Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: конвертсем

Персона

Чӑвашсен паллӑ чӗлхеҫи тата этнографӗ, 17 томлӑ словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 150 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май Раҫҫей почти ятарлӑ конверт кӑларассине пӗлтерет.

Конверта 250 пин экземпляр тиражпа пичетлӗҫ. Ӑна Раҫҫей почтин кирек хӑш уйрӑмӗнче туянма май килӗ.

Юбилей кунӗ тӗлне хатӗрленӗ конверт юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухӗ. Конверт ҫинче — Виталий Петровӑн (Праски Виттин) «Н.И.Ашмарин – академик-чӗлхеҫӗ» картини.

Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче Николай Ашмарина халалласа уҫакан курав вӑхӑтӗнче конверта сутлӑха кӑларнине пӗлтерӗҫ.

 

Республикӑра

Паян Раҫҫей почтин Чӑваш Енри тӗп филиалӗнче, 42800-мӗш уйрӑмра, «Чӑваш тӗрри» маркӑна ҫӳретме пуҫланӑ. Ҫавна ҫирӗплетсе почта ӗҫченӗсем ятарлӑ штемпельпе паллӑ тунӑ.

Раҫҫей почтин Чӑваш Енри тӗп филиалӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан пайӗн пуҫлӑхӗ Оксана Иванова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, маркӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ.

Сӑмах май каласан, юбилея халалласа каярах тата тепӗр марка ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Чӑваш Ен гербӗллӗ пулӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, ҫӳретме тытӑнӗҫ.

 

Персона Леонид Родионов режиссер тата драматург
Леонид Родионов режиссер тата драматург

Почта тем тӗрлӗ конверт та кӑларса пӑхать-ха. Ку хыпар вара пире, чӑвашсене, чӑнипех савӑнтарать.

Паллӑ режиссер тата драматург Леонид Родионов ҫуралнӑранпа нумаях пулмасть 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май «Марка» издательство центрӗ, Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗ сӗннипе Леонид Родионовӑн сӑнӳкерчӗкӗпе конверт кӑларнӑ иккен. ӑна вӑл 500 пин экземплярпа пичетленӗ. «Пӗр пайӗ республикӑри почта уйрӑмӗсене ҫитнӗ те ӗнтӗ, ыттисем тӗнче тӑрӑх саланӗҫ, ентешӗмӗр ҫинчен тӗрлӗ халӑх ҫыннине пӗлтерӗҫ», — тесе хыпарлать кун пирки «Хыпар» хаҫат сайчӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫур ӗмӗр ӗҫленӗ вӑхӑтра Леонид Родионов 130 ытла спектакль лартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл хӑй те пьесӑсем ҫырнӑ, куракан патне ҫитернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 28

1887
134
Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1903
118
Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1935
86
Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1969
52
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org