Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайманнине эпир паян пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ, аса илтерер, — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫулй-ӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ӗнерхи ҫак лару-тӑрӑва паян тӗплӗн уҫӑмлатнӑ.
Пӗчӗк моторлӑ, тӑватӑ вырӑнлӑ «Diamond DA42» самолет Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн пулнӑ. Вӗренмелле сывлӑшра вӗҫнӗ чух унӑн ирӗксӗр анса ларма тивнӗ. Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ самолетӑн ҫавна май сывлӑшра 40 минут ярӑнса ҫӳреме тивнӗ. Шупашкартан Мускава каякан авиарейс ҫула 57 минут кая юлса тухнӑ, «Чебоксары – Симферополь» авиарейс — 1 сехет те 40 минут.
«Шупашкар — Семферополь» тата «Симферополь – Шупашкар» маршрутпа самолетсем вӗҫме тытӑннӑ. Маларах эпир асӑннӑ хулана «Саратовские авиалинии» (чӑв. Сартури авиалинисем) авиакомпани самолетсем ҫӳретеймессине /news/19239.html|хыпарланӑччӗ__. Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви ҫав авиакомпанин ӗҫне ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе чарса лартма йышӑннӑччӗ. Ҫакна предприятире хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе ҫыхӑнтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинчен кӑнтӑр енне самолетсем вӗҫме пуҫланӑ. «Нордвинд» авикомпани ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче самолетсене ҫӳреттерме тытӑннӑ. Крыма тата унтан Шупашкара самолетпа юнкунсерен ҫитме пулать. Шупашкартан самолет 20 сехет те 20 минутра хускалать. Кунсӑр пуҫне «Нордавиа» авиакомпани эрнекунсерен хутлать. Унӑн самолечӗ Шупашкартан 13 сехет те 35 минутра хускалать.
Ҫак уйӑхра Шупашкартан Симферополе тата Анапӑна самолетсем вӗҫме пуҫламаллаччӗ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑтра авиарейссем уҫӑлаймӗҫ. Кӑлтӑк Шупашкарти аэропорт ӗҫ-хӗлӗпе ҫыхӑнман.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Сывлӑш транспорчӗн федераци агентстви «Саратовские авиалинии» (чӑв. Сартури авиалинисем) авиакомпанин ӗҫне ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе чарса лартма йышӑннӑ. Ҫакна предприятире хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Шӑпах ҫав авиакомпани «Симферополь – Шупашкар – Симферополь» тата «Анапа – Шупашкар – Анапа» авиамаршрутсемпе самолетсене вӗҫтермеллеччӗ. Симферополе самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Анапӑна ҫӗртмен 8-мӗшӗнче вӗҫме пуҫлӗҫ.
Саккунпа пӑхнӑ тӑрӑх, билет туянса тӑкакланнине саплаштармалла.
Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ен паян хӑйӗн ҫуралнӑ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлать. Хаваслӑ мероприятисем (концертсемпе фествиальсем) ҫеҫ мар, ӗҫлӗ ҫынсем валли экономика форумӗсем, куравсем те ӗҫлеҫҫӗ. Кама мӗн ҫывӑх, ҫавна курма пултарать. Ӗнер Шупашкарта юлашки вунӑ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пуҫланчӗ. Вӑл икӗ куна пырать. Фестивале Шупашкарти пиротехниксем ҫеҫ мар, Симферопольти, Бакури (Азербайджан), Питӗрти тата Екатеринбургри ушкӑнсем килнӗ. Уяв салючӗ ҫӗркаҫ Кӳкеҫри нумай хутлӑ хваттерсенчен те курӑнчӗ, сасси те аванах илтӗнчӗ.
Ҫӗр каҫах, 23 сехетре, чи лайӑх ушкӑна палӑртма ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав уҫнӑ. Вӑл паян 14 сехетре вӗҫленмелле. Хӑвӑр шухӑшӑра пӗлтерес тесен golos.cap.ru каҫӑпа кӗмелле.
Шупашкарти аэропорта ҫӗнетсе тӗнче шайӗнчи евер тӑвасшӑн. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн ҫур миллиард тенкӗ кирлӗ.
Аэропорта 2021 ҫулччен юсаса пӗтересшӗн. Аэропортра ҫӗнӗ рейссем уҫасси тата ҫурта ҫӗнетесси пирки нумаях пулмасть иртнӗ ларура калаҫнӑ. РФ транспорт министрӗ Михаил Резников аэропорта аталантармалли план хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, аэровокзал комплексне ҫӗнетмелле, ҫурта икӗ хутлӑ тумалла.
