Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑнчас

Культура
Людмила Смолина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Людмила Смолина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Куславкка муниципаллӑ округӗнче Смолин вулавӗсем« ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи поэзи уявӗ Тӗмшерте вун пӗрремӗш хут янӑранӑ.

Поэтӑн мӑшӑрӗ Людмила Смолина «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх,

пӗлтерӗшлӗ те асӑмлӑ пулӑм йӗркелӳҫисем — «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка муниципаллӑ округӗн администрацийӗ.

«Шӑнчас поэчӗн пултарулӑхне халӑхра анлӑн сарас сӑваплӑ ӗҫе йӗркелекенсене чӗререн тав сӑмахӗ калассӑм килет. Чӑн малтан, паллах, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне, «Куславккасем» ентешлӗх никӗслевҫине тата ертӳҫине Юрий Зорина асӑннӑ пулӑттӑм. «Смолин вулавӗсен» тилхепине ҫултан-ҫул пур кӑмӑлтан тытса пырать вӑл. Хӑй тавра яваплӑха туякан пиҫӗ те хастар, пуҫаруллӑ ҫынсене пуҫтарма мехел ҫитерчӗ», — тесе ҫырнӑ Людмила Смолина хӑйӗн страницинче.

 

Республикӑра
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Владимир Чамеев хирург пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа ӗнер сывпуллашнӑ.

Владимир Ильич Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. 1975 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ординатурӑра та вӗреннӗ.

Владимир Чамеев 45 ҫул хирург пулса тӑрӑшнӑ, ҫав шутран 24-шне — Хулари 1-мӗш клиника пульницинче. Унта вӑл чылай ҫул хирурги уйрӑмӗн тата операци блокӗн заведующийӗ пулнӑ.

 

Персона
Юрий Зорин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Юрий Зорин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килет. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Анатолий Смолин поэт ҫуралнӑ кун, «Куславккасем» ентешлӗх вырӑнти администраципе пӗрле «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх конкурсӗ ирттернӗ. Ӑна кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут йӗркеленӗ.

Анатолий Смолин сӑвӑҫ Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

Анатолий Смолин куҫаруҫӑ та пулнӑ. Вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши тата Ҫемен Элкер премийӗсен лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ.

22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ.

Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.

 

Культура

Шӑматкун Куславкка районӗнче сӑвӑ калакансен «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫал та иртнӗ. Унта пухӑннисем Анатолий Смолин сӑввисене янӑратнӑ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.

Анатолий Смолин сӑвӑҫ кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмарӗ. 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Анчах унӑн ятне ҫывӑх ҫыннисем тата пултарулӑхне сума сӑвакансем асран кӑлармаҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче ҫуралнӑскере хисеплесе «Смолин вулавӗсем» конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, Анатолий Смолин поэт кӑна пулман. Вӑл — куҫаруҫӑ та. Ҫеҫпӗл Мишшин премийӗн лауреачӗ, Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та