Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 19 сехет те 25 минутра Комсомольски районӗнчи Александровка ялӗнче инкек пулнӑ. Водитель 3 ҫулти ачана ҫапса хӑварнӑ. Шел те, пӗчӗкскер йывӑр сурансене пула вилнӗ. Водитель вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна кӗҫех Тутарстанра тытса чарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача асламӑшӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. Асли асӑрхаман хушӑра пӗчӗкскер йытӑ хыҫҫӑн чупса ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1988 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Водитель мӗншӗн Тутарстана тарнине каярахпа ӑнлантарнӑ: вӑл хӑраса ӳкнӗ-мӗн. Арҫын руль умӗнче урах пулнӑ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта велосипедпа ярӑнакан арҫын ача ҫине машина пырса кӗнӗ.
Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗн пачӑшкин Трифон аттен виллине тупнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
85 ҫулти манах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун виллине вара виҫӗ эрнерен, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Макҫикасси ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Пачӑшкӑ ӳчӗ шывра выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Трифон аттен вилли ҫинче нимӗнле суран та асӑрхаман. Судмедэкспертсем халӗ вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем те тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, 2016 ҫулта та кунашкал тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи чиркӳ пачӑшки ҫухалнӑччӗ. Унӑн виллине пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха патӗнчи пӗвере тупнӑччӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Юрать, унта пурӑнакансем ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӳртӗн пӗр пайӗ вара сиенленнӗ.
Асӑннӑ ялта пурӑнакан 49 ҫулти арҫыннӑн ҫуртне аҫа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре кил хуҫин арӑмӗ тата ачисем пулнӑ. Вӗсем тухса тарма ӗлкӗрнӗ.
Урама тухсан хӗрарӑм пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна виҫӗ техника ҫитнӗ. Юнашар ялти пушар командисен хӑйирӗкҫисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ.
Пушарта ҫурт тӑрри, мачча сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ.
Чӑваш Ен каччи Мускава сройкӑна ӗҫлеме кайнӑ. Укҫа ӗҫлесе илес тенӗ ӗнтӗ вӑл. Ара, халӗ нумайӑшӗ пысӑк укҫа илес тесе шапаша ҫӳреҫҫӗ. Шел те, ҫак каччӑн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫамрӑкскер 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере ҫуралса ӳснӗскер стройкӑра 20-мӗш хутран ӳкнӗ. Инкек ирхи 9 сехетре пулнӑ. Кун пирки сарӑмсӑр вилнӗ каччӑн пӗлӗшӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗ ӗҫлет. Следовательсем хӑрушсӑрлӑх техникине пӑснипе пӑсманнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Канмалли кунсем шӑрӑх тӑнӑран ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлнӑ. Икӗ кунра Шупашкарти тӗп пляжра 4 ҫынна путасран ҫӑлнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем 60 ҫулти хӗрарӑма, 5-ри тата 8-ти арҫын ачасене, 5-ри хӗрачана шывран кӑларнӑ.
Шел те, канмалли кунсем инкексӗр иртмен. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти каччӑ шыв айне кайнӑ. Икӗ тӗслӗхре те ҫынсем юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ.
Шупашкарта тӑвакан кадет шкулӗшӗн яваплисене палӑртнӑ. Ку вӗренӳ учрежденине тӑвас пирки вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ оборона министрӗпе Сергей Шойгупа тата РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчипе Михаил Бабичпа килӗшӳ алӑ пуснӑччӗ. Строительство ӗҫӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула каярах юлса пыни пирки те сӑмах-юмах тухнӑччӗ.
Республикӑн Строительство тата Вӗренӳ министерствисен пӗрлехи приказӗпе халӗ строительствӑшӑн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑн ертӳҫи — строительство министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Иванов.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче стройкӑра рабочи вилнӗ. КамАЗ бомба хӳтлӗхӗ пулнӑ шӑтӑка анса ӳксе машина водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку факта тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ.
Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн
икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ.
Чӑваш Енре шывра путнӑ тӗслӗх нумай пулни, статистика савӑнтарманни ҫинчен унччен хыпарланӑччӗ. Юлашки 2 эрнере 12 ҫын путса вилнӗ. Шел те, вӗсенчен 4-шӗ – ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каллех ача путса вилнӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче пӗвере 13 ҫулти ача шыв айне кайнӑ. Унӑн виллине ҫынсем кӑларнӑ.
Ҫав кунах Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта Ҫавалта 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна водолазсем шыранӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ асӑрханмалли пирки аса илтерет. Уйрӑмах шыв хӗрринче ачасене куҫран вӗҫертмелле мар.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан 45-ри арҫынна волонтерсем шыранӑ. 1972 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Николаевич Шуркин Улатимӗр облаҫӗнчи Александровски районӗнчи Анисимка ялне ӗҫлеме кайнӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тухса утнӑ.
Lizaalert.org сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна волонтерсем тепӗр куннех шырама тытӑннӑ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫын аташса калаҫма пуҫланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Выҫлине арҫын таврӑнман.
Владимир Шуркин 172 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑрах ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ. Ҫийӗнче сӑрӑ футболка, хура спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочки пулнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлекенсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерессе шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |