Паян Алексей Ладыков постановлени алӑ пусса хӑш-пӗр автобуссемпе маршруткӑсен ҫулӗсене улшӑнусем кӗртнӗ.
1-мӗш автобус малашне Ҫӗнӗ Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Анӑҫ микрорайонсене ҫыхӑнтарӗ, Ленин Комсомолӗн урамӗпе иртӗ. 2-мӗш автобус малашне Алькеша тарин ҫӳрӗ (хальхи вӑхӑтра унта 7-мӗш ҫӳрет). 8-мӗш маршрут «Финская долина» (чӑв. Финн айлӑмӗ) микрорайонти ҫынсене транспортпа тивӗҫтерӗ, Шупашкарӑн Кӑнтӑр Анӑҫпа Ҫурҫӗр Анӑҫ микрорайонӗсене ҫыхӑнтарӗ.
Маршруткӑсене илес пулсан 30-мӗш тата 65-мӗшсем малашне Дементьев урамӗне «Садовӑй» микрорайон таран ҫӳрӗҫ. 26-мӗш номерли вара «Ҫӗнӗ хула» тата «Радужнӑй» микрорайонсене транспортпа тивӗҫтерӗ. 34-мӗш, 40-мӗш тата 53-мӗш маршруткӑсене вара пӗтерме йышӑннӑ — вӗсемпе халӑх сахал усӑ курать имӗш.
Халӗ льготӑпа усӑ куракан ҫынсем общество транспортӗнче вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара улшӑну кӗртӗҫ: транспортпа ҫӳремелли билет ятлӑ пулӗ.
Ку йышӑну ЧР Министрсен Кабинечӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Халӗ льготӑпа усӑ куракансем транспортри билетшӑн вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа тӳлеҫҫӗ тӗк ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене пӑрахӑҫлӗҫ. Ҫак картӑсем вырӑнне кашни ҫыннӑн ятлӑ билет пулӗ. Вӗсем ҫине хушамата, ята, ашшӗ ятне палӑртӗҫ, сӑнӳкерчӗк ҫыпӑҫтарӗҫ.
Ҫакнашкал билета электрон карттӑсем ҫине укҫа хумалли пунктсенче ылмаштарма пулать. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Вокзалҫум урамри 1-мӗш ҫурт (диспетчер павильонӗ), Ҫӗнӗ салари тата Хулаҫум автовокзалӗсенче, Эльмен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт («Автозапчаҫсем» лавкка), Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 57-мӗш ҫурт. Льготапа усӑ куракансен ака-ҫу уйӑхӗсенче ҫак адрессемпе пырса сӑнӳкерчӗк, документсем, вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билета (пур пулсан) пырса памалла.
ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пур карттӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ятлӑ тума палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |