗтнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен арҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗшмӗртни сая кайман темелле. Арҫынпа пӗрле ӗҫленӗ 58 ҫулти хуралҫа кӗҫех тытса чарнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине вӗсем иккӗшӗ пӗрле каҫхи хуралта тӑнӑ. Арҫынсем тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан коммерци фирминче тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, икӗ хуралҫӑ хирӗҫсе кайнӑ та пӗри теприне тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗлермеллех хӗнесе тӑкнӑ.
Тӗпчев малалла пыать.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ.
Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |