Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: флешмобсем

Хулара

Чӑваш Ене «Поедем. Поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Джон Уоррен килесси пирки, вӑл кунта чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрлеме палӑртни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.

Акӑлчан ҫынни Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл кунта флешмоб ирттернӗ. Ӑна Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑмра кӑтартма пултарӗҫ.

Паян «Поедем. Поедим!» кӑларӑма ӳкернӗ. Кун валли Джон Уоррен ятарласа «Амазония» паркри каток ҫине килнӗ, флешмоба хутшӑннӑ.

Мероприятире ҫынсем пӗрле тӑрса «Чӑваш Ен» тесе ҫырнӑ, квадрокаптерӑн камерине алӑ сулнӑ. Джон вара питӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫынсемпе селфи ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48447
 

Хулара

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула уявласси малалла пырать. Халӑх тӗрлӗ мероприятие хутшӑнса чунран савӑнать. Нумаях пулмасть ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хӑйне евӗр флешмоб иртнӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» паркра флешмоб йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансем ҫапла майпа ҫывӑх ҫыннисене юратнине палӑртнӑ.

Флешмоба ҫитнисем «Пысӑк чӗре» кӳлепе тунӑ. Ҫапла майпа вӗсем ачисене, ашшӗ-амӑшне юратнине пӗлтернӗ. Ҫынсем урамра ан шӑнччӑр тесе йӗркелӳҫӗсем вӗсене ташлаттарнӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47006
 

Хулара

Паян календарьпе — хӗллен пӗрремӗш кунӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Шупашкар капӑрланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паян Республика тӳремне лартнӑ тӗп чӑрӑш йӑлтӑр-ялтӑр йӑлкӑшма пуҫланӑ.

Малашне кашни кун тавралӑх тӗттӗмленсен чӑрӑш ҫинчи 60 ҫӑлтӑр ҫутатма тытӑнӗ. Вӗсене, тӗрлӗ калӑпӑшлӑскерсене, наци эрешӗ евӗр тунӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтермелле пулнӑ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен ларӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр чӑрӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутнӑ. Ун чухне Шупашкар анлӑ сарӑлнӑ «Манекен челлендж» флешмоба хутшӑннӑ. Ун чухне акцие 350 ытла ҫын хутшӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Фейсбукри страницӑра ХӐЮллӑ пулма чӗнсе каланӑ. «Чӑваш нацин хӑй ӑнланулӑхне аталантарас, тӑван патшалӑх пӗлтерӗшне халӑхра палӑртса тӑрас тӗллевпе пӗлтӗртенпе «Чӑваш хӑйӑвӗ» вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса халӑх уявӗсенче, наци ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисенче чӑваш хӑйӑвне парнеленӗ, кӑҫал Чӑваш Республикин Патшалӑх паллисен кунне халалласа ку акцие тетелте «ХӐЮллӑ пул!» флешмоб пек ирттертӗмӗр», — тесе ҫырнӑ «Ирӗклӗх».

Чӑваш хӑйӑвӗ кирлӗ пулсассӑн ушкӑн ертӳлӗхне тӗнче тетелӗнче е irekleh@gmail.com электрон адреспа ҫыру ҫырма ыйтнӑ.

Сӑмах май, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш хӑйӑвне пин метр тӑршшӗ илессине пӗлтерет. Апла пулсан, вӑл пурин валли те ҫитмелле. Мӗнех, ХӐЮллӑ пулар.

 

Хулара
«Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Шупашкарти Республика лапамӗнче тӗп чӑшӑр тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатма тытӑннӑ. Ӑна ҫутмашкӑн ятарласа флэшмоб ирттернӗ. Вӑл #MannequinChallenge стильпе иртнӗ.

Флэшмоба паян йӗркеленӗ. Унта ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑннӑ. Чӑрӑша пӗр эрне каяллах лартнӑ, анчах ҫутман. Кӑҫал ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутма шухӑшланӑ.

Мероприятие Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Ачасем ӑна курсан питӗ савӑннӑ. Унпа пӗрле Юп Пике те ҫитнӗ. Мӗн пулса иртнине видео ӳкернӗ. Кайран ӑна тӗнче тетелне кӑларса хума шантарнӑ.

Флэшмоба акӑлчан юррипе ирттернӗ. Шел, чӑвашла юрӑ янӑраман. Эпир, чӑвашсем, Чӑваш Енре пурӑнатпӑр-ҫке…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38538
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

5 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.09.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере теветкелленме кирлĕ мар. Аван мар лару-тăрăва лекме, пысăк укçа çухатма, çывăх çынсемпе вăрçăнма пултаратăр. Ку тапхăрта Сурăхсене илемлĕ роман кĕтет, унăн малашлăхĕ пур. Шăнса пăсăласран асăрханăр.

Авӑн, 26

1919
101
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org