Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ямпай

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнчи клуб пилӗк ҫул каяллах япӑхнӑ. Никӗс, стенасем ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫивитти шӑтнӑ, чӳречесемпе алӑксем ҫӗрӗшнӗ.

Ялти хӑш-пӗр хастар пӗрех клуб пирки ӗмӗтленет, ӑна юсамалла, уҫмалла, ӗҫлеттермелле тесе шухӑшлать. Ялти пӗр хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева ҫӑхавланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильев ҫӗнӗ клуб туса пама шантарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ культура учрежденине юсама тытӑннӑ. Ҫивиттине юсасшӑн, чӳречесемпе алӑксене ылмаштарасшӑн, ытти хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫласшӑн. Анчах укҫа ҫукки пӗтерет. 2,45 миллион тенкӗ кирлӗ.

Паян ялта Олег Николаев пулнӑ. Вӑл Строительство министерствине ыйтӑва тишкерме хушнӑ.

 

Вӗренӳ

Паян, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене йышӑннӑ. Правительство ҫуртне тӗрлӗ ыйтупа ҫичӗ ҫын ҫитнӗ.

Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Надежда Степанова Ямпай ялӗнчи ачасеншӗн чунӗ ыратнипе Шупашкара пынӑ. Михаил Васильевича вӑл Ямпай ачисен Вӑрмарти шкула ҫуран ҫӳреме тивнине кулянса та кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ачасен чукун ҫул тата кӗпер урлӑ каҫма тивет. «Шкул автобусӗ пирӗн яла ҫул япӑх пирки пыраймасть», — тенӗ хастар хӗрарӑм, 2 ача амӑшӗ.

Михаил Игнатьев Ямпай ялӗсене лӑплантарнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене 15 шкул автобусӗсем тата илсе килмеллине пӗлтернӗ. Пурӗ 15 автобус ҫитӗ. Ҫавсенчен пӗрне Вӑрмар районӗнчи ачасене шкула илсе ҫӳрме уйӑрӗҫ. Ҫула та ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелесе ҫитермелле.

 

Кивӗ Вӑрмар пӗвине юсаҫҫӗ
Кивӗ Вӑрмар пӗвине юсаҫҫӗ

Кивӗ Вӑрмар пӗвине епле юсанине тӗрӗслесех тараҫҫӗ — ӗнер, юпан 25-мӗшӗнче ӗҫсем епле пынипе Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин, ҫурт тӑвӑмпа халӑх усӑ куракан инфраструктурӑн аталану пайӗн ертӳҫи Александр Тихонов тата Кивӗ Вӑрмар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Борисов паллашнӑ.

Пӗвене «Стройсервис» ТМЯО юсать. Ку ӗҫе тума вӑл уҫӑ аукционра выляса илнӗ. Килӗшӳ тӑрӑх «Стройсервис» пӗвен шахтине тата тӗкӗлесе тӑракан юпасене тӗпрен юсамалла, ҫавӑн пекех шыв управӗн валне ҫирӗплетмелле. Организацин маҫтӑрӗ Дмитрий Геннадьевич шантарнӑ тӑрӑх пур ӗҫе те планпа туса ҫитерме тӑрӑшӗҫ.

Ҫак кунах ӗҫлӗ ушкӑн Чулкас ял тӑрӑхӗнчи Ямпай ялӗнче ҫутӑ кӗртесси епле пынипе паллашнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен урамӗнче «ЭнергоСетьСтрой» ТМЯО ҫутӑ пуласса шантарать.

Сӑнсем (24)

 

Паянхи кун ялсенчи чи пысӑк ыйтусенчен пӗри вӑл — урамри ҫул. Чылайӑшӗн хуҫалӑхра ҫӑмӑл машин пур — вун-вун ҫул каяллахи пек пыльчӑк ҫӑрса ҫӳремеҫҫӗ пулин те, асфальт ҫул хывасси таранах халӗ те лару-тӑру лайӑхланайман. Хӑнана килсе каякансем валли те лакӑмлӑ ҫулсем килӗшсех каймаҫҫӗ. Ял хапхи таран хытӑ такӑр ҫул ҫитет пулсан та урамӗсенех кӗмест ҫав вӑл — лавкка ҫывӑхне ҫеҫ тӑсӑлма пултарать.

Ҫавах, вырӑнти халӑх та, пуҫлӑхсем те, ҫул ыйтӑвне кӑшт та пулин лайӑхлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек ыйтӑва татса парать: пӗрисем ванчӑк кирпӗч сараҫҫӗ, теприсем — вак чул.

Ак, Вӑрмар районӗнчи Чулкас ял тӑрӑхнех илес — кунта кӑҫал ялти чылай урама чул сарчӗҫ: Кавӗ Мӑнтӑрта — Ленин урамӗнче, Ямпайра — Ленин тата Симӗс урамӗсенче, Чулкасра — Шкул тата Чкалов урамӗсенче. Ӗҫе халӑх хӑйех тӑвать — чулне турттарса килмелле ҫеҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăрăн ушкăнра эсир питĕ кирлĕ çын, çавна май сире тĕрлĕ мероприятие чĕнĕç, ку сирĕн асра яланлăхах юлĕ. Ахăртнех, бокала юлташсен тĕрлĕ ушкăнĕнче çĕклеме тивĕ: паян эсир – кунта, ыран – урăх çĕрте. Савăнма хатĕрленĕр!

Авӑн, 28

1928
92
Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1943
77
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1991
29
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org