Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, ҫывхарать. Ҫавна май ӗҫлекенсем темиҫе кун канма пултарӗҫ.

Ӗҫлекенсемшӗн ку эрне 1 кун кӗскелӗ, канмалли кун вара хушӑнӗ: пуш уйӑхӗн 8–10-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ вара, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ, 1 сехет кӗскелӗ.

Ака уйӑхӗнче унашкал кану кунӗсем пулмӗҫ, пӗчӗк «каникула» ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ кӗтмелле. Ун чухне ӗҫлекенсем пӗтӗмпе пӗр эрне канӗҫ. Малтан ҫу уйӑхӗн 1–5-мӗшӗсенче ӗҫе тухмӗҫ, кайран 9–12-мӗшӗсенче канӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал Ҫӑварни эрни Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ тӗлне лекет. Ҫитес эрнерен православи тӗнне ӗненекенсен типӗ пуҫланать, вӑл ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ.

Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ.

Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Хӗрарӑма унччен ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске тесе кӑлӑхах кӳрентернӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ арҫынсенчен кая маррине, теприсем вӗсенчен ирттернине тахҫанах ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ара, хӗрарӑм тӗнче уҫлӑхне те ҫӗкленчӗ мар-и!

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Людмила Арзамасова журналист хӗрарӑмсем арҫынсенчен кая мар ӗҫлекен вырӑнсене тишкернӗ. Черчен теме хӑнӑхнӑ хӗрарӑмсем тимӗр те шӑратаҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкарти агрегат савутӗнчи «Промлит» цехра ӗҫлеҫҫӗ. Хайхисене хӗрарӑмах ертсе пырать.

Ҫул-йӗр рабочийӗсем пирки ҫавнах каламалла. Совет самани вӑхӑтӗнче ун пек ӗҫе 15 талӑклӑха хупса хунисене явӑҫтарнӑ иккен-ха, халӗ, ав, хӗрарӑмсем ним шухӑшламасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗп хулари «Дорэкс» предприятире ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекен 130 рабочирен, сӑмахран, ытларахӑшӗ хӗрарӑмсем теҫҫӗ.

Водительте ӗҫлекен хӗрарӑмсем те паян тӗлӗнтермӗш мар. Троллейбус рулӗ умне вӗсем тахҫанах ларчӗҫ-ха, халӗ, ав, автобус рульне те тытса пыраҫҫӗ. Тепӗр тесен, темиҫе ҫул каялла Чӑвашавтотрансра кӑна 10 ҫын таран пулнӑ, халӗ иккӗн кӑна юлнӑ.

Йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенсем пирки каламӑпӑр та. Тӑвай районӗнче, ав, прокурорта та хӗрарӑм — Оксана Ястребова — тӑрӑшать.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Комсомольски тӑрахӗнче ырӑ йӑла пур. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ял хуҫалӑхӗн предприятийӗсенче ӗҫлекен чи лайӑх дояркӑсене чысланӑ.

Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра чылай ҫӗрте ЯХПКсем хавшаса пыраҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсем кӗрлесе тӑнӑ, ҫавна май ял ҫынни валли ӗҫ вырӑнӗ те пулнӑ. Тем тесен те, ун чухне арҫынсем ют тӑрӑха ӗҫлеме питех ҫӳремен. Халӗ хуҫалӑхсенче хӗрарӑмсем ытларах тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗне сӑвасси ытларах хӗрарӑм тивӗҫӗ-ха. Йӑли ӗлӗкренпех ҫапла. Хуҫалӑхсенче тар тӑкакан хӗрарӑмсем мухтава тивӗҫ. Вӗсем килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма та, ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама та, кил-тӗрӗшре тирпейлеме те ӗлкӗреҫҫӗ. Дояркӑсем ирхи шуҫӑмпа пӗрле тӑрса ӗҫе васкаҫҫӗ. Кашни кун ҫапла. Чӑннипех те маттур!

Ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракан доярсене Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, унӑн ҫумӗ Илдус Мннетуллин тата ыттисем саламланӑ.

 

Культура

Уяв умӗн яланхи пекех К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне хӗрарӑм поэтсем пухӑннӑ. Ҫулсерен вӗсем пӗрле пухӑнса ҫуркунне, юрату пирки сӑвӑсем вулаҫҫӗ. Чӑваш ӳнерҫисен куравӗ вара кӑмӑла пушшех ҫӗкленӗ.

Литература музейӗн директорӗ Ирина Оленкина музейре пултаруллӑ ҫынсене курма яланах тарават. Анчах хӗрарӑм поэтсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласси вара — уйрӑмах хаваслӑх кӳрет. Вӗсене саламламашкӑн арҫынсем те ҫитнӗ: Писательсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов, ытти ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, фотографсем, журналистсем.

Ҫуркунне тавралӑх чӗрӗлет, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелет. Поэтсем туйӑмӗсем пирки сӑвӑсем урлӑ пӗлтернӗ. Сӑвӑсене хӗрарӑмсене, аннесене, юратнӑ ҫынсене, ҫутҫанталӑка халалланӑ. Чӑннипе, поэтсен кӑмӑла ҫӗклекен йӗркесем ҫеҫ ҫуралмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ аннене халалланӑ сӑвва илтсен куҫҫульленнӗ. Маргарита Гурьева та амӑшне, ачалӑх ҫулӗсене аса илнӗ. Валентина Пугачева ачасем валли амӑшӗн куҫесем пирки ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ.

Лидия Сарине, Альбина Юрату, Лидия Филиппова тата ытти сӑвӑҫ та музее пынисене пултарулӑхӗсемпе тыткӑнланӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне документсем алă пусма, пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума аван. Çĕнĕ çынсемпе паллашăр, туссемпе çыхăну тытăр – ку сире халĕ кирлĕ. Ыттисен вăйсăрлăхĕнчен ан кулăр.

Раштав, 08

1898
121
Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ.
2005
14
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org