Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +31.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: панкратион

Спорт

Чӑваш Енри спортсмен панкратион енӗпе иртнӗ ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Тупӑшу тӗнче шайӗнче иртнӗ.

Дмитрий Шмелев Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Унччен вӑл Раҫҫей тата Европа ӑмӑртӑвӗсенче мала тухнӑ.

Тупӑшу ку эрнинче вӗҫленнӗ. Вӑл Сочи хулинче иртнӗ. Унта Беларуҫри, Украинӑри, Италири, Грецири, АПШри, Японири, Индири, Раҫҫейри 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫейре панкратион енӗпе кунашкал шайри ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртнӗ.

Дмитрий Шмелев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче тупӑшнӑ. Вӑл 16-17 ҫулсенчи кадетсен хушшинче ӑмӑртнӑ. Палӑртмалла: вӑл Александр Шмелев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.

 

Спорт

Елчӗк районӗ 90 ҫул тултарнине халалласа «Улӑп» спорт керменӗнче профессилле панкратион енӗпе тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннӑ Раҫҫей, Азербайджан, Кӑркӑс спортсменӗсем Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, самбо, каратэ, джиу-джитсу енӗпе Мускав тата Азипе Еврази чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Олег Захаров кубокӗшӗн тупӑшнӑ. Пухӑннисене Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев тата ыттисем ӑнӑҫу суннӑ.

Ун пек ӑмӑрту Елчӗк районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Спортсменсем валли 8 кӗтеслӗ ринг йӗркеленӗ. Турнирта тӗрлӗ ҫӗршыври 77 кило таякан 14 спортсмен вӑй виҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Шамиль Рамазанов йышӑннӑ. Кӑркӑс спортсменӗ Алманбет Жаныбеков 2-мӗшне тухнӑ. Чечен Республикин спорт мастерӗн кандидачӗ Ислам Дадаев — 3-мӗш. Куракансем Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпара ҫуралса ӳснӗ Геннадий Дмитриев (вӑл — ветерансем хушшинчи самбо енӗпе тӗнче чемпионӗ) тата Кӑркӑстанри Калдарбек Касимов раундне те кӑсӑкланса йышӑннӑ. Пилӗкшер минут пыракан 2 раундра та пӗр пек паллӑ пухса иккӗшӗ те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15092
 

Спорт Ксения Лачкова пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫинче
Ксения Лачкова пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫинче

Нумаях пулмасть Венгрири Будапешт хулинче панкратион енӗпе тӗнче ӑмартӑвӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине чӑваш спортсменки Ксения Лачкова кӗме пултарнӑ.

Ӑмӑртура чӑваш спортсменки пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине икӗ хут хӑпарма пултарнӑ. Тупӑшӑва ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑннӑ. Тӗрӗссипе, ентеш ылтӑн медальсем ҫӗнсе илни никамшӑн та кӗтменлӗх пулман.

Ксеня Лачковӑн тренерӗ Александр Шмелев каланӑ тӑрӑх, чӑваш пики кунашкал ӑмӑртусене хутшӑнса курнӑ. Кӑҫал вӑл Раҫҫей тата Европа чемпиончӗсенче пулнӑ, иккӗшӗнче те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче панкратион енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Панкратион ӗлӗк-авалах ҫуралнӑ кӗрешӳ мелӗсенчен пӗри. Пирӗн республикӑра спортӑн ҫак енӗ ҫӗнӗ темелле. Унӑн федерацине те 2003 ҫулта кӑна йӗркеленӗ. Панкратион енӗпе Сӗнтӗрвӑрринче ҫитӗнӳ тунӑ ӑстасем пур. Екатерина Краснова, акӑ, пӗтӗм тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗ, Раҫҫей тата Европа чемпионки, тӗнче чемпионтӗнче парнене тивӗҫнӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче иртнӗ ӑмӑртӑва 52-ӗн хутшӑннӑ, вӗсенчен 13-шӗ — хӗрсем. Чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсен шутне Шуршӑлти Таисия Мальгина, Анастасия Федотова, Ольга Карташова, Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Екатерина Соловьева, Анна Семенова, Николай и Сергей Герасимовы, Илья Лапин, Хуракассинчи Вадим Сироткин, Артем Ашуркин, Алексей Илларионов, Урхас Кушкӑри Георгий Тихонов, Сӗнтӗрвӑрринчи Надежда Носкова, Станислав и Артемий Кудрявцевы, Алексей Матвеев, Константин Назаров кӗнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та