Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: армрестлинг

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи Туҫари вӑтам шкулта вӗренекен 15 ҫулти Эльвина Сафина армрестлинг енӗпе пулнӑ тӗнче первенствинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Индири Нью-Делире иртнӗ.

Эльвина 10-мӗш класра вӗренет. Вӑл тӑватӑ ҫул ӗнтӗ Ильфак Алеев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Индире хӗр 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.

Чӑваш Республикинчи спортсменка питӗ ӑста ӑмӑртнӑ. Тупӑшу тӑршшӗпех вӑл хӑйӗнпе тупӑшакансене ҫӗнтермешкӗн шанчӑк хӑварман. Экспертсем те унӑн ӑсталӑхне, ку нумай ҫул тӑрӑшса тренировка тунин кӑтартӑвӗ пулнине палӑртнӑ.

Палӑртса хӑварар: Раҫҫей спортсменӗсем ӑмӑртура Раҫҫей ялавӗпе тата ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин тумӗпе пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли Раҫҫей гимнӗ янӑранӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-217187116_5362
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Спортра – тепӗр ҫитӗнӳ! Пирӗн спортсменсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ. Хальхинче – армрестлерсем.

Нумаях пулмасть Пенза хулинче «Атӑлҫи кубокӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 30 команда тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн армрестлинг енӗпе пӗрлештернӗ команди вӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмпе 12 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Харпӑр зачетсенче ултӑ спортсмен ҫӗнтернӗ. Тепӗр улттӑшӗ кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.

16 ҫулти Егор Розоренова уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл – Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк спортсмен команда пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ кӑна мар, Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫланӑ. Кун пек ӳсӗмри спортсменшӑн ку – вӑйлӑ ҫитӗнӳ!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30938
 

Спорт

Чӑваш спортсменкисем армрестлинг енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвне каймашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Раменское хулинче юниорсен хушшинче Раҫҫей тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта спортсменсем Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсене каймалли путевкӑсемшӗн вӑй виҫнӗ.

Пирӗн спортсменсем мӗн пур виҫере палӑрнӑ. Эльмира Алеева тата Марина Ковалевская иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анна Гаврилова вара пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ҫапла пирӗн хӗрсем Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Вӗсем ҫу уйӑхӗнче Румынире иртекен Европа ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Юпа уйӑхӗнче вара Болгарие тӗнче ӑмӑртӑвне кайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65347
 

Спорт

Чӑваш спортсменӗсем ӑмӑртусенче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ Олеся Игнатьева Питӗртен «Балтика кубокне» илсе килнӗ. Вӑл армрестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса мала тухнӑ.

Олеся Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 60 килограмран ытларах таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл тӗнчен икӗ хут чемпионкипе Наталья Торсеевӑпа тупӑшнӑ.

Олеся ӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медаль илнӗ. Сӑмах май, чӑваш спортсменки 2013 ҫулта та кунашкал турнирта ҫӗнтернӗ.

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинче «Урожай» спорт обществин чемпионачӗ иртет. Унта Олеся Игнатьева та хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65271
 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Эҫпепе ялӗнче мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Анчах вӗсемшӗн ял кунне уявласси чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри шутланать. Ӑна вӗсем 12-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уяв «Вӑйӑ картинчен» пуҫланнӑ. Ун чухнех Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑк тӑрах сценка лартнӑ. Унтан уява Кӗтеснер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Егоров сӑмах илсе тӑснӑ.

Район администрацийӗнчен те килнӗ. Вӑл общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ Владимир Иванова тата Эльвира Захаровӑна тав туса чысланӑ.

Малалла концерт иртнӗ. Эҫпепесене саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫитнӗ.

Ӑмӑртусем те иртнӗ. Армрестлинг, кире пуканӗ йӑтас, вӗрен туртас енӗсемпе вӑй виҫнӗ.

Сӑнсем (15)

 

РАШ
15

Армрестлингри ҫитӗнӳсем
■ eiena | 15.12.2011 18:56 |

Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗсем армрестлинг енӗпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ. Ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче кӑна мар, спортра та пысӑк ӳсӗмсем тӑвакан чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем унта активлӑ хутшӑнчӗҫ. А.Л. Филиппов, И.В. Софронова докторантсем, О.Г. Владимирова доцент, А.Н. Лукина инженер хутшӑнчӗҫ ӑмӑртӑва. 80 кг ытларах таякан арҫынсен хушшинче А.Л. Филиппов — 3-мӗш вырӑн, 65 кг ытларах таякан хӗрарӑмсен хушшинче О.Г. Владимирова — 1-мӗш вырӑн, И.В. Софронова — 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫапла вара историпе географин тата чӑваш филологийӗпе культурин пӗрлештернӗ команди пӗтӗмӗшле зачётра 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ. Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: асӑннӑ спортра пирӗн преподавательсем ҫеҫ мар, студентсем те пултаруллӑ. Ҫулсеренех армспорт вӑйвиҫевҫи пулса 4-мӗш курсра вӗренекен Макаров Валерий ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарать. Кӑҫал Республикӑри Аслӑ шкулсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура вӑл 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 04

1987
39
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын