Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хурт-хӑмӑр

Республикӑра

Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пурӑнакан Николай Пирожковӑн утарӗнче пыл пуҫтарма кӑна мар, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пулать. Арҫын ку енӗпе ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене тӑтӑшах хутшӑнать. Унта вӑл утара ҫӗнетмелли мелсем пирки пӗлнӗ.

Николай Пирожков виҫӗ метр тӑршшӗ вӗлле хатӗрленӗ, унта хурт-хӑмӑр янӑ. Шалта выртмалли вырӑн тунӑ. Ку — лӑпланмалли пӳлӗм. Хурт-хӑмӑр ӑсти каланӑ тӑрӑх, ку питӗ усӑллӑ. Пыл хурчӗсем сӑхасран шикленмелле мар. Николай Пирожковӑн вӗсем урӑх йышшинчен, сӑхмаҫҫӗ. Унта шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем час-часах килеҫҫӗ. Шӑпарлансем пылпа сӑйланаҫҫӗ, хурт-хӑмӑр пирки чылай ҫӗннине пӗлеҫҫӗ.

Сӑмах май, Николай хӑйӗн йӑхӗнчи ӗҫе малалла тӑсать. Унӑн ашшӗ, аслашшӗ вӗллесем тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13638
 

Культура
Муркашри тӳре-шара пыл уявне епле ирттересси пирки пуҫ ватать
Муркашри тӳре-шара пыл уявне епле ирттересси пирки пуҫ ватать

Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Пыл сӑпасӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ҫулсерен пысӑк уяв ирттереҫҫӗ.

«Здоровье — на крыльях пчелы» (чӑв. Пыл хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх) ят панӑ уява пуҫласа ҫичӗ ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухне унтисем Культурӑпа ӳнерти инновацилле проектсен республикӑри конкурссене ҫак уяв планӗпе хутшӑнса Чӑваш Ен Президенчӗ Грантне ҫӗнсе илнӗ.

2010 ҫултанпа ку уяв муркашсен бренчӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Хальхине ҫурлан 19-мӗшӗнче пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ. Уяв 10 сехетре пуҫланмалла. Унта кӳршӗллӗ Мари Элтан та килсе ҫитмелле. Вӗсем — хурт-хӑмӑр ӑстисем мар, хурт-хӑмӑр ӑстисене тата уяв хӑнисене савӑнтарма концертпа килмелле.

Уява тивӗҫлипе ирттересси пирки нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев яваплисене хӑй пуҫтарса сӳтсе явнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкарта республикӑн Наци вулавӑшӗнче хурт-хӑмӑр ӑстисен пӗрремӗш съезчӗ иртнӗ.

Унта вӗлле хуртне пӑхмалли ӗҫ хатӗрӗсемпе, пылак ҫимӗҫ туса илмелли ӑсталӑх пикри каласа кӑтартакан кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа паллаштарнӑ, тӗрлӗ пыл тутанса пӑхнӑ.

Форума 150 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ҫав шутра Тутарстанран, Мари Элтен, Чӗмпӗрпе Чулхула облаҫӗсенчен те килсе ҫитнӗ.

Хурт-хӑмӑрҫӑсен пухӑвне республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Н.П. Якимов уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ И.Н. Мадебейкин ҫанталӑк кӑҫал вӗлле хурчӗсене майлӑ пулман пирки утарҫӑсен умне йывӑрлӑх тухса тӑни ҫинчен асӑнса хӑварнӑ. ЧР хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсен агентствин пуҫлӑхӗ Г.А. Максимов отрасль умӗнчи тӗллевсене тишкернӗ.

 

Вӑрмар районӗнчи Кавал ялне ҫав тӑрӑхри тата кӳршӗллӗ районсенчи хурт-хӑмӑр ӑстисем семинара пухӑннӑ. Пырса ҫитнӗ хӑнасен хушшинче вӑрмарсемсӗр пуҫне куславккасем, тӑвайсем тата Тутар Республикинчен килнӗ пыл хурчӗ ӗрчетекенсем пулнӑ. Вӗсем О.В. Таратина фермер патне пуҫтарӑннӑ. Унта Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов, хурт-хӑмӑр агентствин тӗп директорӗ Геннадий Максимов хутшӑннӑ.

Семинар Таратинсем пыл хуртне тытас ӑсталӑхпа паллаштарнинчен пуҫланнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫемье динатсийӗ 200 ҫула яхӑн иккен. Хурт-хӑмӑр агенствин пуҫлӑхӗ Геннадий Максимов вара ку отрасльти ӗҫ-хӗле тишкернӗ, тӗрлӗ сӑтӑрҫӑпа тата чир-чӗрпе епле кӗрешмелли пирки ӑнлантарса панӑ. Вӑл хурт-хӑмӑр ӑстисенчен хӑшӗсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Таратинсен кил хуҫине, Иван Петровича, «Пчеловодство в Чувашии» кӗнекене парнеленӗ.

Сӑнсем (7)

 

Вӗлле хурчӗ тытассипе чӑвашсем мӗн авалтанпах ҫине тӑнӑ. Ҫак ӗҫе ансат тесе калаймӑн — унӑн вӑрттӑнлӑхӗ самай. Муркаш районӗнчи хурт-хӑмӑр ӑстисем вара хӑйсен ӗҫ мелне ыттисене хаваспах каласа параҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулас ҫук. Вӗлле хуртне тытакансем ҫак эрнере район шайӗнче канашлу ирттерсех ӑсталӑха туптамалли майсем пирки калаҫнӑ.

Хурт-хӑмӑр агентствин тӗп директорӗ Г.А. Максимов чир-чӗрпе епле кӗрешмелли ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Муркаш районӗнчи хурт-хӑмӑрҫӑсен старости Г.Т. Толстов хуртсене сиен кӳрекен сӑтӑрҫӑсемпе тата чир-чӗрпе эмелсӗрех кӗрешме май пуррине аса илтернӗ, ҫав меслетсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Ял ҫыннисем ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне туса илме пӗлеҫҫӗ-ха, анчах вырнаҫтарма пур чухне ҫӑмӑл мар. Тата халӗ пахалӑха ӗнентерекен хутсем те кирлӗ. Акӑ, сӑмахран, «Чӑвашсен биоҫимӗҫӗ» стандарта тивӗҫтерес тесен ятарлӑ сертификаци витӗр тухмалла. Район администрацийӗн экономика тата агропромышленность аталанӑвӗн пайӗн тӗп специалисчӗ Т.А. Алексеева ҫавӑн пирки уҫӑмлатса панӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 12

1773
246
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1909
110
Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
86
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1979
40
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1993
26
Фёдоров Николай Васильевича Чӑваш Рсепубликин Президентне суйланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org