Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш тӗррин музейӗ

Чӑвашлӑх

Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.

Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.

Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.

 

Чӑвашлӑх
Ҫӗнӗ кӗнеке
Ҫӗнӗ кӗнеке

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII — XIX веков. Из фондов Чувашского национального музея» (Чӑв. Чӑвашсен XVIII — XIX ӗмӗрсенчи кӗмӗл эрешӗсемпе пуҫа тӑхӑнмаллисем. Чӑваш наци музейӗн фондӗнчен) каталога хӑтлӗҫ.

Кӗнекене «Серебряная кладовая» (чӑв. Кӗмӗл хуралтӑ) курав уҫас умӗн кӑларнӑ.

Кӑларӑм авторӗ — Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова-Кульева.

Каталога тӑван халӑхӑмӑрӑн кӗмӗлтен тата шӑрҫаран хатӗрленӗ пуҫа тӑхӑнмаллисемпе ытти эрешӗсене кӗртнӗ. Вӗсем пурте — Чӑваш наци музей фондӗнчен. Каталогпа тӗплӗнрех паллашас кӑмӑллисем ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейне кӗнеке хӑтлавне кайма пултараҫҫӗ.

 

Культура

Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ.

Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.

Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗнӗ курав залӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Кӗмӗл тупра» ят панӑ.

Зала 16 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта Чӑваш наци музейӗнчи тата Раҫҫейри паллӑ музейсенчи япаласем вырӑн тупӗҫ. Пӗрремӗш курав «Несӗлсем чӗннипе» ятлӑ пулӗ. Вӑл — ЧР Патшалӑх премине тивӗҫнӗ В.В.Николаев ювелирӑн куравӗ. Владислав Николаев ювелир ӗҫӗпе иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче кӑсӑкланма пуҫланӑ.

Халӗ ювелир сӑвар-пӑлхар сӗмне тӗпе хурса хӗрарӑмсен кӗмӗл алка-вӑчӑрине хатӗрлет. Вӑл хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене (хушпу, тухья) ҫӗнетес енӗпе те ӗҫлет.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ тата ун филиалӗсем тӳлевсӗр кӗртме шантараҫҫӗ.

Пыракансем валли «Чебоксары: история в формате 3D» (чӑв. Шупашкар: 3D форматлӑ кунҫул) интерактивлӑ фильм хатӗрленине те пӗлтереҫҫӗ. Сеанссем 11:00, 12:00, 14:00, 15:00 сехетсенче пуҫланмалла.

Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.», «Чувашия в XX веке», «Природа и человек» экспозицисем, «Кыштым и Чернобыль: трагедия, подвиг, предупреждение», «Красота веков», «Богатство городов Среднего Поволжья», «Земля кричит: SOS», «Ты мне снишься ночами, Афган», «Родины верные сыны» куравсем ӗҫлӗҫ.

Ефремов купса урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, В.И. Чапаев музейӗ те, Чӑваш тӗррин музейӗ те,

Ҫеспӗл Мишши музейӗ те, ыттисем те куракансене хапӑл пулӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗрлӗ хӑна пулса курать. Унта таҫтан та килеҫҫӗ, чӑвашсен илемлӗ тӗррипе паллашаҫҫӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, музейра Киров облаҫӗн культура министрӗ Андрей Скальный пулса курнӑ. Унта вӑл ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Вячеслав Ориновпа пӗрле ҫитнӗ.

Андрей Борисович здани архитектурипе, унӑн историйӗпе паллашнӑ, музей экспозицине, «Наци тӗррин асамлӑхӗ» курава пӑхса ҫаврӑннӑ. Уйрӑмах XVIII ӗмӗрти тӗрӗпе кӑсӑкланнӑ вӑл. Киров облаҫӗн культура министрне «Серебряная кладовая» пултарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртни те интереслентернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

12 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org