Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пирӗн планета ҫумӗпе ҫеккунтра 25 ҫухрӑм иртекен хӑвӑртлӑхпа 153201 (2000 WO107) астероид вӗҫсе иртӗ. Унӑн виҫи тӗрлӗ хаклавсем тӑрӑх 370 метртан пуҫласа 820 метр таран пулмалла.
Космос объектчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах.
Астероид Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем шутне кӗрет пулин те, пирӗн планетӑпа ҫапӑнас вӑл шанчӑк пысӑках мар. Ҫавах та, космос кӗлетки ӑсчахсене хӑйӗн ытти енӗпе интереслентернӗ — специалистсем хак панӑ тӑрӑх, ун ӑшӗнчи паха тӑпрасен хакӗ 17,4 миллиард долларпа танлашать. Ку хаклӑха шутласа кӑларнӑ чухне спектр анализӗпе усӑ курса тата астероидӑн вӑтамран илнӗ виҫисене шута илсе палӑртнӑ. Маларах ӑсчахсем 153201 (2000 WO107) тимӗрпе, кобальтпе тата никельпе пуян пулнине пӗлнӗ.
Астероида 2000 ҫулта тупнӑ, хӗвел тавра вӑл 318 кун хушшинче пӗр ҫаврӑм тунине палӑртнӑ. Перигейра вӑл Хӗвел патне 30 млн ҫухрӑм таран ҫывхарать, апогейра 243 млн ҫухрӑм инҫӗше ҫитет.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе 3,1 млн ҫухрӑм ҫывӑхӗнче вӑл тепрехинче 2040 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче иртсе кайӗ.
Хӗвел системинче астериод ӳкнипе йӗркеленнӗ чи пысӑк кратера тупнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл лаптӑк ҫинчен тахҫанах пӗлнӗ, анчах япун астрономӗсем кратер мӗнле майпа йӗркеленнине тӗпчесе пӗлнӗ.
Тӗпчевҫӗсем Юпитерӑн уҫлӑхташӗнче — Ганимедӑра — вырнаҫнӑ пысӑк айлӑмсене тишкернӗ. Лаптӑк ҫийӗн пӑхсан вӗсен пурин те варри пуррине курма май пур. Астрономсем «Вояджер-1» тата «Вояджер-2» зондсем тунӑ сӑнӳкерчӗксене тӗпченӗ те Ганимед ҫинчи айлӑмсем астероид ҫапӑннипе пулни патне тухнӑ.
Унсӑр пуҫне, Хӗвел системинче ӑна чи пысӑк кратер теме пулать. Ӑсчахсем моделлесе пӑхнӑ та ҫакнашкал вырӑн диаметрӗпе 150 ҫухрӑмран кая мар астероид пырса ҫапӑннипе йӗркеленме пултарнине курнӑ. Ҫӑпӑннӑ самантра унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 20 ҫухрӑмпа тан пулма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ӑсчахсем кратера малалла та тӗпчесшӗн, ҫавна май вӗсем JUICE мисси пуҫланасса кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.
Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.
Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.
Пушӑн 20-мӗшӗнче, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хупланӑ кун, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази вӗренекенӗсем ҫак пулӑма сӑнанӑ. Кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шкул картишне MEADE LXD75 телескоп вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗттӗм пленкӑсем илсе килнӗ.
Уйӑх Хӗвеле хупланине икӗ сехет сӑнама пултарнӑ. Ачасем сӑнанӑ кӑна мар, сӑн та ӳкернӗ.
Ҫав самантра иртен-ҫӳрен те шкул картишӗнче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем те 2-3-мӗш классемпе пӗрле тӗлӗнмелле ҫак пулӑма сӑнанӑ.
«Раҫҫейре Уйӑх Хӗвеле пӗтӗмпех тата хӑҫан хуплӗ?» — ҫапла ыйту панӑ чылай ача. Хуравӗ савӑнтараканниех мар. Кун пекки 2061 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ! 2026, 2033, 2043 ҫулсенче те Уйӑх Хӗвеле йӑлтах хуплӗ, анчах ӑна Таймыр, Камчатка, Чукотка, Якути ҫыннисем ҫеҫ курайӗҫ.
Сӑнсем (9)
Эрнекун, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Раҫҫей ҫыннисем, ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те, астрономи пулӑмне курма пултараҫҫӗ.
«АиФ»-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехет ҫурӑран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен Чӑваш Енре хӗвеле уйӑх хупланине курма май пулӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов та ҫапла пӗлтернӗ: пирӗн республикӑра пурӑнакансем Уйӑх Хӗвеле хупланине 13 сехет ҫурӑра курӗҫ. Ку пулӑм Чӑваш Енри кирек хӑш кӗтесрен те курӑнӗ. Ытларах ҫурҫӗр пайӗнче лайӑх паллӑ пулӗ.
«Википеди» ирӗклӗ энциклопеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — астрономи пулӑмӗ, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах е кӑштах хуплать. Ку тулли уйӑх чухне кӑна пулать. Уйӑхӑн Ҫӗр енчи пайӗ ҫутӑ мар, хӑй уйӑхӗ курӑнмасть.
Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи ҫурҫӗр пайӗнче, Арктикӑра та курӑнӗ.
Паян, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Меркурие хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ. Паян Меркурий планета Хӗвелрен чи аякка кайӗ, ҫапла майпа ӑна Ҫӗр ҫинчен телескопсӑрах сӑнама май пулӗ.
Планетӑна тавралӑх тӗттӗмленсен курма май пур. Ытти чухне Хӗвел тытӑмӗнчи чи пӗрремӗш планетӑна вӑл патӗнче пулнӑран курма пулмасть. Анчах паян вара Меркурий Хӗвелрен чи аякри орбита точкинче пулӗ. Вӑл 69 миллион ҫухрӑм аякка кайӗ, ҫавна май кашниех ӑна телескопсӑрах курӗ.
Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, искусственнӑй ҫутӑ пулмасан Меркурие курас шанчӑк ӳсет. Планета Хӗвел ансан тепӗр 1 сехетрен курӑнӗ. Ӑна курас тесен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле, Венерӑран кӑшт аяларах, пӑхмалла. Кӑҫал Меркурий Венера патне 5 градус ҫывӑхланӗ.
Специалистсем Хӗвел ҫинче пысӑк хура пӑнчӑ тупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Solar Dynamic Observatory (SDO) космос обсерваторийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав пӑнчӑ лаптӑкӗ Ҫӗртен 10 хут пысӑкрах.
Астрономсем AR 12192 ятпа регистрациленӗ пӑнчӑ ку таранччен, 2008 ҫултанпа пуҫласа, чи пысӑкки шутланнӑ. Анчах иртнӗ канмалли кунсенче тупнӑ Хӗвел ҫинчи пӑнчӑ вара унран чылай хут ирттерет.
Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кунашкал пӑнчӑсем Хӗвел ҫинче вӑйлӑ магнитлӑ уйсен витӗмӗ пулма пултараҫҫӗ. Ун чухне хӑш-пӗр вырӑнта температура самай чакать. Ҫавна май вӗсем, Хӗвел сийӗпе танлаштарсан, тӗттӗмрех курнӑнаҫҫӗ.
Астрономсем Ҫӗртен 124 ҫутӑ ҫул аяккарах вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле планетӑна тупса палӑртнӑ. Унӑн условлӑ ячӗ — «Шыв тӗнчи».
Планетӑн официаллӑ ячӗ — GJ1214b. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти атмосфера пӑс евӗр. «Шыв тӗнчи» пирӗн планетӑран 2,5 хут пысӑкрах, 7 хут ҫӑмӑлрах.
Астрономсен шухӑшӗпе, вӗсем унччен нихҫан уҫман планетӑн тӗсне тупса палӑртнӑ. Ҫав планета ытларах шывран тата паллӑ мар материалтан тӑрать. Ӑна ӑсчахсен палӑртма тивӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи шыв пысӑк температурӑна пула «вӗри пӑра» ҫаврӑнма пултарать.
Планетӑна Чилири, Аслӑ Британири, Швейцарири, Америкӑри ӑсчахсен ушкӑнӗ уҫнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ?
Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ.
Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ.
Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |