Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче, ӗнер, ҫак вируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта лару-тӑрӑва тишкерсе кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли койкӑсене нумайлатма йышӑннӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрах, хальхи вӑхӑтра республикӑра чирлисем валли 2857 койка пур. Шалти резервсемпе усӑ курса хушма койкӑсем хатӗрленӗ: Шупашкарта – 54 /Ветерансен госпиталӗнче – 40/, Ҫӗнӗ Шупашкарта 35 койка.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кашӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Ӗнер 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт /ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑскере халӑхра ҫапла калаҫҫӗ/ кӑшӑлвируспа, ОРВИпе чирлӗ пациентсене, ҫӑмӑлланма хатӗрленекен хӗрарӑмсене, йышӑнать. Ҫапла вал пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ку таранччен унта ача кӗтекен 3 пин ытла хӗрарӑма сипленӗ /вӗсен ОРВИ паллисем пулнӑ/, 1800 ытла ача кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 500 ытларахӑшӗн кӑшӑлвирус пулни ҫирӗпленнӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта унта 123 пациент сипленнӗ. Утӑ уйӑхӗнче вара унта ача кӗтекен 91 хӗрарӑм чире пула лекнӗ. Тухтӑрсем ача кӗтекен хӗрарӑмсем кӑшӑлвируспа ытларах чирленине, чир вӗсемшӗн тата варти пепкешӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине палӑртаҫҫӗ.
Шӑмӑршӑра 43 ҫулти арҫынна инсульт пулнӑ та вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки часрах Шупашкарти тухтӑрсене пӗлтернӗ. Санитари вертолечӗ пӗр тӑхтамасӑр Шӑмӑршӑ тӑрӑхне вӗҫнӗ.
Пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Ҫул ҫинче вал хӑйне чиперех туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, Далер Касимов реаниматолог тата Валерий Ильин анестезист сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.
Хулана тӗттӗмленсен ҫитнӗ. Пульница умне мар, аэропорта анса ларма тивнӗ. Ҫав каҫах ӑна операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ.
Пациент патне санавиаци чӗнсе ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗренпе 2,5 сехет иртнӗ.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑ чир Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра ытларах сарӑлнипе сӑлтавланнӑ.
«Кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассине чарас енӗпе ӗҫлекен регионти штаб хӑш-пӗр муниципалитетра чарусем пӑхса хӑварма пултарӗ. Халӑх вакцинациленменнине пула чир-чӗрпе асапланакансем сахал мар», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑри виҫӗ районта: Улатӑр хулипе районӗнче, Пӑрачкав районӗнче — лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленнӗ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ тӗлӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Турра шӗкӗр, пассажирсем те, водительсем те кипкере ҫуралнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем вилмен, суранланнӑ ҫеҫ. Пурӗ 7 ҫын аманнӑ, ҫав шутра икӗ ача пулнӑ.
Инкек 21 сехет тӗлӗнче А-151 ҫул автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Унта «Лада-Приора», «Тойота-Рав4» тата «Лада-Гранта» автомобильсем ҫапӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Приора» водителӗ «Тойотa» ҫине пырса кӗнӗ, унтан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада-Гранта» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Инкекре суранланнисене тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ 10 ҫын кӑшӑлвируса пула вилет. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен 1807 ҫын ҫак вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 78 ҫын чирленӗ, 72 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30050 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27357-шӗ сывалнӑ. Ку 91,03 процентпа танлашать.
Паянхи куна илес тӗк, республикӑри стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 886 ҫын сипленет.
Паян ирхи 6 сехет те 30 минут тӗлӗнче Шупашкарта троллейбус микроавтобуспа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Энгельс тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Пассажирсене 15-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус светофор тӗлӗнче чарӑннӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 234-мӗш маршрутпа турттарать.
Троллейбуса руль умӗнче 27 ҫул ларакан водитель тытса пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, транспортӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Салонта 10 ҫын пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫын — маршрут микроавтобусӗнче. 46-64 ҫулсенчи икӗ хӗрарӑм-пассажир кӑштах суранланнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Водительсем иккӗшӗ те урӑ пулнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Шупашкарти пульницӑсенче пулнӑ. Вӑл ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлӗ ҫынсене епле сипленине тишкернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирусран килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх пулмалла мар. Препаратсем ҫителӗклӗ.
Хӑш-пӗр пульницӑн тӗп врачӗсене министр сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сиплесси кал-кал пулса пымалли пирки хытарсах каланӑ.
Инстаграмри асӑннӑ поста вуланисем эмелсене тӳлевсӗр памаҫҫӗ тесе ӑмӑртмалла тенӗ пек комментарисем ҫырнӑ. Ун пеккисене ведомство хӑш пульницӑра ҫавӑн пек пулнине кӑтартма сӗнсе хуравланӑ.
Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 10 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 1787 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак чире пула татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 29897 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 27222-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 71 ҫын чире парӑнтарнӑ. 77 ҫын вара чирленине палӑртнӑ.
Паянхи куна илес тӗк, Чӑваш Енре стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 888 пациент сипленет.
Муркаш районӗнчи темиҫе ял медицина пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлнӑ. Мӑн Хураҫка ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ хут ҫинче пур иккен те, анчах юсама хупнӑранпа ӑна тек уҫман-мӗн.
Яла куҫса ҫӳрекен ФАП юнкунсеререн терапевтпа яла килсе каять. Инфекципе чирлисене Шупашкара илсе каяҫҫӗ.
Вырӑнти пульницӑри стационарта пӗр уйӑх ҫурӑ ӗнтӗ урай ҫӑвакансем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Неврологпа терапевт отпускра.
«Ҫынсене килте сипленме хистеҫҫӗ. Ҫавна пула шала кайнӑ чирсем. Манӑн ӗҫтешӗм Александр Андреев Чӑваш Ен прокурорӗнчен пулӑшу ыйтрӗ», – тесе хыпарланӑ РФ Патшалӑх Думинчи Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн пуҫлӑхӗн канашҫи Ирина Филатова Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |