Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: олимп вӑййи

Спорт

Чӑваш Енри биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова унчченхи ӑмӑрту тапхӑрӗнче хӑйне лайӑх енчен кӑтартнине пирӗнтен чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. Аса илтерер, 2016 ҫулта Тӗнче кубокӗ виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче спринтра вӑл ылтӑн медале тивӗҫнӗччӗ. 2017—2018 ҫулсенчи биатлон тапхӑрӗнче пирӗн ентешӗмӗре кӑна мар, Раҫҫей спортсменӗсене те ӑнмарӗ.

Татьяна Акимова Кӑнтӑр Корейӑри Олимп вӑййисене хутшӑнчӗ. Масс-стартра тӑрса пенӗ чух вӑл пилӗк хутчен йӑнӑшрӗ. «Спорт-Экспресс» хаҫата панӑ интервьюра Татьяна тренерсене кӳренсе калаҫнӑ. Унчченхи тренера ылмаштарнӑшӑн вӑл пӑшӑрханнине палӑртнӑ.

«Капла интервью хыҫҫӑн сезона Коноваловпа (Раҫҫейӗн биатлон командин аслӑ тренерӗ Сергей Коновалов. — Т.Т..) епле ӗҫлесе пӗтересшӗн?» — кӑсӑкланнӑ журналист. «Вӑхӑт кӑтартӗ», — хуравланӑ спорстменка.

 

Вӗсем — пулас волонтерсем
Вӗсем — пулас волонтерсем

Ҫак кунсенче Чӑваш Енри 300 студент Сочире килес ҫул иртекен Олимп вӑййине волонтер пулма вӗренет. Виҫӗ кунлӑх курс вӑхӑтӗнче каччӑсемпе хӗрсем лекцисем итлӗҫ, тренингсемпе мастер-классенче ӑсталӑха туптаҫҫӗ. Вӗсемпе Мускавран, Хусантан тата Чулхуларан кисле ҫитнӗ тӗнче шайӗнчи инструкторсемпе тренерсем ӗҫлеҫҫӗ.

Яваплӑ вӗренӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ ятпа студентсене республикӑн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов саламласа ӑнӑҫу суннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 19

1942
84
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1951
75
Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ.
1988
38
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
1993
33
Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй