РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем 58 ҫулти арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйпитти этем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗп пек ҫӗтнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен арҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗшмӗртни сая кайман темелле. Арҫынпа пӗрле ӗҫленӗ 58 ҫулти хуралҫа кӗҫех тытса чарнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине вӗсем иккӗшӗ пӗрле каҫхи хуралта тӑнӑ. Арҫынсем тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан коммерци фирминче тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, икӗ хуралҫӑ хирӗҫсе кайнӑ та пӗри теприне тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗлермеллех хӗнесе тӑкнӑ.
Тӗпчев малалла пыать.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ.
Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Ӗнер Шупашкарта 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл лавккара енчӗк манса хӑварнӑ. Унта вара 100 пин тенкӗ пулнӑ. Хайхискер каялла таврӑннӑ – енчӗк ҫук.
Видеокамерӑна 50 ҫулти пек курӑнакан тули кӗлеткеллӗ, ҫӳллӗ хӗрарӑм лекнӗ. Вӑл сӗтел ҫинче выртакан енчӗке курнӑ, ӑна уҫса пӑхнӑ. Кӑштах унталла-кунталла пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн ӑна йӑтса лавккаран тухнӑ.
Ҫав хӗрарама пӗр талӑк шыраҫҫӗ. Полици ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Кам та пулин ӑна палласа илнӗ тӗк 63-00-02 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници текех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнмӗ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йышӑннӑ. Халӗ унта 60 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун хыҫҫӑн пульница алӑкӗ кӑшӑлвируспа чирлисемшӗн хупӑнӗ.
Аса илтерер: пульницӑра чирлисем валли 275 койка пулнӑ. Халӗ специалистсем урӑх ыйту пирки шутлаҫҫӗ: тӗп корпуса унчченхи режимпа ӗҫлеме тавӑрмалла-и? Йӑлтах ҫитес эрнере мӗн чухлӗ чирлисем пулнинчен килӗ.
Халӗ республикӑра 10 ковид-госпиталь ӗҫлет. Вӗсенче пӗтӗмпе 1195 койка пур. Сипленекенсем вара 1 пинрен сахалрах.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вырсарникун, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗн ертӳҫин Галина Моисеевна Скворцовӑн юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Уяв 15 сехетре пуҫланӗ.
Куракансене «Амӑшӗ мӗнле, хӗрӗ те ҫапла» спектакль кӑтартӗҫ. Трагикамитре ҫивӗч ыйтӑва – ашшӗ-амӑшӗпе ачисен хутшӑнӑвне – хускатнӑ. Каччӑн ҫемйинче – ырӑ, пулӑшма хатӗр ҫынсем. Хӗрӗн ҫемйи вара укҫашӑн тем тума та хатӗр.
Спектакль сценарисчӗ тата режиссерӗ – уяв хуҫи хӑй, Галина Скворцова.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн инспекторӗсем мотоциклпа патруле тухма пуҫлӗҫ. Инспекци валли «BMW» мотоцикла 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех туяннӑ. Анчах унпа усӑ курман. Сӑлтавӗ ӗҫченсене вӗрентнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Викто Шметков ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсене мотоциклпа ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине тата тепӗр 1 е 2 мотоцикл килсе ҫитмелле. Мотовзводшӑн инспекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марат Михайлов яваплӑ пулӗ.
Пушар хуралӗнче ӗҫлекенсен ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те сӳнтерме тивет. Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Шупашкарти Кадыков, Кривов тата Гузовский урамӗсенчи контейнерсем ҫунма тытӑннӑ. Унта пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ырашпулӑхра йывӑҫ мунча хыпса илнӗ. 55 ҫулти кил хуҫин ытти хуралти те вутра кӗлленнӗ. Юрать, пӳртне ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пушар ҫурҫӗр тӗлӗнче тухнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче мунча ҫуннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 236 хут алхаснӑ. Вут-ҫулӑм 6 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 10-ӑн пиҫсе кайнӑ.
«Атӑлҫинчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс кӑҫал Шупашкарта иртӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвне округи регионсенчи 14 ҫемье хутшӑнӗ. Унта икӗ е ытларах ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсемпе паллаштарӗҫ. Хӑйсемпе кӑна та мар, тӑван тӑрӑх ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, пултарулӑхне кӑтартса парӗҫ.
Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене 160 ҫын килсе ҫитмелле. Хальхи вӑхӑтра республикӑн муниципалитечӗсенче конкурса хутшӑнма тивӗҫ ҫемьесене палӑртӗҫ.
Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм урама балкон урлӑ тухма хӑтланнӑ. Юрать-ха, ӑна иртен-ҫӳрен вӑхӑтра асӑрханӑ.
Ку Энгельс урамӗнче пулнӑ. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах вӑл килте ларас темен ахӑртнех – урама балкон урлӑ тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна иртен-ҫӳрен курнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, кинемей чӳречерен матрас пенӗ. Ӑна урамра пыракансем тӳрех курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу, полицескисем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем балкон патне пусма тӑратса хваттере кӗнӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, кинемее хваттерте ачисем хупса лартнӑ.
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 480 грамм ҫуралнӑ ачана тухтӑрсем пурнӑҫ парнеленӗ тесен те йӑнӑш мар. Нумаях пулмасть вӗсене амӑшӗпе киле янӑ.
Халӗ ача 2320 грамм таять ӗнтӗ. Вӑл сывах, хастар. Амӑшӗ куншӑн савӑнать. «Манӑн хӗр – чӑн-чӑн паттӑр, кашни кун пурнӑҫшӑн кӗрешрӗ. Ӑна пӗрремӗш хут курсан мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралчӗ, вӑл пурӑнма вӑй тупнӑ вӗт, кашни кун мана кӗтнӗ», - тенӗ хӗрарӑм. Хӗрача – ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Аслӑ аппӑшӗсем пур.
Палӑртмалла: пепкелӗх центрӗнче кашни ҫулах 1 килограмран сахалрах ҫуралнӑ 40 яхӑн ачана вӑй илтерсе киле яраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |