Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЮТВ

Пӑтӑрмахсем

«ЮТВ» телеканалӑн тӗп редакторӗ тӗлӗшпе Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗ административлӑ протокол ҫырнӑ.

Хӑй укҫипе уйрӑм ҫын тытса тӑракан телеканала надзор органӗ «О защите детей от информации, причиняющей вред их здоровью и развитию» (чӑв. Ачасен сывлӑхне тата аталанӑвне сиен кӳрекен информацирен хӳтӗлесси) федераци саккунне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Телеканал ӗҫне Роскомнадзорӑн управленийӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен сӑнаса тӑнӑ.

Маларах асӑннӑ саккунсӑр пуҫне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин 2012 ҫулхи 202-мӗш номерлӗ приказӗ вӑл те ку кӑларӑм хӑш ҫулхисем валли пулнине кӑтартмалли пирки калать. Анчах «ЮТВ» телеканалӑн ҫак енӗпе кӑлтӑк тупӑннӑ: вӑл пур чухне те ӑна пӗлтермен.

 

Республикӑра

Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫырнӑ.

Информаци политикин министерствинчен чӑваш хастарӗсем Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн анлӑшне сарма ыйтаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра чӑваш телекуравне сахал ҫын курма пултарни пирки асӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума информаци политикин министерствинче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» наци телерадиокомпанине спутник урлӑ пӑхма майсем тума пулӑшма та ыйтнӑ.

Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чӑвашла кӑларӑмсемпе виҫӗ телекомпани тивӗҫтерет: «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш наци телекуравӗ тата «ЮТВ» телеканал. Шупашкарта ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра «21+» канал ӗҫлет, анчах унӑн программинче чӑвашлисем ҫук.

 

Афиша

ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухнӑ. Унта Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ юрӑ сӑввисен авторӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату пулнӑ.

Телекӑларӑм ярӑмне пӗтӗмлетсе тата Константин Иванов ҫулталӑкӗпе Литература ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа Анатолийпе Надежда Никитинсем раштавӑн 23-мӗшӗнче ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ. Унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем те пулӗҫ. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем тата «Янташ» ушкӑн паллаштарӗ. Шоу-концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче 18:30-ра пуҫланӗ.

Унсӑр пуҫне, раштавӑн 24-мӗшӗнче, Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр концерт — Ҫӗнӗ ҫула халалланине — хатӗрлӗҫ. Вӑл «Салют» культура керменӗнче иртӗ, 18:30-ра пуҫланӗ.

Малалла...

 

Персона Хисепе тивӗҫнӗ Лидия Филиппова
Хисепе тивӗҫнӗ Лидия Филиппова

Ҫак канмалли кун Шупашкар хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне анлӑн уявласа ирттерчӗ. Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем вырсарникунчченех пуҫланчӗҫ. Ун тӗлне республикӑн тӗп хули «Общество хисепӗ» конкурса ирттерессине те йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫал ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Унта тӗп хулана аталантарас тесе тӑрӑшакан хастарсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫалхи конкурсра пурӗ 14 номинаци пулнӑ. «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире Чӑваш наци конгресӗн Хӗрарӑмсен комитечӗн хастарӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова 3-мӗш степеньлӗ премие Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен ҫырнӑ кӗнекешӗн тивӗҫнӗ.

Ҫапла, Лидия Филиппова — хаҫатҫӑ кӑна мар, ҫыравҫӑ та, общество ӗҫӗнче те хастар. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та кӗнекесем кӑларать. Чӑвашла телекӑларӑмсене килӗштерекенсем Лидия Филиппова ЮТВ телеканалпа ертсе пыракан, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ йӗркеленӗ кӑларӑма юратсах пӑхаҫҫӗ. Кашнинче тӗрлӗ темӑна хускатаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть кун ҫути курнине, тӗслӗхрен, «Эс хӑв та поэзи, хӗр-хӗрарӑм» ят панӑччӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/437.html
 

Чӑваш чӗлхи

Утӑн 8-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ЮТВ телеканалӑн премийӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ку чӑннипех те пысӑк пулӑм.

Конкурса ЮТВ телеканал директорӗ Юрий Гурьянов чӗннипе Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗн халӑх хорӗн хормейстерӗ, РФ тата ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Борисов та хутшӑннӑ.

Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх юрӑҫӑ хӗрарӑм», «Чи лайӑх юрӑҫ арҫын», «Чи лайӑх юрӑ», «Чи лайӑх дуэт», «Чи лайӑх юрӑ авторӗ», «Стильлӗ юрӑҫӑ хӗрарӑм».

Елчӗк районӗн маттур ҫынни Геннадий Борисов «Чи лайӑх юрӑ авторӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Сасӑлав СМС-ҫырупа иртнӗ.

Ҫак мероприятие чӑваш чӗлхине сарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫесем кӗҫӗн ӑру чӑвашла юрӑсемпе сӑвӑсене пӗлччӗ тесе тӑрӑшнӑ.

 

Чӑвашлӑх «ЮТВ» телеканал тулай чӑвашсем патӗнче
«ЮТВ» телеканал тулай чӑвашсем патӗнче

Телевидени ӗҫченӗсене Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин пайташӗсем Любовь Тавлуй ертӳҫӗпе пӗрле кӗтсе илнӗ. «ЮТВ» канал вӑл тӑрӑхри тӗрлӗ ҫынпа тӗл пулма май килни пирки пӗлтерет. Сӑмахран, Симферополь ҫывӑхӗнчи Гвардейский хулинчи Ҫарпа тинӗс флочӗн авиаци пайӗнче. Е тата Севастополь ҫывӑхӗнчи Сахарная Головка поселокра. Унта Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн направленипе ҫавӑнти совхоза ӗҫлеме янӑ хӗрарӑмсем тӗпленнӗ. ҫавӑнта направленипе янӑ 34 пикерен 20-шӗ унта ҫемье ҫавӑрнӑ. Вырӑнтисене вӗсем хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тыткӑнланӑ иккен.

Севастопольте тата Крымра тӗрлӗ наци пӗрлешӗвӗсем пур-мӗн. Ҫав ассоциацие пирӗн чӑвашсем те кӗнӗ. Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ иккен вӗсем унта: чӑваш тумне ҫӗлеттереҫҫӗ, юрри-ташшине, йӑли-йӗркине упраҫҫӗ.

«Ентешсем» проекта "ЮТВ" телеканал малашне те тытса пырасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Питӗр, Мускав, Красноярск, Саратов хулисене ҫитсе унти мухтавлӑ ентешӗмӗрсем пирки кӑларӑмсем ӳкересшӗн.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.12.2019 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 12

1773
246
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1909
110
Элле Николай Алексеевич, республикӑра театр ӗҫне йӗркелекенӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
86
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1979
40
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1993
26
Фёдоров Николай Васильевича Чӑваш Рсепубликин Президентне суйланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org