Багаж тӗрӗслемелли пункта та ҫӗнетесшӗн. Регистраци вырӑнне, хурал тытӑмне тата ытти вырӑна юсӗҫ. Ҫӑлав станцине, техникӑна ҫӗнетесси пирки те калаҫнӑ. Кӑҫал Мускава самолетсем нумайрах вӗҫессине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех Симферополе, Анапӑна, Анталие рейссем уҫӑласси пирки пӗлтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вара ҫак ӗҫсене планра палӑртнинчен кая юлмасӑр пурнӑҫламаллине каланӑ.
Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗн (ертӳҫи — В.А. Мелодан), Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин тата Крымри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пайташӗсем Крымри этнографи музейне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ уява хутшӑннӑ.
Крымри этнографи музейӗ Симферопольте вырнаҫнӑ. Музей фондӗнче халӗ 14 пине яхӑн экспонат упранать. Вӗсенчен самай пайне ҫурутрав ҫинче пурӑнакансем пырса панӑ. Уява «Собираем, храним, изучаем» (чӑв. Пуҫтаратпӑр, упратпӑр, тӗпчетпӗр) куравпа уҫнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Этнографи музейӗн чӗрӗк ӗмӗрне халалланӑ курава хутшӑннӑ чӑвашсем те музей пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмах май, юбилей ҫулталӑкӗнче музейра ытти мероприяти те иртмелле.
Кӑҫал та ҫулла Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫсе ҫитме май килӗ. Самолетсен ҫуллахи расписанине нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗ.
«Нордавия» авиакомпани кӑнтӑр енчи ҫав региона пассажирсене Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен ҫулла турттарма килӗшнӗ. Рейссене эрнере пӗр хутчен палӑртнӑ. Вӗҫев ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫланмалла. Авикомпани Boeing 737-500 самолета эрнекунсерен ҫула кӑларӗ. Шупашкартан самолет 17 сехет те 50 минутра вӗҫсе кайӗ, Шупашкара 16 сехет те 50 минутра килӗ.
Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫӑлассине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Рейссене «Ижавиа» тата «Нордавиа» авиакомпанисем ЯК-42 тата Boеing-737-500 самолетсемпе пурнӑҫлассине хыпарланӑччӗ.
Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службин 6914-мӗш номерлӗ ҫар чаҫӗ ҫар хӗсметне пухать.
Унта сержантсене тата салтаксене илеҫҫӗ. Ҫар хӗсметне тӑма килӗшекенсемпе килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ. Контрактпа ҫара каякансене патшалӑх тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ун пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-978-805-48-98, 8-919-888-07-92, 8 (3652) 66-73-78 номерлӗ телефонпа шӑнкӑравламалла.
Симферопольте вырнаҫнӑ 6914-мӗш номерлӗ ҫар чаҫӗ Крым Республикин территорийӗ валли ҫар ҫыннисем пухать. Унта каяс тесен Раҫҫейӗн хӗсмечӗн саппасри ҫыннисене те, саппасра маррисене те йышӑнаҫҫӗ. Саппасра маррисене патшалӑхӑн, муниципалитетӑн аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсене вӗренсе пӗтернине пӑхаҫҫӗ.
Ҫар хӗсметне контрактпа каяс текенсене Крым Республикинчи Симферополь хулинчи Субхи урамӗнчи 1-мӗш ҫурта пымалла тесе ҫырнӑ республикӑн Юстици министерстви хӑйӗн сайтӗнче. Анчах малтанласа телефонпа та ыйтса пӗлме пулассине эпир маларах каларӑмӑр ӗнтӗ.
НТВ телеканал ертӳҫисем Шупашкарта туса ҫитереймен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна эфирта кӑтартӗҫ.
НТВ телеканалпа пыракан «Салтыков-Щедрин шоу» телекӑларӑмра Раҫҫейри чи ӑнланмалла мар ача-пӑча лапамӗсем пирки калаҫнӑ. Телеертӳҫӗсем пирӗн ачасем ӑҫта выляни пирки каласа кӑтартӗҫ.
Кӑларӑмра Сарӑтури ача-пӑча лапамне курма май пулӗ. Унта ачасем ҫӳп-ҫап купи ҫывӑхӗнче выляҫҫӗ-мӗн. Симферопольти ача-пӑча лапамӗ вара сӑра лавккипе ҫумӑн. Томскра вара ачасем чӑн-чӑн танкпа юнашар выляҫҫӗ.
Телеертӳҫӗсем Алькеш поселокӗнчи туса пӗтермен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна суйлав кампанийӗпе килӗшӳллӗн пӗр чиновник хута яма тытӑннӑ. Анчах ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халӗ лапам вырӑнне — бассейн, хӗлле — каток.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |