Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.9 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Ӳсел

Персона
Чӑваш наци радиовӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш наци радиовӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Наци радиовӗн эфирӗнче Николай Шелепие аса илнӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ тата журналист хатӗрлесе ертсе пыракан «САС» черетлӗ кӑларӑма пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа кӑҫал 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Эфир хӑнисем Анатолий Хмыт прозаик тата Галина Кӗмӗл сӑвӑҫ, Надежда Вечеркина Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ.

Сӑмах май каласан, кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Шелепин «Ҫурхи сасӑсем. Весенние голоса» сӑвӑ пуххи кӗҫех пичетленсе тухӗ. Ӑна икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – хатӗрленӗ, чӑвашларан вырӑсла Лев Коробов куҫарнӑ.

Николай Шелепи 1881 ҫулта хальхи Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳсел ялӗнче ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3431
 

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри литераторсем Николай Полоруссов (Шелепин) вил тӑпри ҫинче пулнӑ. Поэт ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине асра тытса Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче ӗмӗрлӗх канӑҫа тупнӑ вӑл. Унта ҫитнӗ май ҫыравҫӑсем ытти писатель вил тӑпри патӗнче те чарӑнса тӑнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист тата публицист «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Николай Полоруссов (Шелепи) 1881 ҫулхи май уйӑхӗн 14 (26)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи (халӗ Тутарстанри Аксу районне кӗрет) Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. 1891-1895 ҫулсенче Мӑкшӑелӗнчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ.

Раҫҫейри пӗрремӗш революцие путарсан Ҫӗпӗре тухса кайнӑ, чукун ҫул ҫинче рабочире ӗҫленӗ. 1908 ҫулта Красноярска ылтӑн приискӗн кантурне куҫнӑ, икӗ ҫултан каллех хресчен ӗҫӗпе пурӑнма тытӑннӑ. 1914 ҫулта тӑван ялне таврӑнса учительте ӗҫленӗ.

Октябрьти революци хыҫҫӑн ӑна ялти чухӑнсен комитечӗн пуҫлӑхне суйланӑ, вӑл ял совечӗн секретарӗ пулнӑ.

1922 ҫулта Шупашкара куҫса кайнӑ, литература ӗҫне кӳлӗннӗ. 1931 ҫулта суккӑрланнӑ. 1936 ҫулта ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ ятне, икӗ ҫултан «Хисеп палли» орден панӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall270168791_3150
 

Персона

Ыран, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Унта кирек кам та кайса курма пултарать.

Николай Полоруссов-Шелепи Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗнӗ Ӳсел ялӗнче ҫуралнӑ.

Шкулта 5 ҫул ҫеҫ вӗреннӗ ҫамрӑка Николай Ашмарин тюрколог халӑх сӑмахлӑхне, юррине пухма ыйтнӑ. Сӑвӑҫ ӑсталӑхне туптама ялти учитель Александр Кузьмин пулӑшнӑ. Полоруссов-Шелепи пӗр вӑхӑт Ҫӗпӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. 1922-мӗш ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Тутар писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ ята ӑна 1936-мӗш ҫулта панӑ.

Ҫыравҫӑ 1945-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницки урамӗнчи масарта пытарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-211725618_3295
 

Культура

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнӗ май астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ҫав кунах «Ҫӗнтерӳ юрри» курав уҫӑлӗ. Ӑна поэтӑн архивӗнчи кӗнекесенчен, сӑнӳкерчӗксенчен, документсенчен йӗркелӗҫ.

Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырнӑ. Сатирӑллӑ хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫаланӑ, ачасем валли те калӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/3965.html
 

Культура

Тутарстанри Аксура чӑвашсен Уявне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑннӑ тӗрлӗ фольклор коллективӗпе пултарулӑх ушкӑнӗнчен пӗри — Николай Полоруссов-Шелепи ялӗнчи фольклор коллективӗ.

Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатра ӗҫлекен Елена Алексеева журналист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнне, сӑмах май, Еленӑн амӑшӗ Валентина Селиванова (вӑл фельдшерта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ) та ҫӳрет. Фольклор коллективӗ учительсенчен, библиотекарьпе пенсионерсенчен, кил хуҫи арӑмӗсенчен тӑрать иккен. Ушкӑн ертӳҫи — маларах асӑннӑ ял клубӗн ертӳҫи, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Андреева (Левукова). Ҫамрӑксен «Шурӑ ҫӑл» ушкӑнне 10 ҫын ҫӳрет, аслисен «Хамӑр ял» ушкӑнне — 7-ӗн, ҫав шутра — 3 арҫын.

 

Персона

Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи тӗп вулавӑш «Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» портрет-курава йыхравлать.

Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа паян 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалланӑ та вулавӑш ӗҫченӗсем черетлӗ курава. Н. Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Ӳсӗл ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.

Чӑваш ҫыравҫисенчен Полоруссов-Шелепи чи малтан (1936-мӗш ҫулта) халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ, ордена та чи малтан илнӗ — тепӗр виҫӗ ҫултан, 1939-мӗшӗнче, ӑна «Хисеп Палли»-пе чысланӑ.

Пӗрремӗш сӑввине «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ. 1926 ҫултанпа вӑл пуҫӗпех литературӑна путать: сатирӑлла сӑвӑсем, ҫар темиллӗ сӑвӑсем, ача-пӑча валли хайлавсем ҫырать.

 

Персона Николай Шелепи ҫыравҫӑ
Николай Шелепи ҫыравҫӑ

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ун ячӗпе 14 сехетре литература каҫӗ иртмелле.

Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте хресчен кил-йышӗнче 135 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырать. Сатирӑлла хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫалать, ачасем валли те калӑплать. Тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, тутарла та хӑй ҫырать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 21

1900
126
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
97
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
20
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын