Халӗ унта та кунта фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче ӗҫлесе кайни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Паян Елчӗк районӗнчи Тип Тимешре уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫитнӗ.
Модульлӗ ҫӗнӗ ФАПсем Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫиччӗ пулмалла тесе эпир хыпраланӑччӗ-ха, Елчӗкре вара улттӑ уҫма тесе палӑртнӑ иккен. «Фельдшерпа акушер пунктне уҫасса эпир питӗ кӗтнӗччӗ. Халӗ питӗ савӑнтӑм», — тенӗ иккен вырӑнти фельдшер Елена Григорьева. Ку тухтӑр ҫурчӗ Тип Тимеш тата Анатри Тимеш ял ҫыннисене пӑхса тӑмалла.
Сӑнсем (24)
Виҫӗ ҫул хушшинче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Етӗрне районӗнче кӑна модульлӗ 7 фельдшерпа акушер пункчӗ тумалла. Вӗсенчен пӗри Уйкас Асламас ялӗнче пулать. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Тухтӑр ҫуртне хӑпартма пурӗ 1 миллион та 700 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Тӑкакӑн пысӑк пайне республика хӑй ҫине илнӗ, инженери сечӗсене тума муниципалитет уйӑрнӑ.
ФАПа уҫма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, тухтӑр ҫуртне хакланӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗ икӗ ялти 350 ҫынна пӑхса тӑрӗ. Чирлисене участокри врач кӑна мар, ансӑр специалистсем те йышӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2021 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -18 - -20 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |