Юлашки ултӑ ҫулта Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттер хакӗ палӑрмаллах ӳснине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫынсем хваттер тара илсе пурӑнасси те анлӑ сарӑлнӑ. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тара илекенсем йышӗ юлашки вӑхӑтра йышланнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах тара илме те йӳнӗ мар. Иртнӗ ҫул аренда хакӗ Раҫҫейре вӑтамран 5-7%, ҫав шутра пӗр пӳлӗмлисем 6,7% ӳснӗ.
Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсене тара илме 70 хуларан 65-шӗнче хакланнӑ. Новокузнецк, Череповец, Аҫтӑрхан, Воронеж, Ярославль, Шупашкар, Якутск, Ӗрӗнпур, Омск тата Махачкала хулисенче хаксем уйрӑмах хӑпарнӑ.
Сарту, Сочи, Пенза, Симферополь тата Липецк хулисенче кӑштах йӳнелнӗ.
Пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илме уйӑхсерен вӑтамран 12,6 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Череповецри 300 хваттерлӗ ҫурт Шупашкара пула ӑшӑ шывсӑр ларнӑ. Бойлер ванса кайнӑран унти ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗ юсас тенӗ. Кирлӗ саппас пайсене туянма 146 пин тенке ларнӑ. Ӑна туянакансем 120 пинне тӳлесе хунӑ. Ытларикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Череповецри юлташлӑха саппас пайсем ҫитмелле пулнӑ. Ҫуккине кура сӑлтавне шырама пуҫланӑ. Кирлӗ детальсем Череповец вырӑнне Шупашкара кайни ҫавӑн чухне палӑрнӑ.
Саппас пая турттарса пыма килӗшнӗ транспорт компанийӗ кӑлтӑка йышӑннӑ, ҫитменлӗхе татса пама шантарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗнче хытах тарӑхнӑ курӑнать — шӑтар-шатӑр ҫилленине пӗлтерсе вӗсем транспорт компанине ҫыру шӑрҫалама, юсав ӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлайманнине пӗлтерме йышӑннӑ.
Чӑваш Ен автоспортсменӗ Череповец хулинче иртнӗ трек чупӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту, хӗллехи трек чупӑвӗ енӗпе Раҫҫей кубокӗ, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Айрат Заргиров финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Вӑл — Комсомольски районӗнчен. Кубокӑн тепӗр тапхӑрӗсем Ижевск хулинче - нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ӗренпур хулинче — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртӗҫ. Финал вара Череповец хулинче пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.
Сӑмах май, Айрат Заргиров ралли-кросс енӗпе монокубок ҫӗнсе илнӗ. Халӗ трек тата пӑр чупӑвӗсемпе ытларах кӑсӑкланать. Каҫал тӑрӑхӗн спортсменне пӑр чупӑвӗ енӗпе иртекен Раҫҫей кубокӗнче те, тен, курма пултарӑпӑр. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |