Паян Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов Украинӑри Севастополь хулинчи чӑваш наци культура обществин элчисемпе тӗл пулнӑ.
Асӑннӑ министерствӑн сайтӗнчи хыпарта курнӑҫу пирки кӗскен ҫырса пӗлтерни тӑрӑх, министр ҫӳлерех асӑннӑ обществӑн общественноҫпа ҫыхӑну тытакан ертӳҫин ҫумӗпе Владимир Мочаловпа курнӑҫни паллӑ. Унпа вӗсем Чӑваш Енпе Крымпа тата Севастополь хулипе ӑн культура тата туризм енӗпе ҫыхӑну тытас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 6–17-мӗшӗсенче Ялта хулинче Чӗлхесен III фестивалӗ иртнӗ. Америка лингвисчӗ, бизнесменӗ тата эсперантисчӗ Денис Кифф пуҫарнипе пирвайхи хут йӗркеленӗ фестиваль малтанласа 1995 ҫулта иртнӗ. Иккӗмӗшӗ тепӗр ҫулхине Шупашкарта пулнӑ. Халӗ ун йышши фестивальсене ытти ҫӗршывра та пухаҫҫӗ.
Ялта хулинчи фестивале чӑваш чӗлхи те тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна та мар, ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Чӗлхемӗр пуянлӑхне вара Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗ тата Севастопольти чӑвашсен культурӑпа наци обществи кӑтартнӑ. Шупашкарсене илсен, хӑтлава чӑваш литератури кафедрин аслӑ преподавателӗ Надежда Степанова тата чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ Евдокия Андреева хатӗрленӗ.
Фестивале пӗтӗмпе 20 халӑх пирки ӗҫсем тӑратнӑ. Чӑваш чӗлхин хӑтлавӗ унта яппунпа акӑлчан чӗлхисене те ирттерсе пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
